Чаваш туйе сценарий

Туя туй пек тӑвар-и,
Туй мыскари тӑвар-и?
Туйра сакӑр ташӑ пур,
Туйра тӑхӑр юрӑ пур.
Таш ташлама тӑрсассӑн
Сакӑр каччӑ куҫ хывать
Юр юрлама тӑрсассӑн
Тӑхӑр каччӑ куҫ хӗсет.

Э. Патмар хатӗрленӗ «Чӑваш туйӗ» кӗнеки

Чӑваш туйӗн йӗрки

Чӑваш туйӗ вӑл — кӑткӑс та нумай сыпӑклӑ драма. Туй ӑҫтан пуҫланса ӑҫта вӗҫленнине тупса ҫитерме те йывӑр. Ахӑртнех туй мешехисем ача-пӑча ҫуралса аталансанах тытӑнса мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех каяҫҫӗ пулмалла. Ывӑл-хӗр ҫуралсанах ашшӗ-амӑшӗ хӗр е каччӑ куҫлама тытӑнаҫҫӗ, кам таврашӗпе хурӑнташланса пурӑнасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ача ӳссе ҫитсен, каччӑ шӑрши кӗрсен, туй хуйхи пуҫ ҫине килет. Вара кил-терӗшсем, тӑванӗ-хурӑнташӗсем каччӑпа пӗрле хӗр куҫласа хӗр калаҫма тапратаҫҫӗ. Авланас шутлӑ ачапа ашшӗ-амӑшӗ пӗр чӗлхе тупсан евчӗ шырама тытӑнаҫҫӗ. Чӑн туй мешехисем ҫакӑнтан тытӑнса каяҫҫӗ.

Евчӗ

Авланакан ачан ашшӗ илме куҫласа хунӑ хӗр кӳршинче пӗр-пӗр ҫывӑх тӑванне е пӗлӗшне евчӗ хума куҫласа хурать. Вара пӗр-пӗр кун, кучченеҫсем илсе, ҫав пӗлӗшӗ патне калаҫма каять. Пӗлӗшӗ евчӗ пулма килӗшсен ӑна хӗр ашшӗсем патне хӗр калаҫма ярать. Евчӗ каякансем хӑраххӑн та, арлӑ-арӑмлӑ та кайма пултараҫҫӗ.
Авланакан ачан ашшӗ илме куҫласа хунӑ хӗр кӳршинче пӗр-пӗр ҫывӑх тӑванне е пӗлӗшне евчӗ хума куҫласа хурать. Вара пӗр-пӗр кун, кучченеҫсем илсе, ҫав пӗлӗшӗ патне калаҫма каять. Пӗлӗшӗ евчӗ пулма килӗшсен ӑна хӗр ашшӗсем патне хӗр калаҫма ярать. Евчӗ каякансем хӑраххӑн та, арлӑ-арӑмлӑ та кайма пултараҫҫӗ.
Тӑванланас килсен хӗр парса илесси, е ывӑл авлантарса хӑталлӑ-тӑхлачлӑ пуласси пиркп пӗр-пӗрне систерсе хунӑ-ха. Анчах, авалтан килекен йӑла тӑрӑх, икӗ хӑта хушшинче евчӗ ҫӳретмеллех пулнӑ. Чӑваш нисепӗпе килӗшӳллӗн, хӗр ашшӗ-амӑшӗ хӗрне тӳрех паман. Евчӗ сахалтан та виҫӗ хутчен хӗр калаҫма кайса килнӗ. Пирвайхи хут кайсан хӗр калаҫнӑ, хӗрне пама кӑмӑлӗсем пурри-ҫуккине ыйтса тӗпченӗ. Иккӗмӗш хутӗнче хулӑм калаҫнӑ, каччӑ енчен мӗн чухлӗ хулӑм пулмаллине, хӗр енчен мӗн чухлӗ парне пулмаллине сӳтсе явнӑ. Ӑна туй тӑкакӗсем икӗ енне те пӗр тикӗс тивччӗр тесе ҫапла тунӑ. Икӗ хӑта куҫа-куҫӑн калаҫса хаклашса ларни илемлӗ япала мар. Ҫавӑнпа вӗсем укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсене евчӗ урлӑ калаҫса килӗшнӗ. Тав тухас-тӑвас пулсан та икӗ хӑта пӗр-пӗрне кӗретӗн кӳрентермен, евчӗне кӳренме сӑлтавӗ пулман. Тав сӑмахӗ тухас пулсан та вӑл япала ӗмӗр тӑршшӗне кайман. Кулӑм калаҫнӑ чухне евчӗ икӗ хӑта хушшине темиҫе те хутланӑ, анчах туй хутлӑхӗнче кашни ӗҫе мӑшӑрсӑр туса пынӑ. Юлашки хут кайсан евчӗ сӑмах пӗтерсе таврӑннӑ.
Евчӗне ӑна сӑмах-юмаха ӑста ҫынна тунӑ. Вӑл сӑмаха тӳрремӗн пуҫламан, ялан юптарса та шӑхвӑртса, майӑн шӑлтарса калаҫнӑ. Чӑваш туйӗнче евчӗн ҫирӗп йӑли-йӗрки тата ҫирӗплетнӗ сӑмахӗсем пулнӑ.

Хӗр килӗшни

Евчӗ сӑмах пӗтерсе килнӗ хыҫҫӑн каччӑн ашшӗ-амӑшӗсем кучченеҫсем илсе хӗр килӗшме каяҫҫӗ. Вӗсем пӗр пуҫламӑш ҫӑкӑр, пӗр ҫавра чӑкӑт, пӗчӗк пичӗке сӑра илсе пыраҫҫӗ. Хӗр килӗшме каякансем малтан евчӗ патне кӗреҫҫӗ, унтан вара хӗр килне каяҫҫӗ. Ку вӑхӑта хӗр ашшӗсем ҫывӑх тӑванӗсене пухса кӗтсе лараҫҫӗ.
Хӗр килӗшнӗ чухне икӗ енчи хӑтасем ҫураҫмине хӑҫан тӑвасси пирки сӑмах татаҫҫӗ. Ваттисем калаҫса ларнӑ ҫӗре инкӗшӗ юри кӳрше каҫса ларнӑ хӗре илсе килет. Евчӗ ӑна виҫӗ хутчен пушӑпа ҫапать те пушшине хӗр нилне йӑрхаха ҫакса хӑварать. Ҫак йӑлана «пушӑ пӑрахни» теҫҫӗ. Вӑл хӗре ҫураҫса хунине пӗлтерет. Килӗшме килнӗ ҫынсене хӗр парне ҫакать, «кӗрӳ тутри» парса ярать.
Хӗр калаҫса тухсан каччӑ енчисем евчӗ патне таврӑнаҫҫӗ те унтан килӗсене каяҫҫӗ.

Ҫураҫма

Хӗр калаҫса килнӗ хыҫҫӑн пӗр эрнерен ҫураҫмине тӑваҫҫӗ. Каччӑ килӗнче те, хӗр килӗнче те ҫывӑх тӑванӗсене хӑнана йыхӑрса илеҫҫӗ. Ача килӗнче хулӑм укҫи, хулӑм шучӗпе калаҫнӑ япаласем хатӗрлесе тӑраҫҫӗ.
Чӗннӗ хӑнисем пуҫтарӑнса ҫитсен, каччӑ килӗнче пичӗке пуҫласа сӑра чӳклеҫҫӗ. Унтан кӑштах хӑна пулса лараҫҫӗ те каҫ еннелле хӗр ҫураҫма тухса каяҫҫӗ. Хапхаран тухнӑ чухне киле юлакансем ҫураҫма каякансем ҫине хӑмла вӗҫтереҫҫӗ: «Пикеннӗ ӗҫӗр хӑмла пек ҫӑмӑл пултӑр, кӑҫал хӗрсем хӑмла вӗҫнӗ пек качча кайччӑр», — теҫҫӗ.
Хӗр ҫураҫма каякансем малтан евчӗ патне кӗреҫҫӗ, унтан тин хӑти килне каяҫҫӗ. Хӗр енчисем вӗсене пусма вӗҫне тухса кӗтсе илеҫҫӗ, пӗрер курка сӑра сӗнеҫҫӗ. Унтан пӳрте ҫавӑтса кӗрсе сӗтел хушшине лартаҫҫӗ.
Апат ҫиме пуҫличчен хӗр ашшӗпе амӑшне сӗтел пуҫне лартса пуҫ ҫапаҫҫӗ, хӗр инкӗшӗ ҫураҫма килнисене парне салатать, парне илекенсем укҫа параҫҫӗ.
Ҫураҫнӑ хӗрӗ ку хушӑра хӗр ҫумӗсемпе пӗрле кӳршӗре ларать. Авланакан каччӑ хӑйӗн юлташӗсемпе унта пырать. Пуҫ ҫапса пӗтернӗ ҫӗре евчӗпе арӑмӗ ҫамрӑксене кайса илсе килеҫҫӗ. Вӗсем купӑс каласа, юрласа пырса кӗреҫҫӗ. Кусем килсен хӗр ашшӗ-амӑшӗ ҫумне каччӑ амӑшӗсене те пырса лартаҫҫӗ. Вара, ҫамрӑксем пурте ваттисене ӳксе пуҫ ҫапаҫҫӗ. Ваттисем ҫамрӑксене пехил параҫҫӗ.
Унтан пӗр хушӑ ӗҫсе ҫиеҫҫӗ те хӗрсен тӑванӗсем ҫураҫмана килнӗ ҫынсене хӑйсем патне килӗрен илсе ҫӳреҫҫӗ. Ҫӳресе таврӑнсан хулӑм укҫи хураҫҫӗ, каччӑ ашшӗ илсе килнӗ сӑра пичӗкине пуҫлаҫҫӗ, тав туса ӗҫеҫҫӗ. Ҫураҫмара ҫӗр каҫипех хӑна пулса лараҫҫӗ. Ир кӳлӗм ҫураҫнӑ хӗр «хӗр шӳрпи» пӗҫерет. Ӑна малтан хӗр ҫумӗсене ҫитерет.
Тул ҫутӑлса ҫитсен «тӗртнӗҫ пӑтти» антараҫҫӗ. Ӑна ҫисе тухсан хӑнасем килӗсене саланма пуҫлаҫҫӗ. Вӗсене ҫураҫнӑ хӗр тухса хапха уҫса кӑларса ярать. Лешсем ӑна уншӑн укҫа парса хӑвараҫҫӗ.
Хӗр ҫураҫса таврӑнакансене каччӑ килӗнче тӑванӗсем кӗтсе лараҫҫӗ. Вӗсем хӗр панӑ парнесене тыта-тыта пӑхаҫҫӗ, вӗсене чуп туса чыс тӑваҫҫӗ. Унтан ҫураҫмине чипер ирттерсе килнӗ ятпа ваттисене асӑнса сӑра ӗҫеҫҫӗ те килӗсене саланаҫҫӗ.

Пӑлчав

Хӗр ҫураҫнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ хӑтасем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнаҫҫӗ, аслӑ уявсенче-ҫӑварнире, мӑнкунра-мӗнре — пӗр-пӗрин патне хӑтана ҫӳреҫҫӗ, пасарсене пӗрле тухаҫҫӗ, Xӗр япалисем, парнесем туянаҫҫӗ. Хӗрӗпе каччи те пасар таврашӗнче пӗр-пӗрне курса калаҫаҫҫӗ. Мӑнкунсем иртсен вара хӑтасем туй енне шухӑшлама пуҫлаҫҫӗ. Унччен хулӑм парса пӗтерейменнисем вӑй ҫитерсе хулӑмне татма тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫимӗк ҫывхара пуҫласан каччӑ ашшӗсем хӗр килне пӑлчав илме каяҫҫӗ. Пӑлчава кайнӑ чухне те кучченеҫсемпе каяҫҫӗ, кучченеҫӗсене татах хӑрах илеҫҫӗ, пӑлчава каякансене те хӑрах пуҫтараҫҫӗ. Пӑлчава авланакан каччӑ, ашшӗ-амӑшӗ тата пӗр-икӗ мӑшӑр ҫывӑх тӑванӗсем каяҫҫӗ.
Пӑлчава кайсан туйне хӑҫан лартасси пирки, хӑш енчен туя миҫе мӑшӑр та миҫе хӑрах чӗнесси пирки калаҫса татӑлаҫҫӗ, хулӑм тӑррине парса татаҫҫӗ.
Каччӑ енчен илсе килнӗ кучченеҫсене хӗр енчисем хӑйсене илсе юлаҫҫӗ, вӗсен вырӑнне хӑйсен енчен ӳстерсе парса яраҫҫӗ. Ӑна ҫамрӑк мӑшӑрсен пурнӑҫӗ ӳсӗнсе пытӑр тесе ҫапла хушса параҫҫӗ. Пӑлчава илсе пынӑ кучченеҫсене хӗр енчисем хӑйсем туя чӗнес тенӗ тӑванӗсене салатса ҫӳреҫҫӗ. Каччӑ енчисем те хӑтӑшӗсем панӑ кучченеҫсене тӑванӗсене туя йыхӑрса салатса ҫитереҫҫӗ. Кучченеҫ ҫинисем вара туя кайма хатӗрленсе тӑраҫҫӗ.

Каччӑ туйӗпе хӗр туйӗ

Пӑлчав туса туйне хӑҫан пуҫласси пирки калаҫса татӑлсан икӗ енӗ те пикенсех туя хатӗрленме тытӑнаҫҫӗ. Чӑвашсен каччӑ туйӗпе хӗр туйӗ пӗр вӑхӑтрах тапранать. Анчах каччӑ туйӗ пӗр хушӑ хӑй тӗллӗн, хӗр туйӗ хӑй тӗллӗн ҫӳрет. Кайран кӑна ҫав икӗ туй пӗрлешсе каять. Каччӑ туйӗн хӑйӗн мешехисем пур, хӗр туйӗн те ҫавнашкалах хӑйӗн йӑли-йӗркисем пур. Вӗсене ҫавӑнпа та уйрӑмшар ҫырса кӑтартсан ӑванрах пулать.

Каччӑ туйӗ

Туй пуҫлас кун каччӑ килӗнче илӗм-тилӗмпех мунча хутса пултараҫҫӗ. Ку мунчана авланакан ача кӗрӳ нӗкӗрӗсем пулма суйланӑ каччӑсемпе пӗрле кӑна кӗрет. Арлӑ-арӑмлӑ ҫынсем вӑл кун мунчана каймаҫҫӗ.
«Мунча кӗрсе тухнӑ ҫӗре каччӑ ашшӗ ҫывӑх тӑванӗсене чӗнсе килет те вӗсем хӑйсен хушшинче туй пуҫӗ, мӑн кӗрӳпе кӗҫӗн кӗрӳ, уртмахҫӑ, вӑйӑҫӑ тата ытти «туй илемӗсем» суйласа хураҫҫӗ. Хӑнасем ҫапла канашласа ларнӑ ҫӗре авланакан ачапа кӗрӳ нӗкӗрӗсем мунча кӗрсе тухаҫҫӗ. Хӑй ачи нӳхрепрен пӗр чӗрес сӑра ӑсса кӗрет. Ашшӗпе амӑшӗ сӗтел ҫине пуҫламан ҫӑкӑрпа чӑкӑт кӑларса хураҫҫӗ, кашнинех «алӑ валли» салатса тухаҫҫӗ те кӗл тума тытӑнаҫҫӗ. Кӗл туса пӗтерсен авланакан ача ашшӗпе амӑшне сӗтел пуҫне лартса пуҫ ҫапать.
Унтан авланакан ачан ашшӗ «туй илемӗсене» лартма шутланӑ ҫынсене пӗрер курка парса вырӑна лартса тухать. Пирвайхи куркана туй пуҫӗ тума палӑртнӑ ҫынна параҫҫӗ, унтан мӑн кӗрӳ пулмаллине, вара кӗҫӗн кӗрӳ пулассине ӗҫтереҫҫӗ. Ҫапла «туй илемӗсене» вырӑна хурса тухсан туй пуҫӗпе авланакан каччӑ кашнинех пӗрер курка сӑра ӗҫтерсе ҫаврӑнаҫҫӗ. Ӗҫекенӗ пӗри курки тӗпне: «хулӑм хутне кӗмелӗх», — тесе, укҫа ярса парать. Пурне те ӗҫтерсе тухсан апат лартса ҫитереҫҫӗ те, вара ӑратнисем килӗсене таврӑнаҫҫӗ. «Туй илемӗсем» туя кайма хатӗрленсе тӑраҫҫӗ.

Йыхрав

Ыран туй тапранас кун кӑнтӑрла иртсен авланакан ачан ашшӗ кӗҫӗн ывӑлне туй-ишлӗке хӑна-вӗрле йыхӑрма кӑларса ярать. Туй йыхравҫине кӗрӳ нӗкерӗ пек тумлантараҫҫӗ те юланут ҫине лартса яраҫҫӗ. Утне те пит капӑр тумлантараҫҫӗ. Вӑл ача урам тӑрӑх йыхрав такмакӗ каласа ҫӳрет, кам тӗл пулакана туя пыма чӗнет. Тӑванӗсен хапхи умне пырса тӑрать те йыхрав ачи, кил хуҫисене хапхана пушшипе шаккаса чӗнсе кӑларать, такмакла-такмакла туя йыхӑрса хӑварать. Вӑл ҫапла пӗтӗм яла хӗвеле май чӗнсе ҫаврӑнать.
Туй ларас кун каҫалапа ҫывӑх тӑванӗсӗне виҫҫӗн пулса тепӗр хут туя йыхӑрса тухаҫҫӗ. Пӗри тӗрӗллӗ сӗлкӗ ҫинче тирӗкпе пӗр хӑпарту, пӗр ҫавра чӑкӑт йӑтса пырать, тепри чӗреспе сӑра ҫӗклесе пырать, тӗл пулакан ҫынсене, тӑванӗсене cӑpа ӗҫтерсе туя чӗнсе ҫӳрет. Вӗсем малтан ҫапла вӑйӑҫа кайса илсе килеҫҫӗ. Вӑйӑҫӑ патӗнчен туй юррисем юрласа тухаҫҫӗ. Ҫапла купӑс калакана, шӑпӑрҫӑна, параппан ҫапакана пуҫтарса килеҫҫӗ. Унтан татах вӑйӑҫипе параппан калакана илеҫҫӗ те, пиллӗкӗн пулса, «туй илемӗсене» пуҫтарса килеҫҫӗ. Юлашкинчен ытти пур тӑванӗ-пӗтешӗсене, кӳрши-аршисене кая-кая илсе килеҫҫӗ.

Туй илемӗсем

Арҫын туйӗн кӗрнекне туй илемӗсем кӳрсе тӑраҫҫӗ. Вӑйлӑ туйсенче туй илемӗсем ытларах, вӑйсӑртарах туйсенче сахалтарах пулаҫҫӗ. Туй кӗрнекне кӳрсе тӑма туй пуҫӗ, мӑн кӗрӳ, кӗҫӗн кӗрӳ, уртмахҫӑ, минтерҫӗ, кӗрӳ нӗкерӗсем, вӑйӑҫсем суйласа хураҫҫӗ.
Туй пуҫӗ каччӑн пӗр-пӗр ватӑрах ҫывӑх тӑванӗ пулать. Вӑл кирек ӑҫта та туй пыриччен маларах ҫитсе туй кӗрес ҫурта хыпар леҫсе ҫӳрет, мӗнпур туй халӑхне астуса пӑхса тӑрать. Туй пуҫӗ арлӑ-арӑмлӑ пулать, арӑмӗ тепӗр чухне минтер йӑтса ҫӳрет.
Мӑн кӗрӳ пулма туй тамаши-мешехисене лайӑх пӗлекен ватӑрах ҫынна суйласа лартаҫҫӗ, вӑл пӗтӗм туй йӑли-йӗркине майлаштарса пырать, кашни киле кӗмессерен «саламалик» калать.
Кӗҫӗн кӗрӳ туйра авланакан каччӑ ҫумӗнче ҫӳрекӗн ҫын пулать, вӑл мӑн кӗрӗве пулӑшса тӑрать, мӑн кӗрӳ такмак каланӑ хушӑра ташӑ пуҫласа парать, туй халӑхне тӑшлаттарса-юрлаттарса ҫӳрет.
Уртмахҫӑ тесе туйра сӑран такмак е уртмах ҫакса ҫӳрекенсене калаҫҫӗ. Вӑл такмакне кучченеҫсем пуҫтарса ҫӳрет, кирлӗ ҫӗрте кучченеҫӗсене улӑштара-улӑштара тухать.
Минтерҫӗ кӗрӳ ларакан минтере йӑтса, кӗрӳ лашине ҫавӑтса ҫӳрет.
Кӗрӳ нӗкӗрӗсем авланакан каччӑн юлташӗсем пулаҫҫӗ, вӗсем ялан кӗрӳ ҫумӗнче ӑна сыхласа ҫӳреҫҫӗ.
Вӑйӑҫӑ чаплӑ туйра темиҫе те пулма пултарать: хӑшӗ хӑма купӑс, хӑшӗ шӑпӑр калать, хӑшӗ параппан ҫапать, чӑнкӑрти шаккать, вӗсем те юланутпа ҫӳреҫҫӗ.
Туй илемӗсен хӑйсене ятуллӑ тум пулать. Пурте вӗсем хӑмач тытса, тӗрелсе пӗтернӗ шупӑр тӑхӑнаҫҫӗ, пилӗкӗсене улаласа тӗртнӗ шараҫ пиҫиххисем ҫыхаҫҫӗ, пуҫӗсене крымски калпаксем, тилӗ ҫӗлӗкӗсем тӑхӑнаҫҫӗ, мӑйӗсене пысӑк тенкӗллӗ ҫуха ҫакаҫҫӗ. Унтан тата ҫурӑм хыҫне ҫулӑк, пиҫиххи хушшине сӗлкӗ ҫакса яраҫҫӗ, аллисене пӳрнеллӗ алса, тӑпӑртатса ташлама урисене атӑ тӑхӑнаҫҫӗ. Вӑйӑҫӑсемсӗр пуҫне кӗрӳ нӗкерӗсемпе туй илемӗсен пурин те аллинче саламат пулать. Ҫураҫма кайсан парне илнисем парнисене хулпуҫҫи урлӑ ҫака-ҫака яраҫҫӗ. Вӗсем вара мӗн туй вӗҫленичченех ҫапла ҫӳреҫҫӗ.

Кӗрӗве тумлантарни

Туй тапранас умӗн кӗрӗве шурӑ кӗлете илсе кайса тумлантараҫҫӗ. Кӗлете сӗтел лартаҫҫӗ, ҫӑкӑр-тӑвар, ӗҫме-ҫиме хатӗрлеҫҫӗ. Туй илемӗсем пурте кӗрӗве тумлантарнӑ ҫӗре тухаҫҫӗ. Кӗлетре вӗсене авланакан ачан инкӗшӗ сӑрапа кӗтсе тӑрать.
Пирвай инкӗшӗ каччӑна сӑра тултарса парать, унтан ыттисене ӗҫтерсе ҫаврӑнать, вара авланакан ачана тенкел ҫине лартса ҫӳҫне касса тикӗслет те тумлантарма тытӑнать. Каччӑна та туй илемӗсем пекех тумлантараҫҫӗ, анчах юсавӗсем пурте ҫӗнӗ пулаҫҫӗ. Тумлантарса пӗтерсен ҫӗлӗкӗ ҫине ҫамка тӗлне пӗр кӗмӗл ҫӗлесе ярать, ҫурӑмӗ хыҫне виҫкӗлчеллӗ туса кӗрӳ тутри ҫӗлесе хурать, тата тепӗр икӗ тутӑрне пиҫиххи хушшине икӗ енне хӗстерсе ярать. Унтан тата пӗр пӗчӗкҫӗ, тӑваткал тутӑра кӗрӗвӗн кача пӳрнинчи ҫӗрри ҫумне ҫӗлесе хурать. Тумлантарса пӗтерсен ачи инкӗшне чуптуса илет.
Кӗрӗве тумлантарнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗпе хурӑнташӗсем пӳртре лараҫҫӗ, тумлантарса пӗтерсен хирӗҫ тухса илеҫҫӗ. Пӳрте кӗрсен авланакан ачана алӑк патӗнчи сӗтел хушшине лартаҫҫӗ, вӑл минтерҫӗ хурса панӑ минтерне саламатпа виҫӗ хутчен ҫапса ларать.
Каччӑна кӗртсе лартсан «алӑ валли» салатса чӳклеҫҫӗ, ачана ашшӗпе амӑшӗ умне тӑратса пуҫ ҫаптараҫҫӗ, пехил илтереҫҫӗ. Вара туй пуҫӗ мӑн кӗрӗве сӑра ӑсса парать те лешӗ такмак каласа туй пуҫласа ярать.

Ӗрет ҫӳрени

Ашшӗ килӗнче пӗр хушӑ ӗҫсе-ҫисе юрласа-ташласа савӑннӑ хыҫҫӑн туй халӑхӗсем ачана ӗрет ҫӳреме илсе каяҫҫӗ. Туй илемӗсем юланутпа ҫӳреҫҫӗ, ытти халӑх тарантассемпе, кӳмеллӗ урапасемпе ҫӳрет. Малта, туй пуҫӗпе мӑн кӗрӳ хушшинче, авланакан ача пырать. Вӗсем хыҫӗнчен уртмахҫӑпа минтерҫӗ, тата каярах — тӑватӑ кӗрӳ нӗкерӗ пыраҫҫӗ. Кусен хыҫӗнче вӑйӑҫӑсем «ҫул кӗвви» каласа пыраҫҫӗ, хыҫра туй халӑхӗ юрласа ҫӳрет.
Каччӑ килӗнчен тухсан туй урам тавралла виҫҫӗ ҫаврӑнать те пурте уя тухса хаяр пӑрахаҫҫӗ. Унтан туй пуҫӗ халӑха хӑй килне йыхӑрса каять. Хапха умне ҫитсен мӑн кӗрӳ такмак каласа ял халӑхне туя йыхӑрать, туй тамашисене тапратса ярать. Хапхаран кӗнӗ чухне авланакан ачапа кӗрӳ ҫуммӗн ҫӳрекен туй илемӗсем хапха тӑррисене, хапха юписене саламачӗсемпе виҫшер ҫапса кӗреҫҫӗ.
Туй йӑли-йӗркипе туй пуҫӗ килне кӗрсе туй илемӗсене килтерсе, ӗҫсе-ҫисе, юрласа-ташласа тухаҫҫӗ. Каяс умӗн кил хуҫисене кӗреке пуҫне лартса пуҫ ҫапса, пехил илсе тухаҫҫӗ. Каччӑ туйӗ пӗр киле кӗрсе тухсан ӑна тӳрех тепӗр киле илсе каяҫҫӗ. Ялсенчи пур тивӗҫлӗ хурӑнташӗсем патне кӗрсе ҫаврӑнса тухсан туй тата ют ялти хурӑнташӗсем патне ҫӳреме каять. Уртмахҫӑ кашни килтех пӳлемӗк чӳклемешкӗн ҫимӗҫ пухать. Тухса кайнӑ чухне мӑн кӗрӳ пурин патӗнче те такмак каласа туя йыхӑрса хӑварать.
Пур хурӑнташӗсене те ҫӳресе ҫаврӑнсан туй ачан ашшӗ килне таврӑнать те унтан пуҫтарӑнса хӗр илме тухса каять. Хурӑнташ-вӗрле хулӑм пулсан туй икӗ талӑк ӗрет ҫаврӑнать, ахаль чухне пӗр каҫрах ҫаврӑнса тухать те хӗр патне тухса каять.

Хӗр туйӗ

Ҫураҫма иртсенех ҫураҫнӑ хӗр хӑйӗн тантӑшӗсене пухса «хӗр шӳрпи» ҫитерет, хӗр нимине йыхӑрать. Хӗр тантӑшӗсем вара хӗл хута качча каяс хӗр патне пухӑнса япала пӗтереҫҫӗ: парнелӗх кӗпе-йӗм ҫӗлеҫҫӗ, сурпансем, ҫӗлӗксем тӗрлеҫҫӗ.
Ыран туй пуҫлас кун хӗр килӗнче ирпе ирех хӗр мунчи хутса пултараҫҫӗ. Унта вара качча каяс хӗрпе хӗр ҫуммисем хӑйсем кӑна кӗрсе тухаҫҫӗ. Мунча кӗрсе тухнӑ ҫӗре хӗр килӗнче хурӑнташӗ-тӑванӗсем пухӑнаҫҫӗ те хӗре пуҫ ҫаптарса пехиллеҫҫӗ. Унтан вара инкӗшӗ ӑна хӗр йӗртме кӗлете илсе каять.
Кӗлетре инкӗшӗ хӗре тумлантарать. Ҫине хӗр ҫынла кӗпе, пуҫне тухья, урине чакчур пушмак тӑхӑнтартать, чӗрҫитти ҫакать, сарӑ ҫыхать. Унтан вӑйӑҫӑ хӗр йӗрри ҫемми калама пуҫлать, инкӗшӗ хӗр ҫине пӗркенчӗк уртса ярать. Хӗрӗ ӑна виҫӗ хутчен сирсе пӑрахать. Юлашкинчен инкӗшӗ хӗре пӗркенчек айне лартать те кӗмӗл шӑнкӑрав ҫине эрех ярса парать, хӗре йӗме вӗрентет. Виҫӗ ҫавра инкӗшӗ юрласа панӑ хыҫҫӑн хӗр хӑй тӗллӗнех йӗме пикенет. Чи малтанах вӑл ялти чи хисеплӗ те сумлӑ ҫынна асӑнса йӗрет. Ҫапла хӗр туйне пуҫласа яраҫҫӗ.
Хӗр туйӗнче хӗр ҫуммисем пулаҫҫӗ, вӗсем пурте тухъясемпе, тенкӗллӗ мӑясемпе, теветсемпе пулаҫҫӗ. Туй арӑмӗсем хушпусем, тилӗ ҫӗлӗкӗсем тӑхӑнаҫҫӗ. Пурте хыҫсем, шупӑрсем, халатсем, йӗленсем тӑхӑнаҫҫӗ, пӗри те кӗпе вӗҫҫӗн кӑна пулмасть. Юрланӑ-ташланӑ чухне ташӑ тутрисем вӗҫтерсе тӑраҫҫӗ.
Хӗр туйӗнче «туй илемӗсем» каччӑ туйӗнчи пек нумай мар. Пӗр ватӑрах тӑванне туй пуҫӗ тӑваҫҫӗ, тата тепӗр ҫынна вӑйӑҫа лартаҫҫӗ. Вӑл купӑс каласа хӗр йӗртсе ҫӳрет. Хӗрпе пӗрле ун тетӗшӗ ҫӳрет. Вӑл хӗр ларакан минтере йӑтса тухать, хӗр тӑванӗсем патӗнче хӳхлесе ҫӳренӗ чухне вӑл хӗре кӳме ҫинчен пӳрте йӑтса кӗрет, пӳртрен кӳме ҫине йӑтса тухса лартать. Тата пуса каччисем пулаҫҫӗ, вӗсем хӗр йӗрсе ҫӳренӗ чухне лав тытса пыраҫҫӗ.
Хӗр йӗме пикенсен ӑна пӳртрен сӑрапа хирӗҫ тухса илеҫҫӗ. Хӗр пӗркенчӗк айӗнче сулӑна-сулӑна хӳхлет, хӗр ҫуммисем ӑна икӗ енчен ҫавӑтса пыраҫҫӗ. Пӳрте кӗрсен хӗр тӑванӗсене йӗркерен асӑна-асӑна йӗрет, сӗтел пуҫӗнче сӑра курки тытса ларакан ашшӗпе-амӑшне пуҫ ҫапать. Вара хӗре кӑмӑка умне чаршав хыҫне кӗртсе лартаҫҫӗ.
Хӗре илсе кӗрсен «алӑ валли» салатса чӳклесе ҫиеҫҫӗ те сӗтел хушшине апата лараҫҫӗ. Апат ҫисе тухсан хӗр тӑванӗсене асӑна-асӑна сӑра ӗҫтерсе ҫӳрет. Сӑра ӗҫекенсем ӑна пехиллеҫҫӗ, курки тӗпне укҫа ярса параҫҫӗ. Пурне те ӗҫтерсе тухсан туй пуҫӗ туй мешехине пуҫласа ярать. Ашшӗ килӗнче кӑштах ларсан хӗре тӑванӗсем ӗрет ҫаврӑнма йыхӑрса каяҫҫӗ.
Ял хушшинче хӗр кӳмеллӗ урапа ҫинче тӑрса хӳхлесе ҫӳрет, ун ҫумӗнче хӗр ҫумӗсем тӑраҫҫӗ. Вӗсем ялан аппӑшне ырласа, йыснӑшне хурласа юрласа пыраҫҫӗ. Хӗрӗ вӗсен хушшинче кӳме тӑррине сӗвенсе йӗрсе пырать вара.
Туй пуҫӗ хӗр кӗрес киле маларах ҫитсе ларать. Вӑл пӳрте такмак каласа пырса кӗрет. Хӗр туйӗ хапха умне ҫитсе тӑрсан кил хуҫисем хирӗҫ сӑрапа тухаҫҫӗ. Тетӗшӗ хӗре пӳрте йӑтса кӗрет те кӑмака умне пырса лартать. Хыҫҫӑн хӗр ҫумӗсем юрласа кӗреҫҫӗ. Туй халӑхне тӗпеле сӗтел хушшине лартса хӑналаҫҫӗ, хӗрӗпе ҫуммӑн ҫӳрекенсене кӑмака умне чаршав хыҫне уйрӑм сӗтел лартса параҫҫӗ.
Килтен тухса каяс умӗн хӗре кил xyҫисене йӗре-йӗре асӑнса пуҫ ҫапса хӑварать, лешсем, ӑна пехиллесе ӑсатса яраҫҫӗ. Пӳртрен хӗре татах тетешӗ йӑтса тухса, кӳме ҫине лартать.
Хӗр туйӗ малтан ҫапла ялти тӑванӗсене ҫӳресе таврӑнать, унтан ютри хурӑнташӗсем патне кайса ҫӳрет. Каччӑ туйӗ килес кун хӗр туйӗ татах ялти тӑванӗсем патӗнче ҫӳрет. Арҫын туйӗ хӗр илме килсе ҫитсен хӗр туйӗ «вӑй киллине» пырса кӗрет те вӑй килли урайӗнчен ҫавӑнтах ларать. Арҫын туйӗ килнӗ вӑхӑтра хӗр туйӗ ашшӗ килӗнче пулмасть.

Икӗ туй пӗрлешни

Ӑратни-хурӑнташӗсене ҫӳресе ҫаврӑнсан качча туйӗ хӗр илме тухса каять. Хӗр ялӗнче каччӑ туйӗ малтан евчӗ патӗнче чарӑнать. Евчӗ хӗр ашшӗсем патне кайса туй килнине пӗлтерет, кӗтсе хапӑл тунине ыйтса пӗлет. Евчи таврӑнсан хӗр ашшӗ килнӗ туй пуҫӗ, унтан авланакан ачан ашшӗпе амӑшӗ ҫураҫмара калаҫса тӑтӑлнӑ япаласене илсе каяҫҫӗ. Юлашкинчен мӑн кӗрӳ авланакан ачапа ытти туй халӑхне ертсе каять.
Урампа пынӑ чухне мӑн кӗрӳ такмакла-такмакла ял халӑхне туя йыхӑрса пырать. Хӑта хапхи умне ҫитсен вӑл саламамек калать, кӗҫӗн кӗрӳ туй халӑхне ташлаттарса-юрлаттарса тӑрать. Хӑтисем туй халӑхне хирӗҫ тухса илеҫҫӗ. Ҫапла ҫавра-ҫавра такмак каласа туй халӑхӗ ташласа-юрласа пӳрте кӗрет.
Пӳртре авланакан ачана кӗрӳ нӗкерӗсем валли ятарласа алӑк патне сӗтел лартнӑ. Мӑн кӗрӳ авланакан каччӑпа туй илемӗсене ҫав сӗтел тавра виҫҫӗ ҫаврӑнать те вара вӗсем сӗтел хушшине вырнаҫса лараҫҫӗ. Ытти туй халӑхне хӑти тӗпелти сӗтел хушшине лартать. Пурне те «алӑ валли» парса тухаҫҫӗ те ӑна асӑнса чӳклесе ҫиеҫҫӗ. Унтан ӗҫкӗ-ҫикӗ пуҫланать. Хӑта патӗнче йӗркине туса пӗтерсен каччӑ туйне хӗр хурӑнташӗсем хӑйсем патне чӗнсе илсе хӑна тӑваҫҫӗ. Чӗннӗ ҫӗре ҫӳресе таврӑнсан каччӑ туйӗ хӗр ашшӗ килне таврӑнать. Хӗр туйӗ ку вӑхӑтра «вӑй киллинче» ларать.
Каччӑ туйӗ хӑта килне таврӑнсан «вӑй киллинче» ларакан хӗр ҫуммисем виҫӗ тапхӑр каччӑ туйне виртлеме пырса каяҫҫӗ. Пӳрте кӗрсен хӗр ҫуммисем каччӑна тиркесе, хӗре мухтаса юрлаҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле хӗрӗн инкӗшӗ кӗрӳ кӗпи илсе килет. Ҫапла виҫӗ тапхӑр кӗрӗве пырса виртлесе кайнӑ хыҫҫӑн «вӑй киллинче» хӗре арӑмла тумлантараҫҫӗ, пуҫне сурпан сыраҫҫӗ, хушпу тӑхӑнтартаҫҫӗ.
Хӗре тӑхӑнтартнӑ хушӑра арҫын туйӗ виҫӗ тапхӑр вӑй килли уйӑрма каять. Виҫҫӗмӗш хутӗнче вара хӗре ашшӗ килне илсе килеҫҫӗ. Картишне кӗрсен ҫамрӑксене пӗркенчӗк айӗнче чуп тутараҫҫӗ, ҫӗрӗ улӑштарттараҫҫӗ, вара «ала тыттарса» пӳрте илсе кӗреҫҫӗ. Пӑлтӑрта каччӑпа хӗре пӗр-пӗрне ятран калаттарса, тав тутарттарса пӗрер курка сӑра ӗҫтереҫҫӗ.
Ҫамрӑксене «алӑ тыттарса» пурте илсе кӗнӗ хушӑра икӗ хӑта, икӗ тӑхлачӑ кӗреке пуҫӗнче лараҫҫӗ. Ҫамрӑксем урай варрине чӗркуҫленсе вӗсене пуҫ ҫапаҫҫӗ. Туй халӑхӗ те чӗркуҫленсе ларса «пуҫ ҫапан юрри» юрлать. Пуҫ ҫапнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗсем ҫамрӑксене пехил параҫҫӗ. Пуҫ ҫапса тӑрсан хӗр ҫуммисем хӗре кӑмака умне чаршав хыҫне илсе каяҫҫӗ, кӗрӳпе кӗрӳ нӗкерӗсем алӑк патӗнчи сӗтел хушшине кайса лараҫҫӗ. Ытти туй халӑхӗ тӗпелти сӗтел хушшине ларать. Хӑта пӗрер курка сӑра ӗҫтерсе ҫаврӑнать. Вара икӗ енчи вӑйӑҫсем ӑмӑртмалла шӑпӑр-купӑс калама тытӑнаҫҫӗ. Икӗ енчи хӑнисем те тавлашса ташлама-юрлама пуҫлаҫҫӗ.
Пӗр хушӑ ҫапла ташласа-юрласа савӑннӑ хыҫҫӑн авланакан ачана кӗрӳ кӗпи тӑхӑнтартма кӗлете илсе тухаҫҫӗ. Кӗпине хӗрӗн инкӗшӗ тӑхӑнтартать, пиҫиххине туртса ҫыхса ярать. Кӗрӗвӗ ӑна чул туса илет те укҫа парать. Кӗрӗве тумлантарса кӗртсен, вӑл тӗпеле, хӗр ларакан ҫӗре пырать те арӑмне виҫӗ хут чуп тӑвать. Кайран каллех хӑй вырӑнне алӑк патне кайса ларать. Ытти туй халӑхӗсем ку хушӑра ташласа-юрласа тӑраҫҫӗ. Унтан вара хӗре ӑсатма хатӗрленеҫҫӗ, хӗр япали тиеме пуҫлаҫҫӗ.
Хӗр япали тиесе кӗрсен пӳртре хӗр йӗме тытӑнать. Пӗр кана тӗпелте йӗрсе ларнӑ хыҫҫӑн хӗр пӳрт варрине тухать те йӗре-йӗре ашшӗпе амӑшне, мӗнпур тӑванӗ-хурӑнташӗсене пӗрер курка сӑра ӗҫтерсе ҫаврӑнать. Сӑра ӗҫекенсем курка тӗпне укҫа ярса параҫҫӗ. Сӑра ӗҫтерсе тухсан, хӗр ашшӗпе амӑшне сӗтел пуҫне лартса пуҫ ҫапаҫҫӗ. Вара ашшӗпе амӑшӗ хӗрӗпе кӗрӗвне пехиллесе яраҫҫӗ.

Хӗр кӑларса кайни

Ҫамрӑксене пехиллесе пӗтерсен тетӗшӗ хӗре пӳртрен хулпуҫҫи ҫине хурса йӑтса тухать. Хӗрӗ алӑкран тухнӑ чухне аллипе алӑк пӑрӑсне, ярса тытать, вара ӑна упӑшки вӗҫертсе ярать. Хӗрне илсе тухнӑ ҫӗре картишӗнче лавсене кӳлсе тӑратаҫҫӗ. Йӑтса тухсан хӗре кӳме ҫине лартаҫҫӗ, вӑл вара ӑсатма тухнӑ тӑванӗсене, ял-йышӗсене ятран асӑна-асӑна йӗрет. Кӗрӳпе унӑн нӗкерӗсем хӑйсен лашисем ҫине лараҫҫӗ.
Хӗре ӑсатма пиччӗшӗпе инкӗшӗ, ҫывӑх тӑванӗсем каяҫҫӗ. Хӗр япалине тиенӗ лава хӗрӗн шӑллӗ тытса пырать. Пурте вырнаҫса ларсан хӗр илсе каякансене хапха уҫса ӑсатса кӑларса яраҫҫӗ.
Хӗр кӳми малта пырать. Хӗрӗ кӳме ҫинче тӑррӑн тӑрса сулӑна-сулӑна хӳхлесе пырать, хирӗҫ пулакансене асӑна-асӑна йӗрет. Хӗр ҫуммисем те туй юррисем юрласа пыраҫҫӗ. Хӗр кӳми ҫумӗнче юланутлӑ кӗрӳ туйӗ пырать, вӗсем хыҫҫӑн хӗр япали тиенӗ лав, унтан вара туй халӑхӗ ларнӑ кӳмеллӗ урапасем пыраҫҫӗ.
Хӗр ҫуммисем укӑлча хапхи патне ҫитиччен кӑна пыраҫҫӗ. Уй хапхинче туй чарӑнса тӑрать, ял-йыша, пӑхса тӑракансеие ырӑпа асӑнать. Уй хапхинчен хӗре юланут ҫине лартса илсе каяҫҫӗ. Хӗр лашин чӗлпӗрӗ вырӑнне сурпан ҫыхаҫҫӗ. Ӑна вара упӑшки тытса пырать. Хӗр илсе каякан туй кашни ҫул тӑваткалӗнче тата ял ҫӗрӗн чиккинче чарӑна-чарӑна тӑрать. Хӗр яла-йыша, ҫӗре-шыва асӑнса йӗрет, туй халӑхӗ ырӑсене асӑнса чӳклет, сӑра-эрех тӑкать, юрласа-ташласа хӑварать.

Хӗр илсе килни

Туй кӗрӳ ялӗн ҫӗр чиккинчен каҫсан татах чарӑнса тӑрать те ырӑсене асӑнса кучченеҫ хывать, хаяр укҫи ҫавӑрса пӑрахать. Хӗрне ялтанах илнӗ пулсан, хаяр укҫи пӑрахма юри хире тухаҫҫӗ. Ял хапхи патне ҫитсен татах яла-йыша пӑхса тӑракан ырӑсене асӑнса кучченеҫ чӳклеҫҫӗ, хапха юпи тӑррине укҫа хурса хӑвараҫҫӗ. Уй хапхинчен кӗнӗ чухне пӑшал переҫҫӗ, вара тин хапхана уҫса яраҫҫӗ, туя хирӗҫ ҫӑнӑх, хӑмла вӗҫтереҫҫӗ. Ачи ашшӗ килне ҫитсен те хапхаран кӗнӗ чухне татах ҫапла айланаҫҫӗ.
Хапхаран кӗрсен ҫамрӑксене юланутсем ҫинчен кӗҫҫе ҫине антараҫҫӗ. Упӑшкин йӑмӑкӗ инкӗшӗ патне пырать те унӑн урине виҫӗ хут ҫӳлелле ҫӗклет. Ҫакна «йӑрана тӑпӑлтарни» теҫҫӗ. Авал юланутпа илсе хилнӗ хӗр уринчен йӑрана (ӗсенкӗне) вӑйпа хывса илнӗ, хӗрӗ анасшӑн мар пек пулса, йӑрана ҫине хытӑ пусса тӑнӑ. Хӗр уринчен йӑранана вӑйпа туртса кӑларнӑ. Хӗре ут ҫинчен тетӗшӗ йӑтса антарать.
Кӗҫҫе ҫине тӑрсан ҫамрӑксем хирӗҫ тухca илекенсене виҫӗ хугчен иккӗшӗ харӑс ӳксе пуҫ ҫапаҫҫӗ. Унтан авланакан ачан ашшӗ картаран пӗр кӗсре ҫавӑтса тухать те чӗлпӗрне туй пуҫне тыттарать. Туй пуҫӗ чӗлпӗре халат аркипе тытать те кӗсрене «ҫамрӑксем умне илсе пырать. Лешсем вара чӗлпӗре каллех халат аркипе илеҫҫӗ те виҫӗ хутчен пӗрне пӗри алӑран алла тыттараҫҫӗ. Ҫакна «таянчӑк тыттарни» теҫҫӗ.
Таянчӑк тыттарсан ҫамрӑксем картиш тавралла хӗвеле май виҫӗ хутчен ҫаврӑнаҫҫӗ те пусма вӗҫне пырса тӑраҫҫӗ. Вӗсен хыҫӗнчен ытти туй халӑхӗ те ҫапла виҫҫӗ ҫаврӑнса пусма вӗҫне пырса тӑрать. Вара кашнине пӗрер курка cӑpа ӗҫтереҫҫӗ те туй халӑхне пӳрте илсе кӗреҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫыннине татах тетӗшӗ хулпуҫҫи ҫине хурса йӑтса кӗрет.
Туй хӑлӑхӗ пӳрте кӗрсен ҫамрӑк мӑшӑр урай варрине тӑрать те ашшӗ-амӑшне ӳксе пуҫ ҫапать. Вӑл вӑхӑтра туй халӑхӗ, «пуҫҫапан юрри» юрлать. Вара авланакан ачан ашшӗпе амӑшӗ ывӑлӗпе кинне пехил параҫҫӗ. Пехиллесе пӗтерсен туй халӑхне сӗтел хушшине лартаҫҫӗ. Апат ҫисе тухсан пурте ташласа-юрлама тытӑнаҫҫӗ.

Хӗве хупни

Каччӑ килӗнче туй халӑхӗ юрласа-ташласа савӑннӑ хушӑра хӗр инкӗшӗпе тӗпелте, чаршав хыҫӗнче ларать, авланакан ача кӗрӳ нӗкерӗсемпе пӗрле алӑк патӗнче сӗтел хушшинче ларать. Туй халӑхӗ пӗр кана юрласа-ташласа туй кӗрнекне кӳнӗ хыҫҫӑн каччӑпа хӗре япала пушатма илсе тухаҫҫӗ. Япала пушатса кӗнӗ хыҫҫӑн туй халӑхӗ тата темӗнччен юрла-юрла, ташла-ташла савӑнать. Ҫурҫӗр ҫитеспе кӑна кашни сӗтел ҫине уйрӑм тирӗкпе пӑтӑ пырса лартаҫҫӗ: хӗрне хӑй йӗрсе ларнӑ ҫӗре, каччӑна алӑк патӗнчи сӗтел ҫине, ытти хӑнисене тӗпелти сӗтел ҫине антарса параҫҫӗ. Пӑтӑ ҫисе тухсан мӑн кӗрӳ каччипе хӗрне хӗве хупма хатӗрлет.
Япала пушатнӑ шурӑ кӗлете пӗр витре сӑра, пуҫламан ҫӑкӑр, пӗр ҫавра чӑкӑт илсе тухаҫҫӗ, хӗрӗпе каччине те кӗлете илсе каяҫҫӗ. Туй халӑхӗ картишӗнче шав хастарланса юрласа тӑрать.
Кӗлетре мӑн кӗрӳ ҫамрӑксене пӗрер курка сӑра ӗҫтерет, ҫӑкӑр ҫине пылпа ҫу сӗрсе парать. Вара ҫамрӑксене иккӗн выртса виҫҫӗн тӑма пиллесе хӑварать. Хӗрӗпе каччине кӗлете хупса хӑвараҫҫӗ те туй халӑхӗсем пӗр хушӑ картишӗнче юрласа тӑраҫҫӗ. Унтан пӳрте кӗрсе кӑштах лараҫҫӗ те саланаҫҫӗ, ютран килнисем унтах ҫывӑрма юлаҫҫӗ.
Кӗлетре хӗр упӑшкине хывӑнтарать. Упӑшки ӑна атӑ кунчи ӑшне укҫа ярса парать. Хывӑнсан вӗсем виҫе хутчен ҫӗррисене улӑштарса тӑхӑнаҫҫӗ.

Салам панӑ кун

Тепӗр кунне хӗве хупнисене ҫӑкӑрпа, чӑкӑтпа, витре сӑрапа тухса илеҫҫӗ. Хӗрӗ пӗркенчӗкне пӗркенсех кӗрет, татах тӗпеле кайса ларать, каччи алӑк патне ларать.
Сӗтел ҫине шӳрпе лартсан хӗр инкӗшӗ кӗлетрен парнесем илсе кӗрет, каччӑ енчисене хӗр парне салатать. Парнине инкӗшӗ пырса ҫакать, парне илекенни парнине ҫакса ташлать, хӗре укҫа парать. Парне салатнӑ хыҫҫӑн пурте шӳрпе ларса ҫиеҫҫӗ. Каччӑ енчен туя пынӑ тӑванӗсем хӗр хыҫҫӑн килнисем хӑйсем патне илсе кайса хӑна тӑваҫҫӗ.
Хӑнана ҫӳресе ҫаврӑнсан татах каччӑ килне пухӑнаҫҫӗ те пӳлемӗк чӳклесе ҫиеҫҫӗ. Ун чухне уртмахҫӑ пухса килнӗ кучченеҫсене «алӑ валли» туса салатаҫҫӗ те кӗл туса, асӑнса ҫиеҫҫӗ. Унтан татах юрлама-ташлама тапратаҫҫӗ.
Кӗҫӗн ҫын упӑшки енчи тӑванӗсене парне парса кил парни ҫакнӑ куна «салам панӑ кун» теҫҫӗ. Хӑшпӗр ҫӗрте пӳлемӗк чӳклеме ҫак кун картиш варрине шилӗк тунӑ: тӑватӑ каска ҫине хӑма сарса саксем майланӑ, варрине сӗтел лартнӑ. Сӗтелӗ ҫине пӗр пичӗке сӑра, ҫимӗҫсем пырса лартнӑ та кил-терӗшри ырӑсене асӑнса ҫинӗ.
Пӳлемӗк чӳклесе ҫисен ҫӗнӗ ҫын хӑй хыҫҫӑн килнӗ тӑванӗсене асӑна-асӑна хӗр йӗрсе ӑсатнӑ.

Шыв ҫулӗ пуҫлани

Тепӗр кун ирхине ҫӗнӗ ҫынна кӗлетрен тӑратса кӗреҫҫӗ те шыв ҫулӗ пуҫлама илсе каяҫҫӗ. Унта виҫҫӗн каяҫҫӗ: хӗрпе пӗрле упӑшкин йӑмӑкӗпе инкӗшӗ е урӑх тӑванӗ (тахлачӑшӗ) пыраҫҫӗ. Тӑхлачӑшӗ тиркӗ ҫинче ҫӑкӑрпа чӑкӑт йӑтса пырать, ҫӗнӗ ҫынни кӗвентепе икӗ витре ҫакса ярать. Ҫӗнӗ ҫынна юриех инҫетри ҫӑл патне илсе каяҫҫӗ.
Ҫӑл патне ҫитсен ҫӗнӗ ҫын шыва укҫа ярать, ҫӑл кутне ҫӑкӑрпа чӑкӑт татӑкӗсем пӑрахать. Упӑшкин йӑмӑкӗ инкӗшне виҫӗ хутчен шыв ӑсса парать, анчах та ҫӗнӗ ҫын виҫӗ витрине те чӗркуҫҫипе тӗксе йӑвантарса ярать. Ҫак хушӑра тӑхлачӑшӗ ӑна ҫӑкӑрпа чӑкӑт татӑкӗ хуҫса парать, ҫӗне ҫын вӗсене кӗҫӗн хӗрӗшпе пӑйласа ҫиет. Унтан кӗҫӗн хӗрӗш инкӗшне татах шыв ӑсса парать те пурте шыв ӑсса киле таврӑнаҫҫӗ.
Шыв ӑсса килнӗ ҫӗре ял-йышсем ҫӗнӗ ҫын курма урама тухса лараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫын кашнин умнех шыв витрипе пырса ҫӑкӑнать, лапчӑнса салам парать. Ӑна вара: «Кӗҫен ҫынтан аслӑ ҫын пул», — тесе пиллесе яраҫҫӗ. Ҫакна «ҫӑкӑник туни» тенӗ.
Шыв ҫулӗ пуҫласа килсен ҫӗнӗ ҫынна «ҫӗнӗ ҫын салми» пӗҫерме хушаҫҫӗ. Вӑл вара хӑй ӑсса килнӗ шывпа яшка ҫакса ярать те тӑвар ямасӑр, сӗтпе-ҫупа ҫӑрса татнӑ салма тума тытӑнать. Яшки пиҫсе аннӑ ҫӗре тӑванӗсем ҫӗнӗ ҫын салми ҫиме пухӑнаҫҫӗ. Туй-шилӗк татах малалла тӑсӑлса каять.

Пӗркенчӗк илни

Ҫӗнӗ ҫын салми пиҫсе ансан пӗркенчӗк илме хатӗрленсе тӑраҫҫӗ. Ҫамрӑк мӑшӑра кӑмака умне юнашар тӑратаҫҫӗ те юпӑнчӑпа витсе хураҫҫӗ. Упӑшкин шӑллӗ улмуҫҫирен тунӑ виҫӗ йӳплӗ сенӗкпе тиркӗ ҫинчен виҫӗ салма тирсе илет те ҫамрӑксем патне ташла-ташла пырса виҫӗ хутчен:
— Инке салма ҫиетне?
Эс ҫийӗн те, эп памӑп.
Эс ҫимесен хам ҫийӗп, — тесе такмаклать. Вара ҫав салмине инкӗшӗпе пиччӗшне ҫитерет. Инкӗшӗ юлашки салмине илсе ҫине чухне ку ачи ҫав виҫӗ йӳплӗ патакпа инкӗшӗ пуҫӗнчен пӗркенчӗке ҫаклатса илет. Унтан ҫав, пӗркенчӗкпе пӳрт тавра ташласа ҫаврӑнать те ӑна кӗлете кайса пырана тырӑ ӑшне пытарса хурать. Вара кӗлетрен ҫӑнӑх ывӑҫласа килет те ташла-ташла пиччӗшӗпе инкӗшне ҫӑнӑхпа пырса сапать. Ӑна ҫамрӑксем шураличченех пурӑнччӑр тесе ҫапла ҫӑнӑхпа сапаҫҫӗ.
Пӗркенчӗкне илсен ҫӗнӗ ҫынна хушпу ҫинчен хачмӑк тӑхӑнтартса яраҫҫӗ. Хачмӑкне ӑна сурпана ҫурмаран хутлатса, кӑшт ҫӗлесе тӑваҫҫӗ.
Пӗркенчӗке илсен пурне те ҫӗнӗ ҫын салми ҫиме лартаҫҫӗ. Ун чухне ҫӗнӗ ҫынна сӑра ӗҫтерме хушаҫҫӗ. Сӑрине ӗҫсе параканӗ: «Кӗҫӗн ҫынран аслӑ ҫын пул, — тесе пехиллет, курка тӗпне укҫа ярса парать. Пехилленӗ чухне ҫӗнӗ ҫынпа упӑшки вӗсен умӗнче пуҫ тайса тӑраҫҫӗ. Унтан вара юрӑ-ташӑ тапранса каять. Туй халахӗсем-хурӑнташӗсем патне кайса ҫӳреҫҫӗ. Юлашкинчен каччӑ килне таврӑнса туй мешехисене вӗҫлеҫҫӗ.

Ҫӗнӗ хӑна илни

Туй-шилӗке ирттерсе ярсан пӗр-икӗ эрнерен ҫӗнӗ хӑна илеҫҫӗ. Малтан упашкин ашшӗсем хӗрӗн ашшӗсене чӗнсе илеҫҫӗ, унтан хӗрӗн ашшӗсем хӑтӑшӗсене чӗнсе сӑйлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ хӑна илме кӗрӗвӗ хӑй каять, утне урама тӑратса, ҫуран кӗрет.
Хунӗ патне пырса кӗрсен кӗрӳшӗ ҫӗлӗкне хывать те ҫӗртен ҫӳлелле кустарса илет, салам парать. Унтан улча юни ҫине сӗлке пырса ҫакать, ҫӗнӗ хӑнана йыхравлать. Хунӗсем кӗрӳшне кӗрекене лартса сӑйлаҫҫӗ, ӑратнисене чӗнсе пуҫтараҫҫӗ. Ҫӗнӗ хӑнана хӗр хыҫҫӑн пынисене йыхӑрмаҫҫӗ, ватӑрах тӑванӗсене пуҫтарса каяҫҫӗ. Пурте пуҫтарӑнса ҫитсен хӑраххӑн пулса тухса каяҫҫӗ.
Хӑтӑшӗсем ҫӗнӗ хӑнисене хирӗҫ тухса илеҫҫӗ, кӗреке хушшине тирпейлесе лартаҫҫӗ. Унтан ӑратнисене пуҫтарса ӗҫкӗ-ҫикӗ хускатса яраҫҫӗ. Ҫӗнӗ хӑна илнӗ чухне туй юррисем юрламаҫҫӗ вара, ӗҫкӗ-ҫикӗ юррисем, кӗреке юррисем кӑна юрлаҫҫӗ. Хӑта килӗнче хӑна пулса ларсан-ларсан ҫӗнӗ хӑнисене ӑратнисем тӑрӑх ӗрет ҫӳреме илсе каяҫҫӗ, ӗрет тухсан татах хӑтӑшӗ килне каҫ выртма таврӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ хӑнасем килсен хӗрӗпе кӗрӳшӗ вӗсене пуҫ ҫапса салам параҫҫӗ, ӑсатнӑ чух та пуҫ ҫапсах ӑсатса яраҫҫӗ.
Тепӗр кунӗ ирхине хӗр ашшӗ килне ҫӗнӗ хӑнана каяҫҫӗ. Унта та йӑли-йӗрки ҫакнашкалах пулса пырать. Хӗрӗ вара ашшӗ-амӑшне ырласа, тӑванӗсене савса тунсӑхлӑ юрӑсем юрлать. Тухса каяс умӗн мӑшӑрӗсем хӗрӗн ашшӗ-амӑшне сӗтел пуҫне юнашар лартса пуҫ ҫапса хӑвараҫҫӗ те юрласа таврӑнаҫҫӗ

Ҫӗнӗ хӑта

Ҫӗнӗ хӑнисем иртсен хӗрӗн ашшӗ кӗр мӑнтӑрӗпе вӑй ҫитерсе ҫӗнӗ хӑта илет. Ҫӗнӗ хӑта илме хатӗрленсе ҫитсен хӗр ашшӗсем пӗр ҫамрӑкрах ачана кӗрӗвӗ ялне йыхрава яраҫҫӗ. Ҫӗнӗ хӑтасем вара татах мӑшӑрсӑр пулса пухӑнса килеҫҫӗ, килсен виҫӗ каҫ выртса каяҫҫӗ. Вӗсем кучченеҫсемпе, пичке сӑрасемпе, витре эрехсемпе килеҫҫӗ. Ҫӗнӗ хатисем килнӗ ҫӗре хӗрӗн ашшӗ ӑратнисене пуҫтарать, хӗр сӑри пичӗки пуҫласа ярать. Ҫӗнӗ кӗрӗвӗ эрех ӗҫтерсе ҫӳрет, кайнӑ хӗрӗ сӑрапа ҫаврӑнать. Хӗр ашшӗ килӗнче ханисем самаях шавласа, юрласа-ташласа лараҫҫӗ. Вара вӗсене ӗрет ҫӳреме илсе каяҫҫӗ. Кӗрӳ ҫӗнӗ хӑтара пуҫласа арӑмӗн тӑванӗсем патне кӗрсе курать. Ҫывӑх тӑванӗсем патне кӗрӳ сӗлкӗпе, тутӑрпа кӗрет, тутӑр вӗҫне укҫа ҫыхать те ӑна улча юпи ҫумне кашта ҫине пырса ҫакать. Вара хуҫа арӑмӗ| ӑна илет те ҫӗнӗ кӗрӗве сӑра курки сӗнет, ӑшне укҫа ярса парать, тав туса ӗҫтерет.
Хӗр тӑванӗсем патне ҫапла парнепе кӗрсе тухса ҫаврӑнсан ҫӗнӗ хӑтасем хӗр ашшӗ килне таврӑнаҫҫӗ. Ӑратни-хурӑнташӗсем те вӗсене ӑсатма унта пуҫтарӑнаҫҫӗ. Каяс вӑхӑтсем ҫитсен хӑташсем ҫул пӑтти пӗҫерсе лартаҫҫӗ. Сӗтел хушшинчен тухса ура ҫине тӑрсан ҫул куркисем параҫҫӗ. Ҫапла вара ҫӗнӗ хӑтасем шавласа юрласа тухса каяҫҫӗ. Хӗрӗпе кӗрӳшӗ ваттисемпе пӗрле каймаҫҫӗ, татах тепӗр каҫ выртаҫҫӗ. Ун чух вӗсем патне хӑйсем пек ҫамрӑк тантӑшӗсем пуҫтарӑнса лараҫҫӗ, пӗрле ӗҫсе-ҫисе, юрласа-ташласа савӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑк мӑшӑрӑн каяс вӑхӑчӗ ҫитсен вӗсене хӗрӗн юлташӗсем ял вӗҫне ҫитиччен юрласа ӑсатса яраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ хӑтасем хыҫҫӑн туй мешехечӗсем веҫленчӗҫ тесен те юрать. Анчах пурнӑҫ хӑй куссине малаллах кусать. Икӗ ӑратне хушшинчи хутшанусем те ҫывӑхлансах пыраҫҫӗ. Ӗнтӗ малашне вӗсем пӗр-пӗринсӗр пӗр ӗҫкӗ те ӗҫмеҫҫӗ, пӗр уяв та ирттермеҫҫӗ. Ялан та пӗрле пулаҫҫӗ икӗ ҫамрӑк пӗр кӗлтене ҫыхнӑ ҫак икӗ хурӑнташ-вӗрле.
Ӗмӗрсем витӗр туптанса тухнӑ илемлӗ йӑла-йӗркесем вӗсене хутшӑнса пурӑнма татах та нумай меслет тупнӑ. Ӗҫ ҫине кӗрес умӗн ҫӗнӗ ҫын ашшӗсем патне ҫурла-ҫава илме каять, кантӑр пулсан ҫамрӑксем кантӑр сӑрипе килеҫҫӗ. Ӗҫҫи чипер вӗҫленсен, выльӑх-чӗрлӗх илме каймалла. Выльӑх илме кайнӑ чух хӗрӗн ашшӗпе амӑшне кӗпе тӑхӑнтартса хӑвараҫҫӗ, унта та хӑна-вӗрле пухса кайнӑ, каллех тӑванпа тӑван курнӑҫса савӑшнӑ.
Хӑна-вӗрле пухӑнса ҫитсен хӗр ашшӗпе амӑшне юнашар сӗтел пуҫне лартнӑ, сулахай аллисем ҫине парнелӗх кӗпине хурса панӑ, сылтӑм аллисене тулли курка тыттарнӑ. Унтан хӗрӗпе упӑшки ваттисен умне пырса чӗркуҫленнӗ, пухӑннӑ — пӗр халӑх «пуҫ ҫапан юрри» пуҫласа янӑ. Ҫамрӑксем ваттисене икӗ ураран тытса пуҫ ҫапнӑ. Ваттисем ҫамрӑккисене ырӑ пехилне пихелленӗ, пурнӑҫ тытма, хуҫалӑха хунаттарса яма выльӑх-чӗрлӗх панӑ.
Малтан ашшӗ пӗтӗм чӗрнеллӗ лаша выльӑх халалланӑ, унтан амӑшӗ йӗкӗр чӗрнеллӗ ӗне выльӑх халалланӑ, унтан тата килтен-йышран кашни пӗри сума суса пӗрер сурӑх пехилленӗ, мамӑк тӳшек-минтерлӗх, тутлӑхлӑ шӳрпелӗх хур-кӑвакал хушса панӑ… Чӑвашӑн хӑйӗн кӑмӑлӗ ҫав таран ӗнтӗ вӑл: атте-анне кӑмӑлӗ — аслӑ кӑмӑл…
Атте-анне пехилӗ аслӑ пулнӑран-тӑр ҫав, тӑм тӑвайкки ҫамкинче «ким чечекле» выляса паллашнӑ икӗ ҫамрӑк икӗ пуҫне пӗр минтер ҫине хунӑ та чӑваш хунавне хушса пынӑ, ватӑ асаттесен йӑлисене ламран-лама сыпса пынӑ.
Татас марччӗ-ҫке пирӗн те ҫав ырӑ йӑласене, тивӗҫ пуласчӗ-ҫке атте-аннесен ырӑ пехилне!

Атьӑр кӗр те тӑвар, шав та тӑвар,
Ҫӗр  ҫӗмӗрсе туй-шилӗк тӑвар,
Ӗҫер-ҫиер, тӑван, выляр-кулар,
Мӗн виличчен пӗрле пурӑнар!
Никам та ҫук ик ӗмӗр пурнакан,
Никам та ҫук тӗнче тытакан...

Кӗнеке пирки

И. А. Патмар фольклорист пухнӑ материалсемпе усӑ курса филологи наукисен докторӗ, ЧПУ профессорӗ, Чӑваш республикин ӑслайпа ӳнер наци академийӗн корреспондент членӗ, И. А. Патмар премийӗн лауреачӗ Николай Иванович Егоров анатри чӑвашсен туй мешехисене тӗпе хурса йӗркеленӗ.

Редакторӗ: Патмар Э.И.
Художникӗ: Николаев А.Н.
Корректорӗ: Павлова А.Т.

Красноармейски типографийӗ, 1996 ҫ, 10 000 экз.

Презентация «Чаваш туйе»


Download


Report


Transcript Презентация «Чаваш туйе»

Есе пурнаслакане:
8-меш класра веренекен
Прокопьев Иван
Есе тереслекене:
чаваш челхипе
литературине верентекене
Филимонова
Ираида Николаевна.
1. Ум самах.
2.Чаваш туйен йерки.
3. Евче.
4. Хер килешни. Сурасма.
5. Качча туйепе хе туйе.
6. Ике туй перлешни.
7. Хер илсе килни.
8. Шыв суле пуслани.
9. Туй арамсен юррисем.
10. Херсумсен юррисем.
11. Петемлету.
12. Уса курна литература.
Туя туй пек тавар-и,
Туй мыскари тавар-и?
Туйра сакар таша пур,
Туйра тахар юра пур.
Таш ташлама тарсассан
Сакар качча кус хывать
Юр юрлама тарсассан
Тахар качча кус хесат.
Чаваш туйе вал – каткас та нумай сыпакла драма. Ахартнех
туй мешехисем ача-пача суралса аталансанах тытанса мен
емер таршшенех каяссе пулмалла. Ывал-хер суралсанах
ашше- амаше хер е качча куслама тытанассе, кам таврашепе
хуранташланса пуранасси пирки шухашлассе. Ача уссе
ситсен, качча шарши керсен, туй хуйхи пус сине килет.
1.Евче
2.Хер килешни. Сурасма.
3.Качча туйе.
4.Хер туйе.
5.Ике туй перлешни.
6.Хер илсе килни.
7.Салам пана кун.
8.Шыв суле пуслани.
9.Перкенчек илни.
10.Сене хата.
Евче каякансем хараххан та, арла-арамла та
кайма пултарассе.Чаваш нисепе килешуллен,
хер ашше-амаше херне турех паман. Евче
сахалтан та висе хутчен хер каласма кайса
килне. Чаваш туйенче евчен сиреп йала-йерки
тата сиреплетне самахсем пулна.
Евче самах петерсе килне хыссан каччан
ашше-амашесем кучченессем илсе хер килешме
каяссе. Весем пер пусламан сакар, пер савра
чакат, печек пичеке сара илсе пырассе.
Хер каласса килне
сурасмине тавассе.
хыссан
пер
эрнерен
Туй хасан пусласси пирки каласса таталсан
ике ене те пикенсех туя хатерленме тытанассе.
Чавашсен качча туйепе хер туйе пер вахатрах
тапранать. Анчах качча туйе пер хуша хай
теллен, хер туйе хай теллен суреть. Кайран
кана сав ике туй перлешсе каять. Качча туйен
хайен
мешехисем
пур,
хер
туйен
те
савнашкалах хайен йали-йеркисем пур.
Хуранташесене суресе саврансан качча туйе
хер илме тухса каять. Хатисем туй халахне
хирес тухса илессе. Туй халахе ташласа- юрласа
пурте керет. Пурте керсен хер суммисем
каччана тиркесе, хере мухтаса юрлассе.
Самраксене перкенчек айенче чуп тутарассе,
сере улаштарттарассе. Ташласа-юрласа саванна
хыссан хере асатма хатерленессе, хер япали
тиеме пуслассе. Ашшепе амаше херепе керевне
пехиллесе ярассе.
Качча килне ситсен туй халахе пурте керет.
Самрак машар урай варрине тарать те ашшеамашне уксе пус сапать. Вал вахатра туй
халахе,
«пуссапан
юрри»
юрлать.
Вара
авланакан ачан ашшепе амаше ывалепе кинне
пехил парассе. Пехиллесе петерсен туй халахне
сетел хушшине лартассе. Апат сисе тухсан
пурте ташласа- юрлама тытанассе.
Тепер кунне ирхине сене сынна келетрен
таратса керессе те шыв суле пуслама илсе
каяссе. Унта виссен каяссе. Сал патне ситсен
сене сын шыва укса ярать, сал кутне сакарпа
чакат татакесем парахать.
Шыв суле пусласа килсен сене сынна «сене
сын салми» песерме хушассе. Вал вара хай
асса килне шывпа яшка сакса ярат те тавар
ямасар, сетпе-супа сарса татна салма тума
тытанать. Яшки писсе анна сере таванесем
сене сын салми симе пуханассе.
И-и, туя туй пек тавар-и,
Туйан илемне курер-и?
И-и, туя туй пек тавар-и,
Тавансене чун пек курар-и?
Туя курма килне сынсене,
И-и, туй катартса ярар-и?
Туй, туй, туй тесе,
Вис кун урай шалмарам –
Кукар карчак пуласран.
Туй, туй, туй тесе,
Вис кун сакар симерем –
Катак шалла пуласран.
Тепер-тепер туй килет,
Пирен тетене вай килет.
Шанкар-шанкар туй килет,
Пирен аппана хен килет.
Ылтан укса памасан,
Ыйттармастпар аппана.
Кемел укса памасан,
Катартмастпар аппана.
Пахар укса памасан,
Пахтармастпар аппана.
Татас марчче-ске пирен сак ыра йаласене,
тивес пуласче-ске атте-аннесен ыра мехилне!
Атьар кер те тавар, шав та тавар,
Сер семерсе туй-шилек тавар,
Есер-сиер, таван, выляр-кулар,
Мен виличчен перле пуранар!
1.
Чаваш туйе, - Красноармейская типография,
1996.
2.
Чаваш халах самахлахе, - Чаваш кенеке
издательстви, Шупашкар, 1979.

МБОУ «Верхнеколчуринская СОШ»

Алькеевского МР РТ

Учитель чувашского языка: Смирнова М.А.

1 ведущая: Свадьбу начинает туй пуслахе (свадебная голова). В ее состав входили самые близкие родственники со стороны жениха. Они были «гонцами» и выходили намного раньше, чем вся свадьба. Они должны были известить родственников невесты о приезде жениха. Вся свадебная процессия двигалась по солнцу. С собой они брали кученес (гостинец): пиво, спиртное. В дом к невесте они прибывают со свадебными песнями. Туй пуслахе усаживают за стол и угощают их. Угостившись, они выходят из-за стола, и на свое место усаживают родственников невесты и угощают их кученес. Невеста в это время находится в чулане со своими подружками (хер суме). В некоторых местностях невесту прятали в клети. До прихода жениха невеста не показывалась гостям. Это говорило о стремлении соблюдать этикет.

2 ведущая:Вслед за женихом шли наряженные женщины (туй арамесем). Они входили в дом, распевая свадебные песни. Как правило, невесты в доме не было. И жених вместе с дружками шли искать молодую, которую могли спрятать в любом помещении. А в это время женщины (туй арамесем), молодые неженатые парни   пляшут во дворе и поют песни.

  1 ведущий: Встречают их родные невесты, в доме остаются только сваты и свахи. Дружка жениха делает шаг вперед и произносит перед ними свою свадебную речь (мăн кĕрÿ такмакĕ):

чун юратнă хăтасем!
Авалхи йăлана прахмаспăр,
çĕнĕрен йăла клармаспăр.
Сирĕн хăтăр (Иçливан)
утмăл урапа туй илсе килчĕ,
хапăл тăватра, çук-и пире,
ырă хăтасем?

— Хапăл тăваппăр!

— Е саламалик тав сийе!

Ĕçетре, çиетре,
вылятра, кулатра,
пире кĕтетре, кĕтместре,
ырă хăтасем?
Аснăпăрин çичĕ кун,
тухăпăрин виçĕ кун:
утсем ырхан пулчĕç,
Çулсем хура пулчĕç,
Çитеймерĕмĕр каланă вăхăта,
айăп тумăсăрăнччĕ пире, хăтасем!

— Айăп çук!

Тайма пуçăм сире!
Утмăл çухрăм хура вăрман урлă каçрăмăр.
Утмăл çухрăм хура вăрман урлă тухнă чухне
тĕл пултăмăр урхамах.
Урхамахăн пуçĕ пĕлĕте тимест,
ури çĕре тимест.
Вăйлă çил пек çиçкĕнет,
вăйлă шыв пек юхăнат:
Çав урхамаха тытрăмăр, утлантăмăр.
Турран ырлăх-сывлăх ытрăмăр,
Турă çырнипе, Пÿлĕх пÿрнипе
килтĕмĕр эпĕр çак хăта патне хĕр илме,
айăп тумăсăрăнччĕ пире, хăтасем.

— Айăп çук!

Тав та пулин тавах!
Песня подружек невесты:

Путьăр-путьăр путене
ыраш ани пуçĕнче.
Ыраш пучахĕ пит вăрăм,
Çавăнпа пуçне çĕклеймест.
Ах йыснаçăм Иван пур,
куç хăрпаххи пит вăрăм,
Çавăнпа куçне уçаймас.

Путĕр-путĕр перепелка
на конце ржаной полосы.
Ржаные колосья так длинны,
Потому не могут поднять голову.
Ах, зятечек, наш Иван,
Ресницы глаз так длинны,
Потому не может открыть глаза.

Уç-ха пахча алăкне, купăста пуçне курар-ха.
Ил-ха, йысна, çĕлĕкне,
кукша пуçне курар-ха!

Открой-ка калитку в огород,
Дай поглядим на вилок капусты.
Сними-ка, зятек, свою шапку,
Дай разглядим твою лысую голову.

  2 ведущий: Найдя,  вел  ее к столу, где их встречали отец и мать невесты.  Под нее кладут подушку.Здесь они получают благословение родителей. Хозяин щедро угощает, кормит-поит своих гостей, которые потом в конце пира кланяются (пуç çапаççĕ) ему и его жене. Поклон этот, как мы упоминали уже в другом месте, состоит в том, что все присутствующие опускаются перед ними на корточки или на колени, одной рукой касаются ступни отца, другой рукой ступни матери, и в это время их лбы прижаты к полу. И невеста совершает такой поклон.

Благословение отца невесты:

Пысăк мар та, Турă пысăк патăр.
Лайăх çÿрĕр,
хирĕç пулакана çул парăр,
усала тÿртĕн, ырра хирĕç,
туй çÿренĕ чухне лайăх çÿрĕр.

Да не велик уж (подарок),
Пусть Бог подарит поболее.
Гуляйте пристойно,
Встречным уступайте дорогу,
Ко злу — задом, к добру — лицом.
Когда гуляет свадьба, ведите себя достойно.

Благословение отца жениха:

Пеххил, ачам.
Пысăк мар та, Турă пысăк патăр.
Телейлĕ пулăр,
пуян пулăр,
ырă çынна юрăр,
усала тÿртĕн, ырра хирĕç,
чипер çÿрĕр!

Благословляю, дитятко,
не велик уж (подарок),
пусть Бог подаст поболее.
Будьте счастливы,
Будьте богаты,
Будьте угодны добрым людям,
Ко злу — задом, к добру — лицом,
Гуляйте пристойно!

Благословение матери жениха

Пеххил, ачам!
Тÿшекĕмрен-çытарăмран уйратăп ĕнтĕ,
кĕпе-йĕмрен уйратăп.
Хăвăр чипер пурăнăр,
телейлĕ пулăр,
тÿшеклĕ-çытарлă пулăр,
усала тÿртĕн, ырра хирĕç,
чипер çÿрĕр.
Эпĕр нумай кала пĕлмеспĕр,
эпĕр пĕлменнине Турă хăй те пĕлет.
Тăрăр!

Благославляю, дитя мое,
Разлучаю тебя от постели и подушки,
Разлучаю от рубашки и штанов,
Сами по себе живите благополучно,
Будьте счастливы,
Обзаведитесь постелью и подушками,
Ко злу — задом, к добру — лицом,
Гуляйте пристойно.
Говорить долго не умеем,
Чего мы не знаем, Бог знает и сам.
Встаньте!

Чувашский танец ансамбля «Нарспи»

  2 ведущий: После того как спето несколько песен, вся свадьба заходит в избу, впереди всех идет дружка, после него жених, потом все остальные. Дружка, остановившись около печи, поворачивается к сватам [к отцу жениха и отцу невесты] и снова произносит свою свадебную речь. Пока он говорит, жених «кланяется» отцу невесты: приседает перед ним и рукой касается его правой ступни. Потом за спиной жениха вся свадьба [весь свадебный народ] приседает, стоит один только дружка.

Потом жениха и дружков жениха сажают справа от двери. По этому случаю сюда тоже ставят стол и кладут на него еду. Однако, до того как сесть за стол, трижды поворачивают стол вокруг своей оси по солнцу (хĕвеле май), с востока на запад. Под жениха кладут подушку. Парней угощают, поит дружка, сначала за жениха выпивают ковш пива, потом по очереди за других.
Старики сидят отдельно на почетном месте избы и отдельно едят и пьют. Играет скрипка, и поют, пляшут до самого утра.

 1 ведущий: После этого невеста, жених и туй араме спускаются к речке набрать воды. Вместе с ними идет и девочка-родственница с ведром и пивным ковшом. На речке девочка начерпает ковшом ведро, и когда оно уже наполнено, невеста ногой опрокидывает его. Так делают и второй, и третий раз. Ведро, наполненное в четвертый раз, невеста поднимает и сама относит домой. Тут ставит его на стол и всему свадебному народу дает отпить. Каждый за это платит по нескольку копеек. Этот обычай называют «начинанием болотной воды» (шур шывĕ пуçлама).

После того, как выпивают целое ведро, невеста раздает подарочные рубашки, платки, и за них, соответственно подарку, тоже платят ей деньги.

На этом свадьба заканчивается, и родные расходятся потихоньку. С хозяином прощаются так:

Тав ĕçкĕре-çикĕре,
пит пысăк хăна пултăмăр,
тавтапуç пире хисепе хурса туя чĕннĕшĕн.
Сыв пулăр, хăнана пырăр.

Спасибо угощению,
Великими гостями были.
Спасибо за почтение приглашением на свадьбу.
Будьте здоровы, приходите в гости.

НОМИНАЦИ
«УЯВ СЕХЕЧĔ»

ТЕМА 
«
Чăвашсен йăли-йĕрки уявĕсем. Ака туй. »

Мероприятие
7-8 çулхи ачасем валли хатĕрленĕ

Ĕç тĕллевĕсем: 1.
Ачасене чăвашсен авалхи тата хальхи культурипе йăли-йĕркипе паллаштарасси. Ака туй
уявĕ çинчен тĕплĕн каласа парасси.

2. Ачасене Тăван
çĕршыва, тăван халăх пултаруллăхне, йăли-йĕркисене, культурине юратма, татах та
малалла аталантарма вĕрентесси. Тăван çĕршыва юратас туйăмсене çирĕплетсе
аталантарасси.

Сценари
авторĕ: Васильева Светлана Ивановна

                  
Канаш районĕн Аслă Мами пĕтĕмĕшле

               
пĕлÿ паракан  шкулĕн вĕрентекенĕ

АСЛĂ
МАМИ -2021

Урок юхăмĕ:

— Ырă кун пултăр сире,
пĕчĕк юлташăмăрсем. Паян эпир сирĕнпе нумай интереслĕ япаласем çинчен пĕлĕпĕр.
Мана пĕччен йывăртарах пулĕ, çавăнпа та эсир мана пулăшасса шанатăп.

Эпир пурăнакан çĕршыв
мĕн ятлă-ши?

— Чăваш Республики.
Хăй пысăках мар вăл, анчах пултаруллăхĕ, унăн культури ĕлĕк-авалтанах аталанса,
çулран çула ратран-рата куçса пынă. Çапла куçса пирĕн пурнăç юхăмне те çитсе çапăннă.
Мĕн пултăр тăван йăли-йĕрки, юрри-ташши уявĕсенчен илемли.

Çак уявсене халăхăн
пĕтĕм савăнăçĕ, пултаруллăхĕ курăнса илĕртет пире, савăнăç, хавхалану кÿрет.
Çынна вăрçмасăр, кăмăллă пулма вĕрентет.

Нумай тĕрлĕ уявсем
чăвашсен. Авалранпах вĕсем илемленсе, аталанса, çитнĕ пирĕн вăхăтра.

Тĕслĕхрен: Хĕлле-
сурхури, кăшарни, çуркунне еннелле- çăварни, калăм, акатуй, çулла- çимĕк,
киремет карти тата та нумай вĕсем. Пурне те каласа тухаймăн. Пурте вĕсем хăйсен
енлĕ, хăйсене уйрăм илемлĕ те таса, хавхалануллă та савăнăçлă.

Эрнипе, уйăхĕпе хатĕрленнĕ,
кĕтнĕ çак уявсене, ялан ĕçпе ĕшеннĕ чăваш халăхĕ.

Пур уяв çинчен каласа
пама сăмах та вăхăт та çитмĕ пире. Паян эпир сирĕнпе тĕплĕнрех пĕр уяв çинчен сăмахлăпăр.
Ку вăл Ака туй – çурхи ĕçсене халалласа ирттернĕ чăвашсен  уявĕ.

Чăвашсем Ака туй уявне
çурхи çĕр – ĕçĕсене пуçличченех хатĕрленме пикенеççĕ.

Ака туй тесе ăна пурте
нумай пулмаç çеç калаççĕ-ха. Малтан мăн кун уявĕ хыççăн чăвашсем çурхи ĕçсене хатĕрленме
пуçланă: ĕç-хатĕрĕсене юсанă, акма вăрлăх хатĕрленĕ.

Апрель вĕçĕнче,
сухана тухас умĕн чăваш халăхĕ уява хатĕрленме пуçланă. Уяв савăнăçлă та аван ирттĕр
тесе тăрăшнă ĕçчен халăх.

Ака туя валли чăваш
хăмлинчен сăра вĕретнĕ, тĕрлĕ çимĕç хатĕрленĕ. Ака туя тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ кун
хатĕрленĕ. Вăл пĕр е икĕ кун кăна мар, эрнипех тăсăлнă. Уява пĕр ратри çынсем пĕр-пĕринпе
пĕрлешсе ирттернĕ. Кÿршĕсене-тăвансене хăнана чĕннĕ. Хăнасем валли пурте уяв сĕтелĕ
хатĕрленĕ. Сĕтел пуçне чăваш сăрипе алтăр сĕтел варрине тĕрленĕ ал шăлли çине чăкăтпа
çăкăр хунă.

(Алтăр, тĕрленĕ ал
шăллисем кăтартасси)

Тĕрĕсем те пурте пĕрешкел
пулман. Кашни тĕрĕн хăйĕн уйрăмлăхĕ, пĕлтерĕшĕ. Ытларах тĕрлĕ геометри фигурисенчен
композицисем йĕркеленĕ. Тĕссем те уйрăм пĕлтерĕшлĕ. Чăваш тĕррисенче хĕрлĕ,
сарă, хура, симĕс тĕссем уйрăмах палăрса тăнă. Уява пурте пуçтарăнса çитсен пĕтĕм
йăли-йĕркине ватă хисеплĕ çын йĕркелесе пынă. Кашни хăнана сăрапа, апат çимĕçпе
сăйланă, хăналанă хыççăн асли ĕмĕрхи ĕçченсен  «Алран кайми аки-сухи юрра юрлама
пикеннĕ. Ыттисем ун хыççăн тăснă

( Сăвă йĕркисене вуласа
парасси).

Алран кайми.
Кĕввине С.Максимов йĕркеленĕ.

1.     
Алран кайми аки
– сухи

Алран
кайми атти -анни

Ай
-йай -йай – ай.

2.      Аки
сухинчен уйрăлас çук

Атти – аннине ай манас çук

Атти
– аннине ай манас çук

Ай
-йай -йай – ай.

3.      Асран
кайми пĕлĕм – тантăш

Пуринчен
пахи – ялйыш, пускил.

Ай
-йай -йай – ай.

4.      Ай
ĕçер — и, ай çиер -и?

Виличчен
пĕрле, ай пурнар- и?

Ай
-йай -йай – ай.

Юрă
юрласа пĕтерсен пурте уçă алăк енне çаврăнса турра кĕл тунă. Çав кĕлсенче турăна
çынсем çимĕç, тырă-пулă, выльăх –чĕрлĕх пуян та ăратлă пулма ыйтнă.

Сĕтел
хушшинчен асăнса, кĕл туса апатлансан çынсем уя тухнă. Юрăсемпе, сăвăсемпе,
илемлĕ тумсемпе уялла утнă.

Уйра
каллех çынсем çĕр киреметне асăнса кĕл тунă. Ăна валли илсе килнĕ çимĕçсене салатнă.
Кĕл хыççăн çамрăксем юмăç янă. Юмăç ярса вĕсем тыр пул, çимĕç мĕнле пуласса пĕлесшĕн
пулнă.

Юмăç
пăхса пĕтернĕ хыççăн çеремре уявăн чи савăнăçлă тапхăрĕ пуçланнă – юрланă,
ташланă, савăннă. Уйран вара каç енне тин таврăннă.

Çак 
йăласене ирттерме кашни çын пĕр юлмасăр хутшăннă. Хутшăнмасан турă çилленсе пулас
тупăша сиен кÿрĕ тесе шикленнĕ. Пĕтĕм ял йыш ака туй ирттернĕ хыççăн çурхи ĕçсене
пикеннĕ.

Ака
– сухана пĕтернĕ хыççăн ака туйăн тĕп пайне хатĕрленĕ. Ку тĕп пайне нумай малтан
хатĕрленме пикенеççĕ. Урамсем тăрăх юланутсем çĕнтерÿçĕсем валли парнесем шутне
тĕрлĕ ал шăллисем, пиçихисем илемлĕ хăюсем, пусма татăкĕсем пулнă. Пуянсем праçник
ирттерме укçа – тенкĕ те шеллемен. Çамрăк яшсем лашасемпе
ăмрăтма хатĕрленнĕ. Лашасене суйланă сĕлĕпе тăрантарнă.

Ака
туй кунне ялсене илемлĕ уяв сăнĕ çапнă, савăнăçлă , хавхалануллă курăннă  ялсем.
Улăхра тĕрлĕ интереслĕ ăмăртусем иртнĕ. Ирех суйланă илемлĕ вырăна ăмăрту курма
çынсем йышлăн пуçтарăннă.

Ăмăртакансен
умĕнче хисеплĕ ватăсем пынă. Халăх пуçтарăнса çитсен ăмăртусем
пуçланнă. Ăна çамрăк ачасем пуçланă. Вĕсем хыççăн çитĕннисем. Кунта шÿтлĕ вăйăсем
пысăк вырăн йышăннă.Чи маттур çĕнтерÿçĕсене паттăр ят панă.Пуринчен те
интереслĕреххи лашасемпе ăмăртни пулнă. Çĕнтерÿçĕсене парне панă. Ăмăртусене вĕçлесен
çамрăксем пайланса вăй вылянă. Савăнăçлă уяв çĕрлечченех тăсăлнă.  Каç енне хĕрсемпе
яшсем ташланă, юрланă, савăннă.

Кашни
ял уява тĕрлĕ вăхăтра ирттерме тăрăшнă. Кун пек халăх темиçе уявра та савăнса юрласа
ташланă. Ĕлĕк çеç мар пулнă çакăн пек савăнаçлă ака туйсем. Хальте ялсенче,районсенче
чăваш халăхĕ манман асламăшĕн йăлисене çуркунне çитсен пур çĕрте те ялсенче. Районсенче
чăваш халăхĕ ака туя хатĕрленеççĕ. Савăнăçлă ирттереççĕ вĕсене,  ĕлĕкхинчен те
илемлĕрех те савăнăçлăрах.

Паян
эпир сирĕнпе çак хĕвел пек пысăк та çутă уявăн пĕр пайăркине илес тесе
хатĕрлентĕмĕр. Пирĕншĕн те паян пĕчĕк уяв пултăр. Ку уява манпа паян эсир те нумай
пулăшрăр. Анчах уява çакăнтах ирттерме йывăртарах пуль. Çавăнпа та эпир сирĕнпе
халь пурте пуçсене партăсем çине хурса куçсене хупатпăр. (Чăваш кĕвви янăрать).


Сирĕнпе эпир илемлĕ асамлă çĕре вĕçетпĕр. Çÿлте кăн – кăвак тÿпе, аялта сип –симĕс
çерем илĕртет пире. Пĕчĕккĕн укăлча умне е çерем çине анатпăр.

Куçсене
уçрăмăр.

Эпир
сирĕнпе уявра. Анчах курма çеç килмен эпир, хамăр хутшăнса савăнма килнĕ.
Малтанах хамăр çĕршыва халалланă сăвăсем янратар пуль.

(Ачасем
сăвăсем калаççĕ)

1.     
Тăван кĕтес, тăван анне

Чĕнеççĕ
– çке хăйсем патне

     
Пÿрт умĕнчех ав вĕрене

     
Кăчăк туртать хăй ытамне.

2.     
Тăван ялăм, савнă ялăм

Юрататăп
эп сана

Юррусем
те, тĕррÿсем те

Ах
илеççĕ тыткăна.

3.     
Тăван çĕршыв, эс мар -и

Чи
илемли!

Тăван
çĕршыв, эс мар -и

Чи
ăшши!

Тăван
çĕршыв эс мар -и

Чи
хакли!

4.     
Алла аллăн тытăнса

Ташăсем
ташлатпăр.

Мирлĕ
пурнăçа савса,

Юрăсем
юрлатпăр.

Юрлама,
ташлама чĕнет пире Лена. Унччен айтăр кăшт савăнар. Ларса та ывăнтăр пуль.
Малтан ар çын ачасене вĕрен турттарса ăмăрттарас. (Вĕрен туртни).

2.
–Çерем акса вир акрăм.

          
-Çерем акса вир акрăм

         
  -Эпир ăна таптатпăр

         
 -Эсир мĕнпе таптатăр?

         
 -Эпир ăна тытатпăр.

        
  -Эсир мĕнле тытатăр?

        
  -Вĕрен явса тытатпăр,

         
 -Эпир ăна илетпĕр.

        
  -Эсир мĕнле илетĕр?

        
  -Çĕр сум парса илетпĕр

       
   -Пире çĕр сум кирлĕ мар,

  
       -Сире тата мĕн кирлĕ?

  
       -Пире кирлĕ сар ача.

  
       -Сар ачийĕ мĕн ятлă?

    
     -Сар ачийĕ Мишша ятлă.

Маттур
пултăр ачасем! Килĕшрĕ — и сире ку вăйă? Çакăн пек вăйă вылянă пирĕн асаттесемпе
асаннесем. Вылярăмăр, кантăмăр. Айтăр- ха шăп ларса тимлĕ пулар.

Сăвăсемпе
юрăсем çеç мар ташăсемпе юрăсем те янранă каçхи янкăр сывлăшра, янранă,
шăнкăртатнă, савăнтарнă та хавхалантарнă вĕсем халăха илемлĕ, илĕртÿллĕ тумсемпе
тухнă вăййа çамрăксем.

Чăвашсен
аслă туррине – хĕвеле халалланă пуль çак илемлĕ хусканусем. Çепĕçпе ытарлăх,
сăпайлăхне парнеленĕ вĕсем пире. Акă паян та сире савăнтармашкăн пĕчĕк пикесем сире
чăваш ташши кăтартĕç.

 (Чăваш
ташши ташлани).

Маттур
пĕчĕк пикесем. Асăрхарăр пуль ĕнтĕ çакăн пек тăхăннă чăваш хĕр арăмĕсем.

          
Ирхине

1.
Ирхине иррех паян

Тухрăм
эпĕ урама

     
Тытăннă унта автан

     
Çĕрме купăс калама.

   
2. Пĕчĕк сарă чĕпĕсем

     
Саркаланса ташлаççĕ.

     
Алă çупса амăшсем

     
Савăнăçлă тăраççĕ.

  
3. Тÿпере чĕкеç кулса

     
Кĕвĕ майăн ярăнать.

    
Чĕпсене саламласа

    
Çунаттине вăл сулать.

Çакăн
пек çĕрĕпех уяв кĕрленĕ, пирĕн яшсемпе хĕрсем карталанса юрă юрланă. Эпир те
сирĕнпе юрă юрлар — и? (Юрă «
Хурăн
çулçи»

Хурăн
çулçи

Сăввине
К. Иванов çырса илнĕ

Кĕввине
П. Палухин çырса илнĕ, Ф. Павлов илемлетнĕ.

Хурăн çулçи çурăлсан

Килет вăрман
илемĕ.

Хурăн çулçи тăкăнсан

Каять вăрман илемĕ.

Мăкăнь çеçке çурсассăн

Килет пахча илемĕ.

Мăкăнь çеçке тăксассăн

Каять пахча илемĕ.

Хирти курăк ешерсен

Килет хирĕн илемĕ.

Хирти курăк типсессĕн

Каять хирĕн илемĕ.

Хĕвел хĕрелсе тухнă чух

Килет тĕнчен илемĕ.

Хĕвел анса ларсассăн

Каять тĕнчен илемĕ.

Пурте
вырнаçса лартăмăр, кĕвĕ майĕпе хамăр класа таврăнатпăр.

-Мĕн
пĕлтĕр эсир паян?

-Мĕнле
уяв çинчен калаçрăмăр?

-Мĕн
вăл ака туй?

-Мĕнле
савăннă унта ял халăхĕ?

Ачасем,
пăхăр — ха эпĕ çакăнта пĕр плакат çакнă. Айтăр -ха пурте пĕрле вулатпăр. «Тăван
чĕлхесĕр чăн – чăн пĕлÿ çук».

Юрă-ташăпа илемлĕ чăваш туйĕ

4 Çĕртме, 2016

Тупкăч

Ĕлĕкхи туй йăли-йĕрки ялсенче манăçа тухса пырать. Халĕ уява кафере ирттерме тăрăшатпăр, тамада ертсе пырать. Çамрăк арăмсен туй çи-пуçĕ, ума çакмалли тенкĕ мĕнешкел хитре курăнатчĕ! Туй юррисене те асра тытасчĕ.

Малтан авланакан каччă валли тупкăчă хĕр шыранă, вăлах качча кайма вăхăт çитнĕ хĕр валли яш тупса панă. Тепĕр чухне, хĕрĕ майлă пулмасан, тупкăча çупкă та леккеленĕ.

Авланас кăмăллă каччă хĕр çураçма кайнă. Тĕллевĕ — хĕрĕн ашшĕ-амăшĕпе туй пирки калаçса татăласси. Каччăпа пĕрле ашшĕпе çывăх тăванĕсем пынă. Вĕсем четвĕрт кĕленче эрех, çавра çăкăрпа чăкăт илнĕ. Çăкăр çине каччă укçа хунă — ăна хулăн укçи тенĕ. Хĕр качча килĕштерсен хăçан туй тăвасси пирки калаçса татăлнă, пике пулас упăшкине кĕпе тăхăнтартнă. Çураçма пынă ытти тăвана та парне панă. Качча кайма хатĕрленекенни пулас хуняма валли тутăр, кĕпе таврашĕ парса янă. Йăла-йĕрке тăрăх, каччă амăшĕ хĕр çураçма кайман, тупкăча вара каччă тупса панăшăн кĕпе парнеленĕ.

Шыв çулĕ

Ыран туй пулас кун каччă çумĕнчи кĕçĕн кĕрÿсем кил картине шилĕк лартнă. Виçĕ енне вăрăм саксем вырнаçтарнă, шилĕк варрине пилеш /çăка е хурăн/ туратти çине алшăлли çакнă, сĕтел çине витрепе сăра, четвĕрт кĕленче эрех лартнă тата пуçламан çăкăр хунă. Качча каякан хĕр килĕнче те шилĕк лартнă. Туя хатĕрленме хĕр çумĕсем пулăшнă.

Палăртнă кун хĕр килне никамран малтан туй пуçĕ çитнĕ. Сăра пички, четвĕрт кĕленче эрех, çÿхÿ-чăкăт илнĕ туй пуçĕ, каччăн ашшĕн çывăх тăванĕсенчен пĕр хĕрарăм лаша кÿлнĕ тăрантас çине ларса кайсан туй халăхĕ те тапраннă. Хăйматлăхсем туя йĕркелесе пынă. Каччă амăшĕ ывăлпа кине хирĕç тухса çăкăрпа кĕтсе илнĕ. Çамрăк мăшăра хăйматлăхсем шур пир тăрăх кĕртнĕ.

Тепĕр кун ирхине çĕнĕ мăшăр çăл патне шыв ăсма кайнă, халăхра ăна «шыв çулĕ пуçлани» тенĕ. Хăйматлăхсем те, кĕçĕн кĕрÿсем те çак йăлана хутшăннă. Çăмахпа сĕт ярса шурă яшка пĕçернĕ. Çĕнĕ мăшăра ăна тутанма сĕтел хушшине вырнаçтарнă. Апат çиме ларакансем çĕнĕ мăшăра парнесем панă. Кĕçĕн кĕрÿсем пурне те сĕтел хушшине лартма тăрăшнă.

Пике енчи çамрăксем хĕр арчи леçме килнĕ. Çав кунах хăта-тăхлачпа паллашма хĕр енчи тăвансемпе хăта халăх та çитнĕ. Вĕсем каччă тăванĕсем патне килĕрен кĕрсе юрласа-ташласа çÿренĕ.

Виççĕмĕш кунне каччă енчи тăвансем, çĕнĕ мăшăр тавăрнана кайнă. Тавăрна халăхĕ хĕрĕн тăванĕсем патне килĕрен кĕрсе юрласа-ташласа çÿренĕ. Хĕрсем качча кайччăр тесе шилĕк çаппине хуралтă урлă вăркăнтарнă.

Юрлар-ха…

Çапла вара ялта чăваш туйĕ виçĕ куна пыратчĕ, питĕ савнăçлă иртетчĕ. Каччă енчи юрăсене аса илсе пĕрле юрлар-ха кĕрекере.

Чолик, чолик салакайăк /2 хут/

Çĕр çумĕнчен уйрăлса

Сарай çумне çыпăçрĕ.

Ай, шăллăм /Витали/

Яш-кĕрĕмрен уйрăлса

Ватта-вĕтте çыпăçрĕ.

Ах, шалккă-çке лашине,

Аслă олăх варринче

Симĕс курăк çияс чух

Соха патне кÿлтĕмĕр.

Ах, шалккă-çке шăллăмне,

Хĕрсе хĕрпе çÿрес чух

Авлантарса ятăмăр.

Сĕм вăрманти яштак хыр

Лесник валли, куç валли,

Чăваш валли, пÿрт валли.

Ай, мăнтарăн тăхлачи,

Эс ÿстернĕ яштак хĕр

Сире валли, куç валли,

Пире валли ĕмĕрлĕх.

Çăка çулçи çаврака,

Тем чул çавра пулсан та

Чечек çыххи полас çок.

Ачаш кинĕм /Марине/,

Тем чол хитре полсан та

Тин хĕр полса çÿрес çук.

Нина АНТОНОВА.

Шупашкар районĕ.

Асаттесемпе кукаçисен вăхăтĕнчи туй йăли-йĕркисем ялсенче манăçа тухсах пыраççĕ. Халĕ уявсене кафесенче ирттерме тăрăшатпăр, тамада ертсе пырать. Çамрăк арăмсен туй çипуçĕсем, ума çакмалли тенкĕсем илемлĕрех, савăнăçлăрах курăнаççĕ. Туй юррисем мĕне тăраççĕ тата!

Ĕлĕкрех авланакан каччă валли хĕр тупкăч шыранă, вăлах качча кайма вăхăт çитнĕ хĕрсем валли те яш тупса панă. Тепĕр чухне хĕрĕ майлă пулмасан тупкăчăна çупкă та леккеленĕ.

Авланакан каччă чи малтан хĕр çураçма кайнă. Тĕллевĕ – хĕрĕн ашшĕ-амăшĕпе туй тăвасси пирки калаçса татăласси. Каччăпа пĕрле ашшĕпе çывăх тăванĕсем пынă. Пĕрле вĕсем четвĕрт кĕленче эрех, çавра çăкăрпа чăкăт илнĕ. Çăкăр çине каччă укçа хунă – ăна хулăм укçи тенĕ. Хĕр качча килĕштерсен хăçан туй тăвасси пирки калаçса татăлнă, хĕр пулас упăшкине кĕпе тăхăнтартнă. Çураçма пынă ытти тăвана та парне кÿнĕ. Качча каяс хĕр пулас хуняма валли тутăр, кĕпе таврашĕ парса янă. Йăла-йĕрке тăрăх, каччă амăшĕ хĕр çураçма кайман, тупкăчăна вара каччă тупса панăшăн кĕпе парнеленĕ.

Ыран туй пулас кун каччă çумĕнчи кĕçĕн кĕрÿсем кил картине шилĕк лартнă. Виçĕ енне вăрăм саксем, шилĕк варрине – пилеш (çăка е хурăн). Туратти çине алшăлли çакнă, шилĕк варринчи сĕтел çинче – витрепе сăра, четвĕрт кĕленче эрех тата пуçламан çăкăр. Качча каякан хĕр килĕнче те шилĕк лартнă. Туя хатĕрленме хĕр çумĕсем пулăшнă.

Палăртнă кун хĕр килне туй халăхĕнчен маларах туй пуçĕ кайнă. Сăра пички, четвĕрт кĕленче эрех, çÿхе чăкăт илнĕ туй пуçĕ, каччăн ашшĕ, çывăх тăванĕсенчен пĕр хĕрарăм лаша кÿлнĕ тăрантас çине ларса кайсан туй халăхĕ те тапраннă. Хăйматлăхсем туя йĕркелесе пынă. Каччă амăшĕ ывăлпа кине çăкăрпа хирĕç тухса кĕтсе илнĕ. Çамрăк мăшăра хăйматлăхсем шур пир тăрăх кĕртнĕ.

Тепĕр кун ирхине çĕнĕ çын çăл патне шыв ăсма кайнă, халăхра ăна шыв çулĕ пуçлани тенĕ. Хăйматлăхсем те, кĕçĕн кĕрÿсем те çак йăлана хутшăннă. Шывĕпе шурă яшка (çăмахпа сĕт ярса) пĕçернĕ. Çĕнĕ мăшăра ăна тутанма лартнă. Апат çиме ларакансем çĕнĕ мăшăра парнесем панă. Кĕçĕн кĕрÿсем пурне те сĕтел хушшине лартма тăрăшнă.

Хĕр енчи çамрăксем хĕр арчине леçме килнĕ. Çав кунах хăта-тăхлачсемпе паллашма хĕр енчи тăвансемпе хăта халăх та çитнĕ. Хăта халăх каччă тăванĕсем патне килĕрен кĕрсе юрласа, ташласа çÿренĕ.

Виççĕмĕш кунне каччă енчи тăвансем, çĕнĕ мăшăр тавăрнана кайнă. Тавăрна халăх тенĕ вĕсене. Хĕрĕн тăванĕсем патне тавăрна халăхĕ килĕрен кĕрсе юрласа, ташласа çÿренĕ. Хĕр шилĕкне сÿтсе хĕрсем качча кайччăр тесе шилĕк çаппине хуралтă урлă вăркăнтарнă.

Çапла вара, ялта чăваш туйĕ 3 куна пыратчĕ. Вăл питĕ савăнăçлă иртетчĕ.

НИНА АНТОНОВА, КИПЕЧКАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

«АКАТУЙ»

Зала чӑваш тӗррисемпе илемлетнӗ. Зал варринче сӗтел, пукансем лараççӗ. Сӗтел çинче чӑваш апачӗсем пӗр савӑт çинче çаврака çӑкӑр тата чӑкӑт (сыр).

Кил хуçисем хӑнасене кӗтеççӗ. Хӑнасем юрӑ юрласа кӗреççӗ:

Тул çутӑлнӑ — çутӑлман

Халӑх уява тухать.

Ачасем, паян пирӗн пысӑк уяв, эпӗ сире çак уява, акатуй уявне, мӗнле иртересси çинчен кӑштах каласа паратӑп. Ӗлӗк-авал çӗр çинче пирӗн асаттесемпе-асаннесем пурӑннӑ. Вӗсем çырма – вулама пӗлмен, анчах ырӑпа-усал пуррине туйнӑ. Пӗрремӗш ырӑ та тӗлӗнтермӗш япала — çӗр пулнӑ, тепӗр тӗлӗнтермӗш – сенкер тӳпе пулнӑ, тӳпене — пӗлӗте тӳпе-каччӑ ят панӑ.

Çынсем пурте сиснӗ тӳпе–каччи çӗр пикене юратнине. Çуркуннихи ӗçсем пӗтсен, çӗр-пикепе тӳпе–каччин туйӗ тенӗ. Çак уява Акатуй ят панӑ. Акатуй – çуркуннехи ӗçсене пӗтернине пӗлтернӗ. Çак уяв çӗракине -акапуç пӗрлешнӗ ятпа, çурпа çу чиккинче, уй –хир ӗçӗсем вӗçленсен ирттернӗ. Тӗпрен илсен, ӑна наци фестивалӗ, пултарулӑх вӑййи теççӗ.

Мӑнкун хыççӑн халӑх çурхи акана тухнӑ, çав вӑхатрах акатуй уявне те хатӗрленнӗ. Хӑйсен çывӑх таванӗсене хӑнана чӗннӗ. Пите пуян сӗтел хатӗрленӗ. Уйрӑмах çӑкӑрпа чӑкӑт тата сӑра. Кил хуçипе тата йӑла — йӗркене пӗлекен ват çынна йертсе пыма хушнӑ. Вара пурнете сӑрапа çӑкарпа чӑкатпа хӑналанӑ. Хӑналаса пӗтерсен юрӑ юрланӑ:

«Алран кайми аки-сухи».

Юрласа пӗтерсен кӗл тума тытӑннӑ. Вӗсем турӑран: тыр-пул, выльӑх-чӗрлӗх ӑнса пултӑр тесе ыйтнӑ. Кӗл туса пӗтерсен пурте пӗрле савӑннӑ. Кайран хӑнасем хире тухнӑ, хӑйсемпе пӗрле çекӑрпа чӑкӑт, çӑмарта, кукли, шӑрттан, сӑра иссе тухнӑ.

Кӗл туса çӗр çине кӑштах сӑра тӑкнӑ, çекӑрпа чӑкӑт тӗпренчӗке салатнӑ. Çӑмартасем ывӑтнӑ, çӗмӗрӗмесем тыр –пул нумай пуласса пӗлтернӗ.

Кӗл туса пӗтерсӗн асли çапла каланӑ : «Савӑнар, вӑхӑтпа ӗçлемелле, вӑхӑтпа канмалла».

Эсир мӗнле савӑнатӑр, тыр-пул та çавӑн пек пулать.

Хальхи вӑхатра акатуй вӑхӑтӗнче лайӑх ӗçленӗ çинсене парне парса чыслаççӗ, концертсем лартаççӗ, соревнованисем ирттереççӗ. Ачасем, эпир те паян акатуй уявне иртереттпӗр. Эпир ачасем çак программа па уява иртереттпӗр:

1. Кӗрешӳ (2 команда) (канат туртни).

2. Савӑнӑçлӑ старт.

3. Чупасси.

4. Сикесси.

5. Çурхи ӗçсем çинчен сӑвӑсем, юрӑсем, тупмалли юмахсем.

6. Печӗк концерт йеркелесси (юрласси, ташласси, вылясси).

7. Çураки çинчен юрӑ-таша: «Çерем ватса вир акрӑм».

8. Вӑйӑ «Каравай».

9. Парне парса чысласси.

Сцена синче саксем: пер енче пуса, тепер енче илемлетне хуран йывасси? Вайа юрри юрласа ачасем керессе.

Ваййа тухар самраксем

Юра юхтар — ян та ян

Эх, ян та ян, ян та ян,

Юра юхре ян та ян!

Уса сасла, кемел сасла

Шапчак юра пусласан,

Унпала перле хаваслан

Юрлассу килмест-ши сан?

Ай, хай пустарнар

Вайа карти саварар.

Пурте перле саванар,

Пурте тусла пуранар?

Ертсе пыракан:

Ачасем, паян пирен пысак уяв. Эпе сире сак вайа уявне елек-авал чаваш сыннисем менле ирттерни синчен каштах каласа парасшан. Вайа уявне пирен енчи чавашсем симек кун пуслана та питрав куне петерне. Ваттисене асанса килне хыссан: тройца куне, самраксем ваййа тухна. Кашни кас ( урам) самраке ял варринче ларакан пуса патне пуханса, хевелтухас еннелле варманналла утна.Варман усланкинче херсем юра юрлана, чечексем пустарна, пус кашалесем сыхна. Каччисем илемле йывас шырана. Йывассине тупна хыссан херсем, сав йываса илемлетне. Илемле хаюсемпе, чечекрен сыхна пус кашалесене сака — сака яна. Йываса илемлетне хыссан улах тавра тарса вайа калама пуслана. Кас пуласпа йываса касса яла илсе килсе, ял варрине лартса хурса питрав ситичченех вайа калана. Сак вайа уявне самраксем пите кетне. Унта пурте хитре тумсем таханса, чиперленсе тухна.

Эпир те паян, сиренпе маттурланса, чиперленсе вайа картине татамар. Херсем пурте К.В.Иванов сырна поэмари Нарспи пек.

Сава: Хевел анса ларсанах

Питне савать, шаланать

Ваййа тухма шелкеме

Какаре сине сакать

Шанкар-шанкар теветне

Хулпусси урла ярать:

Херле пурсан тутарне

Херле саварса сыхать.

Шахлич сасси илтенет.

Сава: Атьар херсем вармана

Ешел серем таршшене

Халь выляса кулнисем

Кайччер емер таршшене.

Кайччер-и-ха шыв урла

Шыв сирпенсе тамалла

Калар-и-ха сак ваййа

Сын теленсе тамалла

Вайа юрри ( ушкан юрлать)

Чашки-чашки сут шарса

Сиктермелле выляр-и;

Вис кас хере пер пулса

Вис кукарла выляр-и;

(Вис кукар пулса юрламалла)

Хуранварта хур тытрам

Вара тесе ан калар?

Вай пусласа каларам:

Шуха тесе ан калар?

Ача сава калать:

Эх, аван ске варманта

Утса суреме:

Алла – аллан тытанса

Вайа калама?

Юра (ушкан юрлать):

« Тункки-тункки параппан»

Сава: Сара кайак емеренче

Мухтать хевел ашшине:

Сар чечек те хай сине

Туять аша укнине.

Сар чечекен илемне

Эпир пурте саватпар,

Саванпа та ун ятне

Юра туса юрлатпар.

Юра (ушкан юрлать) «Семерт сески суралсан»)

Савранса пына май ачасем ике ушкана пайланса

хире-хирес тарса юрлассе.

Юра(ушкан юрлать) «Серем пасса вир акрам»

Ертсе пыракан:

Ачасем, епле илемле суркунне! Йери — тавра сип-симес: кавир сарса хуна пек. Черчунсем те варам ыйхаран варанса сут санталакшан саванса пуранассе: чечек — йывассем те папкисене сут санталак илемешен сурассе. Итлесе пахар-ха К. В.Иванован «Суркунне саввине»

Сава: Килче ыра суркунне:

Килче яче ашатса:

Хевел савать тенчене

Хел ыйхинчен варатса.

Теттем варман черелет,

Ешел тумтир таханать.

Сесенхир те ешерет

Илемепе мухтанать.

Терле -терле чечексен

Ыра шарши саралать.

Пур серте те кайаксен

Лайах юрри янарать.

Юра (ушкан юрлать) «Хуран сулси»

Сава (ача калать:)

Атьар таша ташлар-и?

Пурте ала супар-и?

Елюкпала Ванюка

Перле варне хупар-и?

Перле ташлаттарар-и?

Таша : «Тух-ха Ванюк пирен умма».

Сава: Херле чечек таррисем

Шура кепе таррисем

Сак вайари ачасем

Пурте хамар танташсем.

Ан саланар танташсем

Пер — ик вайа выляр-и?

Пер-ик вайа вылясан,

Пурте киле утар-и?

Арсын ачасем: Атьар ачасем вайа вылятпар.

Ертсе пыракан: Менле вайа вылятпар?

Арсын ача: Сере хумалла.

Ертсепыракан: Кам хуракане?

Кам пелекене?

Кам пелмест, ана эпир сутатпар.

Юра (ушкан юрлать): «Атьар таша пуслар-и?»

Сава: Сикер — сикер шывалла

Шыв сирпенсе тамалла

Ташлар хале ташшине

Сын теленсе тамалла?

«Чаваш халах ташши» херсен ушкане ташлать.

Арсын ача купас йатса керет.

Сава: Ваййа санан купас сине

Лента сакма юрать-и?

Эс калана кевепе

Ман юрлама юрать-и?

Ачасем музыка инструменчесемпе оркестр йеркелессе.

Чаваш ташши «Линкка-линкка»

(кашак, барабан, бубен, баян)

Ертсе пыракан:

Ачасем, атьар каштах амартусем туса ирттеретпер?

Амарту ваййисем:

  1. Херсем шыв йатса чупни.

  2. Арсын ачасем кашакпа самарта хурса чупни.

Ертсе пыракан:

Ачасем, пахар-ха: кам килче пирен пата? Шур сухалла мучи, юмах юптаракан.

Шутле юмах каласси.

Ертсе пыракан:

Киле кайма вахат мар-и ачасем? Юрларамар, ташларамар,вылярамар, култамар.

Сава: Пахчи-пахчи сар чечек

Епле ашса тухмалла ?

Сар чечек пек уява

Епле асатса ямалла?

Ах, мантаран куккуке

Питрав куне чаранать.

Ах, мантаран уяве

Паянхи кун чаранать.

Паянхи кун чаранать,

Султалакран тавранать.

Ача:

Сирек сулси силе май:

Атьар херсем киле май.

Юра (вайа ушкане юрласа керсе каять)

Чашки-чашки сер сырли

Сиктермелле выляр-и?

Вис кас ачи пер пулса

Пурте киле каяр-и?

Хĕвел шевлийĕ эс — анне!

Смирнова А. Г.
Смирнова А. Г.

1-мĕш ертсе пыракан:

Анне, аннеçĕм, аннем …

2-мĕш ертсе пыракан:

Анне… Чи ăшă та хаклă сăмахсем.

1-мĕш ертсе пыракан:

Мĕнре-ши аннен хăвачĕ?

2-мĕш ертсе пыракан:

Унăн пин-пин çул хушши пухăнса пынă ăсĕнче.

1-мĕш ертсе пыракан:

Анне… Çак сăмахсене асăнсанах — куç умне чи çывăх та юратнă çыннăмăр тухса тăрать.

2-мĕш ертсе пыракан:

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче пĕтĕм Раççейре Аннесен уявне паллă тăваççĕ. Ăна

1998 çултан чысласа ирттерме пуçланă.

Текста малалла вулăр…

Тинкеретпĕр малалла, кайрине те халь куратпăр

Кулакова С. П.
Кулакова С. П.

Сцена çине 6-мĕш класс ачисем тухса тăраççĕ. Илемлĕ чаваш кĕвви янăрать. Ачасем умлăн-хыçлăн сăвăсем калаççĕ.

Çĕр-шывсем нумай тĕнчен,

Пĕринчен тепри илемлĕ.

Эпĕр — Улăп йăхĕнчен,

Чи ирĕклине иленнĕ.

Халăхсем нумай тĕнчен,

Пĕринчен тепри тĕреклĕ.

Эпĕр Улăп йăхĕнчен,

Сапăр та сатур чĕреллĕ.

Эпĕр -Улăп йăхĕнчен,

Чыс мĕнне аван чухлатпăр

Ĕмĕрхи ĕçре ĕçчен,

Вăрçăра, салтак чух паттăр.

Эпĕр -Улăп йăхĕнчен,

Шуххăн савăнма пĕлетпĕр —

Уявра чун каниччен

Юрă-ташăпа кĕрлетпĕр

Çеçпĕл – пирĕн чĕрере

Григорьева Л. М.
Григорьева Л. М.

Тĕллевсем: Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарасси; чăваш халăхне, чĕлхине чĕререн юратма, Çеçпĕл пек паттăр та хастар пулма хавхалантарасси; пуплеве аталантарасси.

Сцена çинче Çеçпĕл портречĕ, Станислав Репьях поэт çырнă сăвă йĕркисем:

Çеçпĕл, Çеçпĕл –

Паттăр та çепĕç чечек,

Çеçпĕл, Çеçпĕл,

Ман пуласчĕ сан пек.

Ертсе пыракан: Хаклăачасем! Паянхи мероприяти Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунě ячěпе иртет.

Пыл хурчĕ

садикри аслă ушкăн ачисемпе хатĕрлемелли инсценнировка конспекчĕ

(Николай Ыдарай юмахĕ тăрăх)

Ертсе пыракан: Автанкасси ялĕнче пĕр тăлăх ача пурăннă. Вăл мĕнле те пулин апатлă пулас тесе пуян çын патĕнче кĕтӳ пăхма килĕшет. Ачана качака кĕтĕвĕ пăхма хушаҫҫĕ. Кĕтĕвĕ пысăках мар – виçĕ качака кăна.

Ирпе ирех ача качакасене кĕтĕве илсе тухать. Пĕрремĕш кунах тĕлĕнсех каять: качакасем каскăн иккен, кастарса çӳреме питех те юратаççĕ. Пăхса тăнă çĕртех пахчана, калча çине кĕрсе каяççĕ, каласан та, кăшкăрсан та итлемеççĕ. Мĕн тумалла?

Ача: — Кач, кач, качакин

Лăпăс-лăпăс сухалĕ,

Шĕп-шĕвĕркке мăйраки.

Кăкарам – и хурăнтан,

Кăшт ятлам – и хушăран:

Çиме çи те çиессе,

Пăрах эсĕ сĕкессе,

Калчасене ан кăшла,

Ан хуç манăн кăмăла!

Текста малалла вулăр…

Мечтаю стать солдатом

Цель: воспитание патриотических чувств обучающихся, уважения к защитникам Родины

Планируемые результаты: формирование навыков военно-прикладного направления: совершенствование физической подготовки и получение знаний основ военного дела; проявление личностных качеств, таких как умение работать в команде, способность к взаимовыручке и проявление духа товарищества.

Предварительная подготовка:

1) Дети заранее разбиваются на две команды. Каждая команда готовит домашнее задание – учится маршировать, петь песню (команда «Пилоты» — «Огромное небо» (муз. О. Б. Фельцмана, сл. Р. И. Рождественского))

Асаннепе пĕрле

Кушманова Н. В.
Кушманова Н. В.

(Г.Н.Волковăн «Юманкка» юмахĕ тăрăх)

Тĕллевсем:

1). Г.Н.Волковăн калавĕсене вуласа ăса хывасси.пуплеве аталантарассипе малалла ĕҫлесси;

2).тăван ҫĕре ,тавралăха юратма,унăн пурлăхне упрама хăнăхтарасси;

3). тăванлăха упрама,атте –аннене юратма,ваттисене хисеплеме вĕрентесси.

МĂН КУН — АСЛĂ КУН

Павлова А. В.
Павлова А. В.

Тĕллевсем: 1) Мăн кун уявĕн йăлине кăтартса парасси; 2) ачасен тавра курăмне анлăлатасси;

3) ачасен пултарулăхне аталантарасси.

1-мĕш ача. Мăн кун — Аслă кун,

Ҫут ҫанталăк чĕрĕлнĕ кун.

Клентĕр, премĕк, хĕрлĕ ҫăмарта —

Тутлă ҫимĕҫ ҫăварта. («Тантăш» хаҫатран)

Ертсе пыракан. Хаклă ачасем! Паян пирĕн Мăн куна халалланă уяв, эпир Мăн куна паллă тума пĕрле пуҫтарăнтăмăр. Ҫак уяв кашни ҫулах пирĕн пата ҫуркунне килет. Уява кĕтсе пурте пӳрт-ҫурта тирпейлеҫҫĕ, таса тум тăхăнаҫҫĕ, тутлă апат-ҫимĕҫ пĕҫереҫҫĕ, сухан хуппипе Христос ячĕпе ҫăмарта хĕретеҫҫĕ, килен-каяна хăналаҫҫĕ.

Текста малалла вулăр…

Волшебная сила тухьи

Афанасьева Любовь Юрьевна
Афанасьева Любовь Юрьевна

Цель — воспитывать эмоционально-ценностное отношение к чув. нар. иск-ву;

Расширять и закреплять знания о чувашском народном костюме;

Побуждать детей к творчеству через конкретные сказочные образы.

Зал украшен. Пол зала закрыто занавесом. Здесь волшебная страна Саркун. У горы сидит мудрый дедушка Шур Сухал. Перед занавесом слева изба, справа дуб. Дети свободно входят в зал в боковую дверь.

Муз. рук-ль: Ыр кун пултӑр, ачасем.

Дети: Сире те ҫавах (отвечают).

Муз. рук.: Ребята, я предлагаю вам отправиться в путешествие далеко-далеко.

Текста малалла вулăр…

Чи хаклă çын — анне

Урок тĕсĕ: класс тулашĕнчи класс сехечĕ

Сапăрлăх тĕллевĕ: Аннесене юратма, хисеплеме, упрама, вĕсен умĕнчи тивĕçе туйма вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: Мартăн 8 – мĕшне уявлама тытăнни çинчен паллаштарни.

Аталантару тĕллевĕ: Амăшĕсемпе ачасем хушшинчи пĕр-пĕрне ăнланас, пулăшас туйăма вăйлатасси, ăшшăн калаçас, сапăр пулас хăнăхусене, çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

Урок меслечĕ: ыйту- хурав, ăнлантаруллă калаçу.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, тутăрсем, чечексем, хутран касса тунă пысăк чечек, тĕнче картти. «Манăн анне – чи хитри» хаçат (амăшĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе), «Анне валли- чечек пуххи» ÿкерчĕксен выставки.

Класа ятарласа илемлетнĕ, амăшĕсене чĕннĕ.

Ачалăх телейлӗ тӗнче, юлать асăнмалăх кашнин чӗринче

(Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланă, ҫуллахи каникул вăхăтӗнче шкул ҫумӗнчи кану лагерьне ҫӳрекен 5-6-мӗш класс ачисем валли хатӗрленӗ вăйă)

Федорова И. Н.
Федорова И. Н.

Вăйă тӗллевӗсем:

• Астăвăм ирӗклӗхне, тимлӗхне, фантазие аталантарни, тӗрлӗ танлаштарусем туса шухăшлама, пӗтӗмлетӱсем тума вӗрентни;

• пуплев этикечĕпе килĕшÿллĕн калаçăва тĕрĕс йĕркелеме, лару-тăрăва кура сăмахсемпе вырăнлă усă курма хăнăхни;

• вĕренекенсене ашшĕ-амăшне, тăванӗсене хисеплеме вӗрентни;

• ачалăхăн кашни самантне хаклама хăнăхни.

Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, мультимеди проекторĕ, экран.

Текста малалла вулăр…

Çĕнтерÿ çулĕсем: «Хыçра – Мускав!»

(«Калуга – Тула – Мускав» ( çул çÿрев урок сценарийĕ)

С.  В. Петрушкина
С. В. Петрушкина

Умĕн калани.

Чăваш чĕлхипе ирттерекен класс тулашĕнчи ĕçсем ачасен пултарулăхне ÿстерме, харпăр хăй тĕллĕн шухăшлама, ĕçлеме тата уроксем хыççăнхи канăва усăллă йĕркелеме пулăшаççĕ.

Класс тата класс тулашĕнчи ĕçсене ирттернĕ чухне ачасене пĕлÿ çеç мар, воспитани парассине те ялан асра тытатпăр. Вĕсем программа материалĕпе çыхăнччăр, вĕренекенсен шухăш-ĕмĕчĕсене тивĕçтерччĕр, çав ĕçсене шкулти кашни вĕренекен активлă хутшăнччăр тесе тăрăшатпăр. Уроксем, мероприятисем вĕренекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те усăллă пултăр тетпĕр.

Текста малалла вулăр…

■ Светлана Вячеславовна Петрушкина.
Шупашкарти В.А. Архипов милиции генерал-майорĕ ячĕллĕ кадет шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен

Килех, Çĕнĕ çул!

Орлова Н. В.
Орлова Н. В.

Ачасем кĕвĕпе зала кĕреççĕ, ёлка тавра карталанса тăраççĕ.

Ертÿçĕ: Хаваслă зал, мĕн тери паха.

Тĕрлĕ, тĕрлĕ çутăсем çунаççĕ.

Илемлĕ Çĕнĕ çул уявĕ

Тараватлăн хăй патне чĕнет.

Пырăр ёлка çывăхне ,

Пăхăр пурте ун çине:

Ай, мĕн чухлĕ теттесем ,

Çăлтăрсем, çаврашкасем.

Хĕрлĕ Калпак: Хаклă ачасем ! Сывлăх сунатăп сире! Эпĕ Хĕрлĕ Калпак. Паян эпĕ те сирĕнпе пĕрле савăнасшăн. Манăн кукамай халĕ чирлемест, сывалнă. Кашкăр та текех мана хăратаймĕ. Ав,мĕн чухлĕн эпир! Çапла — и?

Ачасем: Çапла.

Текста малалла вулăр…

«Чееленме те ăс кирлĕ» инсценировка

Молчанова Е. П.
Молчанова Е. П.

Автор: Хресчен ывăлĕ пурăннă тет. Ялта ăна пурте Чее çын тесе чĕннĕ.

1-мĕш çын: Куратăр-и, Чее çын пырать?

2-мĕш çын: Çакă-и?

3-мĕш çын: Çакă, çакă!

Автор: Тепĕр тесен, чееленме те ăс кирлĕ. Анчах та Чее çын тÿрĕ чунпа пурăнманнисемпе çеç чее пулнă.

Пĕррехинче Чее çын кил карти шăлма пуçлать.

Кайăксем — пирĕн туссем

Федорова Ирина Николаевна
Федорова Ирина Николаевна

Уяв тĕллевĕсем:

• кайăксем çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ăнланса илме пулăшни;

• вĕçен кайăксене упрамаллине, пулăшмаллине, юратмаллине туйтарни;

• кайăксен ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварни;

• ачасен калаçу чĕлхине, тавракурăмне тата тавçăрулăхне аталантарни.

Уяв эпиграфĕ: Сыхлар кайăксене!

Упрар вӗсене!

Вӗсем – пирӗн туссем!

Ҫут ҫанталăк ачисем!

Кирлĕ хатĕрсем: „Кайăксен сассисем” диск, кайăксен ӱкерчӗкӗсем, „Кайăксем – пирӗн ҫунатлă туссем” презентаци, плакат, компьютер, мультимедиапроектор.

Текста малалла вулăр…

Эпир — пулас космонавтсем

Васильева Н. Н.
Васильева Н. Н.

Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасене космонавтика кунĕпе тарăнрах паллаштарасси;

Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасен тавракурăмне, пултарулăхне аталантарасси;

Аталантару тĕллевĕ: тăван çĕр шыв паттăрĕсемпе мăнаçланма вĕрентесси,

тăван çĕр шывшăн усăллă çын пулма хавхалантарасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем: конверт ăшĕнче кашни ушкăн валли хатĕрленĕ тĕрлĕ

ĕçсем, хутран касса кăларнă «ракета», тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем

Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, экран, мультимедиа проекторĕ.

Зала ачасен ÿкерчĕкĕсемпе, ĕç урокĕнче тунă сувенир-япаласемпе,

плакатсемпе, космос çинчен çырнă каларăшсемпе илемлетнĕ.

Текста малалла вулăр…

Упрар тăван чĕлхемĕре

(Литературăпа юрă-кĕвĕ композицийĕ.)

Иванова А. В.
Иванова А. В.

Тăршшĕпех ачасем калаçаççĕ

«Тăван чĕлхе» юрра итлени (сăвви Александр Савельев-Сасăн, кĕвви Михаил Луковăн, юрлаканĕ Михаил Луков)

«Кала, юлташ, мĕн хаклă саншăн

Хальхи пуян çак тĕнчере?» —

Тесе ыйтсан сывламăп ассăн.

Эп калăп пат: «Тăван чĕлхе!»

Чăваш чĕлхи!

Унпа чĕвĕлтететĕп эпĕ

Кăшт ураланнă ачапа,

Кун-çул пирки хĕрсех пуплетĕп

Хура-шур курнă ватăпа.

Атте-анне чĕлхи!

Текста малалла вулăр…

Кĕрхи уяв

Захарова Г. В.
Захарова Г. В.

(Уяв сценарийĕ, 3-мĕш класс валли)

Тĕллевсем: 1) кĕркунне çинчен вĕреннине çирĕплетесси, çав вăхăтăн илемне туйма, курма, ăна сыхлама, упрама вĕрентесси;

2) çут çанталăка юратас туйăма вăйлатасси, ачасене хăйсене çут çанталăк тусĕсем пулма вĕрентесси;

3) ачасен ăслайĕсене, пултарулăхĕпе тавра курăмне аталантарасси.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, «Кĕркунне çитрĕ» презентаци, çулталăкăн кĕркунне вăхăтне сăнлакан ÿкерчĕксем.

Класа çулталăкăн кĕркунне вăхăтне сăнлакан ÿкерчĕксем çакса хунă. Кĕркунне çинчен юрă янăрать.

Текста малалла вулăр…

Çĕрпÿ ярмăрккине каяр-и?

Ю. М. Александрова
Ю. М. Александрова

Урок тĕллевĕсем:

— ачасене Çĕрпÿ ярмăркки, Тихвин мăнастырĕ çинчен пĕлÿ парасси;

— халăхăн йăла-йĕркине упраса малалла аталантарасси;

— обществăлла вырăнта хăйсене тытма вĕрентесси;

— Тăван çĕр-шыва юратма, упрама, ваттисене хисеплеме вĕрентесси;

— ачасене пуплевне аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, тавра курăмне ÿстересси.

Урок хатĕрĕсем: магнитофон, доска çинче — мăнастырь, ярмăрккă, карусель, сцена ÿкерчĕкĕсем, урапаллă лаша, ачасен фотографийĕсем, ярмăрккăра илнĕ хатĕрсем (шăхлич, матрешка, хăмпă, çил арманĕ тата ытти те), хамăр алăпа тунă хатĕрсем, ăсталанă карусель, икĕ ункă, карçынкка.

Текста малалла вулăр…

Праздник урожая

Кускова Л. А.
Кускова Л. А.

Цель: обобщение и систематизация знаний о дарах осени.

Задачи:

образовательные – установить связь между сезонными признаками природы;

развивающие – развивать связную речь, дружеские отношения, умение работать в коллективе; смекалку, наблюдательность, любознательность

воспитательные – воспитывать любовь к замечательному времени года – осени.

В мире доброты

Константинова И. Г.
Константинова И. Г.

Цель: стимулировать потребность в формировании доброго отношения ко всему окружающему

Задачи: образовательные — расширить знания о добрых словах и их применении в жизненных ситуациях;

коррекционно-развивающие — развивать у воспитанников способности анализировать свои действия;

корригировать речь, внимание путем выполнения заданий;

воспитательные — воспитывать чувство доброты, уважение друг к другу, окружающим.

Ход занятия.

Текста малалла вулăр…

■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4.

(Хулари шкулта 5-6 классенче Ухсай Яккăвне халалласа ирттернẽ литературăпа музыка каςẽн сценарийẽ)

Пĕлÿ тĕллевĕ: чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси.

Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасен тĕнче ăнланăвне, тавра курăмне аталантарасси.

Илемлĕх тĕллевĕ: вăйăсемпе сăвă-юрă урлă чăваш чĕлхине юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтарасси, тăван халăх культурине хаклама, упрама вĕрентесси.

Литературăпа музыка каςẽн юхăмĕ

Саламлани. (Сцена ςине «Илемлẽ, илемлẽ…» юрă юрласа ачасен ушкăнẽ тухать; сцена ςине ертсе пыракансем тухаςςẽ)

Илемлẽ, илемлẽ,

Илемлẽ, чӑваш тẽрри.

Илемлẽ, чӑваш тẽрри те

Тẽрлеме пĕлсен кӑна.

Ертсе пыракансем:

…Ентешсем, салам! Тусăмсем, салам!

Умăрта тăрса пуςăма таям.

Аллăмра — курка, куркара — сăра,

Пуς таяр, тăван, ςăкăр-тăвара.

1-мẽш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр пурне те, сывлăх сунатăп! Сире ςак уявра курма питех те хавас!

Сăвă калакан: («Тăван Слакпуς» клип)

Туссем калаςнă чух, тăван чĕлхемĕм,

Шур акăш тẽкẽ евẽр эс ςемςе.

Санпа ман халăх чунẽпе илемлẽ

Çÿрет ςÿлте те ςẽр ςинче вẽςсе.

Юрланă чух сассу хитре те уςă,

Итлет вăрман та, хир те янраса,

Чулсем ςинче канми-тăми ςăлкуςẽ

Юхса йăпаннă пек сассу таса.

1-мẽш ертсе пыракан: Çак йẽркесен авторẽ — чăваш халăх поэчẽ Ухсай Яккăвẽ. Вăл ςав тери пултаруллă та пуян чẽлхеллẽ поэт. Хăйẽн сăввисемпе поэмисене Ухсай тăван чăваш халăхне халалланă.

Чÿк уйăхẽн 26-мẽшẽнче чăваш халăхẽ Ухсай Яккăвẽ ςуралнăранпа 109 ςул ςитнине паллă турẽ. Паянхи литературăпа музыка каςне эпир сумлă сăвăςăмăра халаллатпăр.

Ухсай Яккăвẽн биографийẽ: (Ачасем калаςςẽ)

1. Ухсай Яккăвẽ 1911 ςулта хальхи Пушкăрт Республикин Пелепей районне кẽрекен Слакпуς ялẽнче ςуралнă. Ухсай ςамрăклах, вун тăватă-вун пилẽк ςултах, ςырма пуςланă. «Аттерен эпẽ тăван чẽлхе пуянлăхне, аннерен чăваш чẽлхин янравлăхне, илемлẽхне вẽрентẽм», — тесе палăртнă сăвăς.

2. Ухсай — чăваш ςырулăхẽн вăйẽ, ςẽнтерẽвẽ, мухтавẽ. Унăн ятне пирẽн республикăра ςеς мар, ςẽршывẽпех лайăх пẽлеςςẽ, чылай хайлавне тẽрлẽ чẽлхене куςарса кăларнă. «Кẽлпук мучи»: «Ту урлă ςул», «Силпи ςăлкуςẽ», «Чапаевпа тẽл пулни», «Тутимẽр» тата ытти нумай произведение вулакансем пысăк хак пачẽς.

Ухсай Яккăвẽн биографийẽ (Вẽрентекен вырăсла калать, презентаци кăтартать).

Литмонтаж.

Ухсай Яккăвẽн «Атăл ςинчен хунă юрă» сăвă.

Юррăмăр, хускал, ан татăл,

Атăл тăрăх кẽрлесем!

Хумханать юратнă Атăл,

Хÿхẽм унăн хẽррисем.

Пирẽн ẽмẽт халẽ аслă,

Ĕмẽт аслă сан пекех.

Пирẽн пурăнăς хаваслă

Пулẽ ẽмẽр-ẽмẽрех.

Шывупа пире чÿхерẽн

Сулхăн каς та уςă ир.

Ϛавăнпа кунта чиперрẽн

Паттăр ÿсрẽмẽр эпир.

Витẽр куςлă пирẽн халăх,

Чунẽ сан пекех таса,

Мухтанса юрлатпăр халẽ

Сан шыву пек шавласа.

2-мẽш ертсе пыракакан: Халẽ вара кăшт канса илер. (Залри куракансемпе пẽрле).

Пẽрре, иккẽ — вăйлă.

Виςςẽ, тăваттă — сивẽ.

Пиллẽк, улттă — хẽвел пăхать.

Çиччẽ, саккăр — ăшă.

Тăххăр, вуннă — маттур!

1-мẽш ертсе пыракан: Халẽ вара хамăр пултарулăха кăтартатпăр.

(«Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлать те…» юрă юрласа ачасен ушкăнẽ сцена ςине тухать).

Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлсан та,

Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлсан

Вӑрман витĕр курӑнать.

Вӑрман витĕр курӑнать.

2-мẽш ертсе пыракан:

Кам пултарẽ калама:

Сасă кирлẽ мẽн тума?

1-мẽш ертсе пыракан:

Сасă кирлẽ калаςма,

Сăвăлама — юрлама.

Ача: Атьăр, туссем, юрă юрлар!

«Пирĕн анне» юрă янăрать.

2-мẽш ертсе пыракан: Ϛитет пулẽ юрласа. Атьăр, вăйă выляр!

1-мẽш ертсе пыракан: Мẽнле вăйă выляр-ши, ачасем?

1-мẽш ача: «Ят пẽлмелле»!

2-мẽш ача (шутлать): Лечче, печче, пива, сава, ленки, лянки, лепече — тух!

Шутласа кăларнă ача урай варрине тухать. Ачасем ун тавра карталанса тăраςςẽ. Ушкăнпа утса вẽсем вăйă сăмахẽсене калаςςẽ:

Ларать, ларать, Таня ларать

Шẽшкẽ тẽмẽ айẽнче.

Ϛиет, ςиет, Таня ςиет

Шẽшкẽн сарă мăйăрне.

Вăхăт ςитсен тăрас пулать,

Ятне тẽрẽс калас пулать.

(Каласа пẽтерсен ачасем чарăнса тăраςςẽ. Ушкăнран пẽри хыςалтан пырса Таня куςẽсене хуплать. Таньăн унăн ятне пẽлмелле).

Ачасем: Пẽлеймерẽ! Мẽнпе савăнтарăн пире, Таня?

Таня:

Юмах ярам, юптарам…

Пẽр ςăмхан ςичẽ шăтăк. Мẽн-ши вăл? (пуς)

1-мẽш ертсе пыракан: Ачасем, тата мẽнле вăйă выляр-ши?

Ачасем: «Çẽрẽ валеςмелле»!

1- мẽш ача (шутлать): Такан тайми тайми пуςли, инчẽк, минчẽк Кавăрли, ытти, ςитти — тăм!

(Кам патне шутласа ςитнẽ, ςав куς хупать. Ϛẽрẽ параканẽ ςав хушăра ςẽрре пẽр ачана парать).

1-мẽш ача: Ϛẽрẽ камра, Сашук?

Сашук: Ϛẽрẽ Машăра.

1-мẽш ача: Сашук пẽлеймерẽ. Мẽнпе савăнтаратăн, Сашук?

Сашук: «Икẽ автан» сăвă калатăп.

Икĕ пĕчĕк сар автан

Тытӑннӑ вӑрҫма паян.

Эх, сӑхаҫҫĕ, эх, чаваҫҫĕ

Пĕр-пĕрне куҫран-пуҫран.

Илтĕм те патак — пĕрне

Хӑваларӑм кил енне.

Мĕн пустуй ҫапӑҫмалла?

Тус-юлташлӑ пулмалла.

А.Галкин

2-мẽш ертсе пыракан:

Мẽншẽн шăппăн тăратăр?

Мẽншẽн шăппăн тăратăр?

Шăппăн-шăппăн тăмашкăн

Шăпчăк чẽппи мар эпир!

1-мẽш ертсе пыракан:

Атьăр, ташă ташлар! Чăваш ташши.

Ташши, ташши,

Салакайăк ташши

Салакайăк ташши мар,

Пẽрремẽш шкул ташши!

(Ачасен ушкăнẽ чăваш ташши ташлать)

«Тух-ха, Ванюк, урама» (ачасем юрласа ташлаςςẽ)

Тух-ха, Ванюк, пирĕн ума,

Эсĕ ташша пит ӑста.

Кӑвва, кӑвва, кӑвва, кӑвва,

Кӑвва, кӑвва, тут, тут!

Ташласа пар, савӑнтар,

Эпир алӑ ҫупӑпӑр!

Кӑвва, кӑвва, кӑвва, кӑвва,

Кӑвва, кӑвва, тут, тут!

Никифор Ваҫҫанка

«Хурăн ςулςи ςурăлсан…» (Ачасем юрă юрласа сцена ςинчен тухса каяςςẽ)

Хурăн ςулςи ςурăлсан

Килет вӑрман илемĕ.

Хурăн ςулςи ςурăлсан

Каять вӑрман илемĕ.

2-мẽш ертсе пыракан: Чăваш тẽнчи ăςта вăл?

1-мẽш ертсе пыракан:

Чăваш тẽнчи юрăра

Тата чăн калаςура.

Чăваш тẽнчи тẽрẽре,

Тẽлẽнтермẽш кẽвẽре.

Чăваш тẽнчи — эс те эп,

Хамăрăн пẽтми хисеп.

Хẽр ача:

Эпẽ ыйтрăм пиччерен:

Эс мẽнле лайăх пẽлен?

Арςын ача:

Чăвашла лайăх пẽлеп.

Эп вулатăп чăвашла.

Эп ташлатăп чăвашла.

Эп юрлатăп чăвашла.

Юрататăп чăваша.

2-мẽш ертсе пыракан: Мẽнех, ςак йẽркесемпе эпир хамăрăн уява вẽςлетпẽр. Тавтапуς сире пирẽнпе пẽрле савăннăшăн! Малашне те ирẽклẽн чăвашла калаςар! Сывă пулăр!

1-мẽш ертсе пыракан:

Тепре тẽл пуличчен!

Чаршав хупӑнать.

Понравилась статья? Поделить с друзьями:
  • Частушка вот решил что я на праздник милой маме сделаю
  • Цитаты про праздник на английском
  • Чаа чыл дугайында сценарий
  • Частушечный батл сценарий
  • Цюй юань праздник