Новогодний сценарий на чувашском языке

Сценарий к новому году на чувашском языке. ✅ Скачать бесплатно

Çĕнĕ çул

6 –мĕш класс ачисем Андей Думилинăн «
Çĕнĕ çул» юррипе ташласа

тухаççĕ

1.е.п.Хире те юр шуратнă

Садра та шурă юр

Пÿртре çеç лăс туратлă

Çап-çамрăк чăрăш пур.

2 е.п. Çĕнĕ çулилсе
килчĕ

Хаваслă уяв.

«Салам»- терĕ чăрăш

Ирех ав паян.

1.е.п Ырă кун пултăр!  Ачасем,
учительсем, ашшĕ- амăшĕсем, кунта, çĕнĕ
çул уявне пуçтараннă хăнасем! Чăн  малтанах
сире çывхарса килекен çĕнĕ 2017  çул
ячĕпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх,
пĕтĕм  ĕçĕрте ăнăçу
сунатпăр.

2.е.п.

Кĕтнĕ вăхăт çитрĕ тинех.

Çак самантрах, халех

Çĕнĕ çул уявĕ пуçланать!

Чунра хаваслăх вăй вылять

Кăмăлтан чĕнетпĕр Çĕн
çул уявне.

Пурне те йыхравлатпăр уяв залне

Ёлкăна уçма сăмах шкул директорне Павлова
Лиана Николаевнăна паратпăр

1.е.п. Паян уяв . Савăнар туссем, выляр,

Кулар, юрăсем юрлар, ташăсем ташлар,

Хамăр пултарулăха кăтартар!

2. е.п.Тĕрĕслесе пăхар-ха эсир епле
маттуррине . Сире пĕр тупмалли юмах парам.

Хатĕр-и хуравлама? Итлĕр, итлĕр лайахрах.

Пирĕшти пек хăй чипер,

Пирĕн умăмрах тăрать,

Капăр теттисемпеле

Камăла савăнтарать

Ку мĕскер вăл, калăр-ха? (Ёлка)

1.е.п. Маттур, маттур.Пĕлейрĕр
тупсăмне.

2.е.п. Карталанăр ачасем,

Ешĕл чăрăш тавралла.

Шăратар-и юрăсем,

Тытăнса алран алла.

Атьăр –ха чăрăш çинчен юрă  юрлар

Юрă «Ёлкăра (В
лесу родилась»)

Юрласа пĕтернĕ
хыççăн зала 2 матрёшка кĕреççĕ.
Калаçса пыраççĕ.

1 матрёшка. Ăçта лекрĕмĕр
эпир?

2 матрёшка. Пĕлместĕп. Пăх-ха
мĕн чухлĕ çын кунта.

1 матрёшка. Чăн та. Такам та пур кунта:
тĕрлĕ чĕр-чунсем, хĕр пикесемпе рыцарьсем.

2 матрёшка. Хуть те мĕн кала ĕнтĕ,
пирĕн пек илемли те пултарулли суккă вара.

1.е.п. Мĕн тума пĕлетĕр вара
эсир çав тери? Кăтартăр-ха хăвăрăн
пултаруллăха.

                   1.матрёшка .Юрĕ
кăтартăпăр. Маэстро музыку!  

                  «Мы веселые
матрёшки» юрă каять. Анчах та матрёшкасем вăл кĕвĕпе мар темле

                   Современный ташлаççĕ.
Хăлхисенче плеер иккен. Пĕрин батарейки пĕтет те

                  
чарăнать. Хăлхинчен  наушникне кăларать. Тепри те чарăнать.

                    2
.матрёшка
. Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн чарăнтăн?

                    1
матрёшка
. Плейăрăн батарейки пĕтрĕ.

                   
2.матрёшка
. çитет пуль пиртен. Халĕ ачасем эсир ташласа
кăтартăр.

                    Ташă
« Финская полька»

                    2.матрёшка.
Питĕ маттур иккен эсир ачасем. Пире те хăвăр патăра
илĕр-ха.

                    1е.п.Илеççĕ
ĕнтĕ. Тăрăр пирĕнпе пĕрле ёлка тавра.

                    1.м.Мĕнле
ёлка? Мĕн-ха вăл?

                   2.е.п.
Эсир ёлка мĕнне  те пĕлместре? Çĕнĕ çул
вĕт халĕ… Пысăк уяв. Çакна   

                    Пĕлмесен
намăс сире.

                   
2.матрёшка
. Ăçтан пĕлер ĕнтĕ эпир.Пире сувенир
тесе таçти ют çĕр-шыва сутса

                   янă та
тусанлă полка çине лартса хунă.

                  1.матрёшка.Мĕн
курар ĕнтĕ эпир унтан.Юрать-ха тарма пĕлтĕмĕр.Атту
çĕнĕ çул,

                   Ёлка
мĕнне те пĕлейместĕмĕр.

                   2.матрёшка.
Тавах сире ачасем.

                  
Матрёшкăсем ачасем хушшинелле кĕрсе
тăраççĕ.          

(Çил – тăман
кĕрет) музыка-заставка вьюги

Çил – тăман:
Сывă –и,ачасем! Пурне те манран,Çил –
тăманран,хĕрÿллĕ салам!

Пăхатăп та ,эсир паян
пурте капăрланса килнĕ. Паян уяв мар пулĕ те?

Ачасем: Уяв!

Ç.- т. Мĕнле
уяв?

А: Çĕнĕ
çул уявĕ

Ç. –т.: Чăн
та, мĕнле эпĕ ун çинчен манса кайнă –ха. Урамра
тахçанах хĕл ларнă. Часах Çĕнĕ çул 
çитет! Эсир Çĕнĕ çула кĕтсе илме пурте
хатĕр –и?

А: Хатĕр!

Ç. –т.: Нимĕн
те манса кайман-и? Илтместĕп

А: Çук!

Ç-т: Дневниксенче
«пиллĕк» паллăсем пур-и? Илтместĕп тепре калăр-ха

А: Пур

Ç-т:Иккĕсем
те пур пуль-ха? Анчах та уява пуçлама кам çитмест-ха пирĕн?

1 Ертсе пыракан: Çур çĕрте
çуралнăскер,

Кĕреçе сухаллăскер

Кучченеç туяннăскер. Кам-ши вăл?
Пĕлетĕр-и?

Чĕререн кĕтетĕр-и?

Ачасем: Хĕл Мучи!
2 Ертсе пыракан: Хĕл Мучи, вăл, Хĕл Мучи!

Сивĕ шартлама хуçи!

Тахçанах ăна кĕтетпĕр.

Хĕл Мучи! Килсем, килсем!

                   Ёлкăна
илем кÿрсем!

Ç-т: Апла пулсан
калăр-ха:мĕнле чĕнсе илмелле ăна кунта?

Е. п. Паллах, юрăпа,
вăл ăна илтĕ те пирĕн пата килĕ.

Юрă: «Белая дорожка»

Ç-т: Халĕ
вара кунта чĕнсе илер-ха ăна, ачасем!

Чакак: Чак!Чак! Хĕл
Мучи килет ман хыçран!

Чак!Чак! эпĕ маларах
вĕçсе килтĕм.Чак!Чак!

Зала Ашапатман
вĕçсе кĕрет Хĕл Мучи тумĕпе (Заставка бабы –яги)

Ашапатман: Акă
çитрĕм эпĕ.

Сывă-и, ачасем? Эсир
Хĕл мучине чĕнсе илесшĕн-и, мĕн япăх сывлăх
сунатăр ăна? Хĕр пĕрчисем кăшкăрма
пĕлетĕр-и? Атьăр-ха пурте пĕрле.
Пуçларăмăр,  и-и-и-   Арçын ачасем шăхăрма
пĕлетĕр-и? Пурте пĕрле пуçларăмăр! Халĕ
вара пурте пĕрле. Маттурсем!

Çапла кĕтсе илмелле
те Хĕл мучине!

Ç-т: Ку тата
мĕнле тĕлĕнтермĕш?

Ашапатман: Ку
тĕлĕнтермĕш, эпĕ-и? Эпĕ çĕр çинчи
чи чаплă Хĕл Мучи. Ытлашши кăшкăрса тăрсан
парнесĕр юлăн ак!

Ç. Т.:.Апла эсех
пуль çав. Эп сана пĕртте курман та.

2 е. п.
Тĕрĕслесе пăхар-ха ăна. Чăн-чăн Хĕл Мучиех-
ши вăл?

1 е.п. Апла пулсан
юрласа  кăтарт-ха пире.

Ашапатман: Çул
çинче нумай çÿресе юррисене маннă та ĕнтĕ.

2 е.п. Эпир сана аса
илтеретпĕр. Атьăр-ха, аса илтерер Хĕл Мучие .

Юрă « С новым годом»

1 е.п.Халĕ
санăн черет çитрĕ. Хĕл Мучи, юрласа кăтарт-ха пире.

Ашапатман: Эпĕ сире
сăвăкаласа паратăп. Лайăх, тимлĕ итлĕр!

Вăрăм чăрăш,
кукăр чăрăш

Хăмăр, сарă
йĕпписем

Çĕн çул
кунĕ савăнатпăр

Эпир ухмах ачасем.

2 е.п. Тĕрĕс
мар каларăн, Хĕл Мучи.

Ашапатман: Мĕнле
тĕрĕс маар.Веçех тĕрĕс.Мĕн тăвас-ха тата?

1е.п. Пире ташласа
катарт-ха.

Ашапатман: Малтан
хăвăр ташласа кăтартăр-ха

2 е.п.Юрĕ
ташлăпăр.Пирĕн пурте ташша ăста.

Ашапатман: Халь ачасем,
ташă ташлăпăр! Çак шăпăрпа мĕнле
сулатăп, тÿрех кĕвĕ пуçланĕ.

Çĕр
çаврăнать çаврăнать…

Тьфу, тьфу..

Халĕ ташă кĕвви
янăрать

Ташă: «Шиншиллы
«Новый год»

Ашапатман:Слаборах
ташлатăр. Хам ташласа кăтартам-ха. Мĕнле ташламаллине манран
вĕренĕр. Маэстро, музыку! (ташланă вăхăтра хĕл
мучин туме хывăнса ÿкет) Современный музыка

1е.п. Нимле Хĕл мучи
те мар эсĕ. Суйса тăран кунта пире.

Ç-т: Асанне,
çитет кутăнлашса, кала ăçта пирĕн асатте?

Ашапатман: Юрать, юрать.
Эсир мана çак уява хăварсан калатăп сире Хĕл мучи
ăçтине.

Эпĕ ăна Африкăна
ăсатрăм. Унта вăл хăй ирĕлсе каять те парнисем
юлаççĕ.. Эпĕ вара каярахпа мĕнле те пулин пырса
пуçтарса килĕп…

Ç-т: Халĕ
вара пирĕн мĕн тумалла-ха?

Ашапатман:  Ха-ха-ха!
Сирĕн нимĕнле уяв та пулмасть. . (ашапатман шăпăрне утланса
ёлка йĕри –тавра вĕçтерсе çÿрет.)

Упăте кĕрет:
Мĕншĕн пирĕн уяв пулмасть?

Çил-тăманăм,
йĕри-тавра пăх-ха, мĕн чухлĕ пирĕн туссем.Пурте
пĕрле пуçтарăнатпăр та çула тухатпăр. Пурте
хатĕр-и?

Ачасем: Хатĕр!

Ç-т: Эпир
хамăр вĕçсе çитетпĕр Хĕл мучи патне. Пурте
сылтăмалла çаврăнса тăтăмăр. Алăсене
çил çунат пек сарса хутăмăр. Маттурсем!

Самолетпа вĕçсе
каятпăр.Хатĕрлентемĕр. Сывлăшалла
çĕклентĕмĕр! Кайрăмăр!

Ç-т:
Çĕр çумнелле анатпăр.Анатпăр, анатпăр. Анса
лартăмăр. Ачасем, пысăк пăр çине анса
лартăмăр пулмалла. Сире сивĕ мар-и? Айтăр-ха пĕр
вырăнта сиксе ăшăнатпăр. Малтан сылтăм ура
çинче, унтан сулахай ура çинче сикетпĕр. Мулкачсем пек те
сикетпĕр.

Юрă: «А-ну, снежок»

Упăте: Ачасем,
ăшăнтăр-и? Эпĕ ăшăнаймарăм. Анчах та
ăçта-ха пирĕн асатте?

Ашапатман: Эсир Африка
ăçта ларнине пĕлетĕр-и, тăмсайсем, ку Çурçĕр!

Упăте:
Çапла,çапла,эпир кăнтăралла вĕçес
вырăнне çурçĕре çитрĕмĕр,
мĕншĕн тесессĕн пурте пĕлеççĕ – Хĕл
мучи Çурçĕрте пурăнать. Эпир ăна тупатпăрах.

Ç-т: Пăр
çинчен çĕр çине каятпăр. Нумай 
тăтăмăр пулас эпир кунтаСулахаялла
çаврăнтăмăр. Пурте сулахаялла пăрăнса
тăтăмăр. та пуйăс çине ларса унта
вĕçтерĕпĕр. Хатĕрлентĕмĕр,
кайрăмăр!

Ташă: «Новогодняя
ночь»

Упăте: Акă эпир
Çĕнĕ çул уявне çитремĕр. Хĕл мучие
йыхравламалли çес юлчĕ.

Ачасем: Хаклăран та
хаклă Хĕл мучи,

              Хаклăран та
хаклă хĕл хуçи.

              Пире хисеп
тусамăр,

             Пирĕн ума
тухсамăр!

Ачасем: Чунпа
кĕтнĕ Юр пике

              Шурă юр пек
Юр пике,

              Сана пурте
кĕтетпĕр,

              Хăна пулма
чĕнетпĕр!

Шăнкăрав сасси
илтĕнет.Хĕл Мучипе Юр Пике
кĕреççĕ

Хĕл мучи:Хирсем
урлă, вăрман урлă, пит инçетри çĕрсенчен
килсе çитрĕмĕр кунта, сирĕн пата уява. Сывă-и,
ачасем!

Юр Пике.Сывă-и
,тусăмсем! Кĕтсе ывăнтăр пуль пире. Пит
васкарăмăр. Халĕ, Çĕнĕ çул
уявĕнче,  кулă çиçтĕр куçсенче.

Хĕл мучи: Эпĕ сирĕн патăра
çитрĕм хаваслă хыпарпа. Кивĕ çул, упăте
çулĕ, ылмашăнать Çĕнĕ çулпа, автан çулĕпе.
Çак ятпа сире телей, ырлăх, сывлăх, ăнăçу
сунатăп.

Юр Пике: Вăрманта, уçланкăра

Пурăнатăп юр çуртра.

Кашниех мана пĕлет

Юр Пике тесе чĕнет.

Шурă юр пĕрчийĕсем

Пурте манăн тусăмсем.

Эй, пуçтарăнăр кунта

Вĕçсе килĕр ман пата.

Савăнăпăр, кулăпăр

Ташлăпăр та юрлăпăр.

Упăте: Хĕл
мучи, эпир сире валли парне – юрă хатĕрлерĕмĕр. Эсĕ те
пире юрласа параймастăн-ши?

2 е.п. Атьăр-ха ,
ачасем, Хĕл Мучие юлаттарар. Чан Хĕл Мучиех-ши ку?

Хĕл Мучи.Юрлас,
юрлас.

 Юрă: «Хĕл Мучи»

1.е.п. Ачасем, мĕнле
чăн-чăн Хĕл Мучиех-и ку?.Чăнах та, эпир кĕтнĕ
Хĕл Мучи килчĕ.

Юр пике: Халĕ вара
тĕрĕслер. Пурте хатĕр-и Çĕнĕ çула
кĕтсе илме? Апла пулсан сас янратмалла вылятпăр. Пурте тимлĕ
пулăр. Сас мĕнле янрать?

Сăмахран, эпĕ ыйтатăп:
Халь миçе сехет? Сирĕн хет,хет,хет тесе каламалла.

       Вăййа
пуçлатпăр:

-Килĕр пурте
çывăха

-ха-ха-ха

Пуçлар хамрăн
вăййа

-йа-йа-йа

Алă çупăр
хытăрах

-рах-рах-рах

Вăхăт миçине
пĕлĕпĕр

-пĕр-пĕр-пĕр

-Автан мĕнле авăтать

-ать-ать-ать

_Ывăнмарăр-и
хуравлама?

-ма-ма-ма

-Ма тесессĕн çитет
пуль?

-пуль-пуль-пуль

Упăте: Маттурсем!

Ашапатман: Хĕл мучи
те çитрĕ, Юр пике те, Упăте çулĕ те пур,
Чăрăшĕ пит хитре. Анчах шел пулин те, вăл халь те
йăлкăшмасть-çке.

Хĕл мучи: Пирĕн
капăр чăрăша йăлкăштарма вăхăт-и?

Ачасем: Вăхăт

Хĕл мучи: Апла
пулсан, пурте пĕрле калатпăр: «Чăрăш, çутăл,
çутăл, çутăл»

Юр пике: Акă
чăрăш та çуталчĕ, чунра хаваслă пулса кайрĕ.
Паян –Çĕнĕ çул

Хĕл мучи: Халĕ
тăрăр, ачасем

                  Пурте
ёлка тавралла

                 
Çĕнĕ çула илер кĕтсе

                  Чун-чĕререн
савăнса

Юр пике: Капăр ёлка
ялкăшать.

                  Юмахри пек
туйăнать.

                  Йăл кулса
куçне хĕсет

                  Ташлама пире
чĕнет.

Ташă: « Тапата-
тапати»

2.Ертсе пыракан:

                    Акǎ пирěн ёлка

                    Çутрě çутǎсем

                     Еплерех хитре вǎл

                     Пǎхǎр-ха, ачсем

                    Йǎл та йǎл
çиçеççě

                    Тěрлě лампǎсем

                 Вǎй выляççě
тейěн       

                    Ылтǎн шевлесем

Хĕл мучи:
Çĕнĕ çул, чуна хавас! Пурте пĕрле савăнар,
юмахри пек пурăнар.Сирĕн хушăрта чаплă вĕренекенсем
нумай. Телеграмма килчĕ вуласа парам-ха

                     
Отличниксен хушамачĕсем
. Вĕсене манран пĕчĕк парне.

.п. Уçă
сасă ян каять

Шкул залне вăл янратать.

Çĕнĕ
çулшăн пур çĕрте те

Уçă пирĕн
алăксем.

Хуть ăçта пырса
кĕрсен те

Янтă капăр ачасем.

2е.п. Хĕл Мучи,
пирĕн пултаруллă ачасем нумай. Вĕсем пурте ёлкана савăнма
килнĕ. 7- мĕш классене сăмах парар-ха.

Юр пике Тавтапуç,
ачасем, пултаратăр.

              Ачасем, кичем ан
пулăр,

              Çак
асамçăна ак курăр,

              Вăл
пĕрре алне сулсан,

Урипе тепре тапсан

Купăс пуçлĕ
янратма

Пурте тухĕç ташлама

Тĕрлĕ такмак калама.

Такмаксем

Хĕл Мучи:Ай питĕ
ашă пулса кайрĕ манна ,ачасем! Уф!Уф! Ирĕлсе каятăп
пулмалла. Юр пике манукăм , пулăш мана хăвăртрах.
Чĕн-ха хаван тантăшусене ташлама. Мана сивее кирлĕ.

Юр пике Халех, асатте,
халех,

6-мĕш класс ачисем,

Манăн çывăх
тусăмсем,

 Килĕр, килĕр ман пата

Çĕн çул ташши
ташлама.

Çĕн çул юрри
юрлама

Хĕл мучи:Тавах сире,
мăнукăмсем. Халĕ мана питĕ лайăх пулса кайрĕ. Сире
валли пĕр хутаç парне илсе килтĕм. Калăр-ха мĕнле
парне? Кам пĕлет?

Ачасем:
канфет,шоколад,премĕк

Хĕл мучи кутамккине
уçать те автан сиксе тухать.

Автан: Юрататăп юрлама,

            Ташлама та выляма.

            Ай-я-рар та ай-я-рар

           Ташлар,
кулар,савăнар.

Ç.-т: Кам
пултăн эсĕ?

Автан:Эпĕ Çĕнĕ çул. 2017-мĕш
çул- автан çулĕ.

Çĕнĕ çул асамĕ – ытарми
сăмах,

Сар хĕвел пек çуттăн йăлтăран ахах.

Пултăр çĕнĕ çулталăк

Чечек пек хитре,

Тăнăç
пурнăç тăтăр çакă тĕнчере …

Юр пике: Автан мĕнле
юрă юрататăн эсĕ?

Юрă: 5-мĕш
классене сăмах паратпăр

1 Ертсе пыракан: Пирěн пата хǎнана

Çитрě Хěл Мучи утса.

Йěри-тавра çаврǎнса

Вǎл  каларě ак çапла:

Хĕл мучи:

«Ыр сунатǎп пурне те!

Ваттисене те çамрǎксене,

Малта пулǎр –пур çěрте

Харсǎр автан çулěнче!

2 Ертсе пыракан: Акǎ çитрě
Çěнě çул

Кивě çул, эс сывǎ юл.

Чǎрǎш пÿлěмре ларать

Теттесемпе ялкǎшать.

1 е. п.Капǎр елка умěнче

Юрǎсем янраççě.

Хел Мучипе юр пике

Пирěнпе ташлаççě.

 Хĕл мучи:

Мĕн тери пире аван

Сирĕнпе пулма паян

Юрламашкăн,
ташламашкăн,

                  Вăйă
выляса савăнмашкăн,

                 Эп ялан хавас.

                 Анчах
вăхăт çитрĕ уйрăлма

Юр пике: Мучи  татах та
килет, анчах унччен тепĕр çул çитет.

                                   
1 е. п.
Хĕл Мучи çулталăкран

                                    
Каллех килĕ хăнана

                                    
Ушкăнпа пур кăмăлтан

                                    
Кĕтсе илĕпĕр ăна

Хĕл мучи: Халь вара
упăте çулне илсе каятăп, сире автан çулĕпе
хăваратăп. Сире ăнăçу сунатăп, телей те
ырлăх, сывлăх та юрату. Пурнăç пултăр пыл та
çу!

Юр пике Ĕмĕтленнĕ
ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Çĕнĕ
çулăн кашни кунĕ телейлĕ те хĕвеллĕ
пултăр, савăнăçлă ирттĕр. Çĕнĕ
çул  ячĕпе, туссем!

Ачасем Чипер кайăр!

Хĕл мучи, Юр пике,
Упăте тухса каяççĕ.

               1 е.п.
Асамат кĕперĕ тейĕн,

Тĕрлĕ тĕслĕн
вылянать –

Юмахри пекех илемлĕн

Пирĕн елка курăнать.

2 е.п.        Ёлка, ёлка,
симĕс ёлка,

Йăлтăр симĕс
теттисем.

Хĕл Мучи ĕнтĕ пурне
те

Парса тухрĕ парнесем.

Юрлама та, ташлама та

Ăста эпир, ачасем.

Ташă «Мексика ташши»

Хěл Мучине
куртăмăр!

Юрпикепе юрларǎмăр!

Алран-алла тытар-и!

Çěн çул юрри
юрлар-и!

Килех
кĕрлесе,Çĕнĕ çул!

Кил, шанчăк.

Кил,ĕмĕт,çунатлăн

Кил çирĕп вăй –
халлă, хăватлă,-

Хăни те, хуçи те эс
пул.

Юрă: «Çĕнĕ
çулпа»

1 е. п.  
Çĕнĕ çул,çĕнĕ çул

Яланах харсăр пул

Кил, иртсем тĕпеле

Çĕн телей парнеле.

2 е. п. Тавтапуç,
куракансене

Хыта ала çупрăр!

Çĕнĕ
çулта çĕнĕ çитĕнÿсем сире

Ĕметсем пурин те
пурнăçланчăр.

1 е. п. Халĕ пурне те
дискотекăна ташлама чĕнетпĕр.

Е.п.( пĕрле) Сывă
пулăр, тепре тел пуличчен,  çĕнĕ çула лайăх
кĕтсе илĕр!

Список песен и танцев 5-8 класс

1.

2.

3.

4.

5.

6.

7.

8.

9.

10.

Çитрĕ ĕнтĕ çĕнĕ çул!

(Кĕçĕн класра вĕренекенсем валли).

 Н.В.Тихонова,  Патăрьел районĕнчи  Пăлапуç-Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан  вăтам шкулта музыка учитĕлĕ. 

Вылякансем:

 1-мĕш ертсе пыракан

2-мĕш ертсе пыракан

Шкул директорĕ

Хĕл мучи

 Юр пике

Çĕнĕ çул-сысна

Урай варринче капăр тумланнă чăрăш ларать. Шкул ачисем зала «Зима- красавица» (Слова С. Савенкова, музыка Т. Тарасовой) юрă кĕввипе ташласа кĕреççĕ. Ертсе пыракансем зал варрине тухаççĕ. 

1-мĕш ертсе пыракан:  

Иртрĕ ĕнтĕ кивĕ çул

Çитрĕ акă Çĕнĕ Çул.

Телей, сывлăх, ăнăçу,

Илсе килтĕр пыл та çу.

2-мĕш ертсе пыракан:

Килĕç паян хăнана

Хĕл мучипе Юр пике

Пирĕнпеле савăнма

Кăмăл тупĕç-ха вĕсем.

 1-мĕш ертсе пыракан:

Учительсем, ачасем,

Кунта килнĕ хăнасем,

Уяв ячĕпе сире,

Саламлатпăр чĕререн.

2-мĕш ертсе пыракан:

 Епле хавас паян, кăмăл уçă, уява кĕтсе илме пурте хатĕр! Савăнар туссем, выляр, кулар, юрăсем юрлар, ташăсем ташлар, хамăр пултаруллăха кăтартар!

Карталанăр ачасем,

Ешĕл чăрăш тавралла.

Шăратар–и,  юрăсем,

Тытăнса алран алла.

1-мĕш ертсе пыракан: Атьăр–ха, алла–аллăн тытăнса чăрăш çинчен юрă ушкăнпа шăрантарар, илемлĕ чăрăша чыслар.

 Ачасем «В лесу родилась елочка» юрра  чăвашла юрлаççĕ.

Ёлкăра.  (авторĕсене тупаймарăм)

  1. Вăрман илемĕ чăрăш тус

Уçланкăра ларать.

Çĕн çул çитсен пире савса

Вăл елкăна килет.

  1. Тумланнă чăрăш пит капăр

Паян залра ларать.

Пире хастар ачасене

Чунтан савăнтарать.

  1. Юрлатпăр хамăр ёлкăра

Ташлатпăр ташăсем.

Мухтатпăр хамăр ёлкăна

Калатпăр сăвăсем.

  1. Шур Хĕл Мучи туя тытса

  Юрла-юрла утать.

 Çĕн çул яч(ĕ)пе саламласа

 Пире телей сунать.

1-мĕш ертсе пыракан:   Халĕ уяв ячĕпе саламлама шкул директорне сăмах паратпăр.

Шкул директорĕ саламлать.

2-мĕш ертсе пыракан:

Хĕл çитнипе савăнса

Илемĕпе киленсе

Шăратар-ха, ачасем

Тепĕр юрă кăмăлтан.

Юрă — ташă «Юр савать». ( Анатолий Никитин репертуарĕнчи юрă)

1. Юр çăвать пĕрремĕш юр. – 2хут   

Юр  çăвать тухса  эс кур                             

Савăнăçлă эсĕ пул.                                     

Пурте çÿрĕр  урампа                                 

Юр пĕрчи вылять санпа                          

Питсене ачаш ÿкет                                 

Кăтăклать те ирĕлет.                                  

2 . Юр çăвать пĕрремĕш юр. – 2хут   

Сахар пек таса шап-шур                             

Чăмăрта та тытса кур                                       

Кăмăла çеклентерет                             

Йăпатать те илĕртет                              

Ман çурес килет каçчен                        

Нăтăрт-нăтăрт юр çинче .                        

3. Юр çăвать пĕрремĕш юр./ 2  хут  

Юр çăвать тухса  эс кур                            

Саванăçлă эсĕ пул                                      

Пурте çÿреç урампа                                 

Юр пĕрчи вылять санпа                            

Питсене ачаш ÿкет                                 

Кăтăклать те ирĕлет                                

Юр çăвать /4 хут                                 

Тухса эс кур                                              

Савăнаçлă эсĕ пул!    

1-мĕш ертсе пыракан: Ачасем, епле хавас, савăнăçлă паянхи уявра, анчах та чи хаклă  хăнасем камсем – ши çак уявра?

Ачасем: Хĕл Мучи, Юр пике.

2-мĕш ертсе пыракан: Айтăр – ха вĕсене чĕнсе пăхар.  Хĕл Мучи! Юр пике, часрах килĕр!( 3 хут).

Ачасем пурте пĕрле «Хĕл мучи» тесе кăшкăраççĕ.

Хĕл Мучипе Юр пике илемлĕ кĕвĕпе зала кĕреççĕ, чăрăш тавра çаврăнса  утаççĕ.

Хĕл Мучи: Салам, манăн пĕчĕк тусăмсем! Салам, хисеплĕ хăнасем! Сивĕ Çурçĕр çĕрĕнчен, сире курас кăмалпа,  килтĕм  эпĕ лашапа, çĕнĕ çулпа саламлама. Ах, Юр пике, кур-ха, кур, мĕнле хитре ку ачасем.  

Юр пике: Çапла Мучи. Уява та епле илемлĕ тумсемпе килнĕ вĕсем. Пакши те пур, автанĕ те, кушакки те, тилли те, мулкачĕ те….

1-мĕш ертсе пыракан: Ачасем, Хĕл мучипе Юр пике, питĕ шăннă пулмалла. Ташлаттарар хăнасене, симĕс чăраш тавралла.

 «Чăваш ташши, такмаксем»

— Симĕс курăк хушшинче

Путек сурăх сиккелет.

Капăр чăрăш тавралла

Ача-пăча сиккелет.

-Пĕррĕ-иккĕ, виççĕ, тăваттă

Урăх шутламастăп.

Хĕл Мучи канхвет памасăр

Урăх юрламастăп.

-Серте яшки,

Пултран яшки
            Çисе юлăр пĕтиччен

Хĕл Мучипе Юр пикене

Курса юлăр каиччен.

Хĕл Мучипе Юр пике Ташлаççĕ, ачасем алă çупаççĕ.

Хĕл Мучи: У-у-х, ăшăнсах кайрăм.

Юр пике: Ачасем еплерех хитре чăраш парнелерĕ сире Мучи, анчах вăл питĕ салху. «Чăраш çутал» тесе пĕр харăс калар – ха сирĕнпе.

Пурте алă çупаççĕ, чăрăш çутăлать.

Юр пике: Халĕ чăраш тавралла, савăк юрă шăратар.  

                 Ёлкара.

  1. Илсе килчĕ Хĕл Мучи

   Кучченеç пире валли.

   Йалтăр- йалтăр юр пĕрчи

   Кĕнĕ-тулнă пÿрт тулли.

  1.  Акă юр пике тухать

  Ташламашкăн ярăнса

  Кучченеç çине пахать

  Чее тилĕ çаврăнса

  1. Мăнтаркка лутра упа

   Купăсне тăсса ярать

   Ав утарăа та унтах

   Упана пыл хыптарать.

  1.   Эх, аван, ытла аван

   Çĕн сул каçĕ ёлкăра!

  Ташласа та ыванман, –    

  Шăрататпăр çеç юрра.

2-мĕш ертсе пыракан: Хĕл Мучи, ачасем сана илемлĕ ташă ташласа параççĕ.

Ташă «Научите танцевать»

Хӗл Мучи: Маттур, пӗчӗк тусăмсемхитре юрлатăр. Халӗ вăйăсем выляса илер-ха. Малтан Юр пикепе  выляса кăтартар – ха.

Вайӑ: «Кам  маттуртарах»?

Ȅлка тавра 4 тенкел лартнӑ. Ҫакӑнта 4 ачана вӑййа чӗнетпӗр, 5 – мӗшӗ Юр пике пулать. Тенкел шучӗ ача шутӗнчен сахалрах пулмалла. Хитре кӗвӗ янӑрать. Вылякансем тенкелсем тавра ҫаврӑнса ташлаççĕ. Кĕвĕ чарăнсан пĕр тенкелне илсе хураççĕ. Кам тенкелсĕр юлать. Çав тухса ӳкет. Вăййа пĕр ача юличчен выляççĕ.

Юр пике: Маттур иккен ачасем. Хавас сирĕнпе хавас. Тавçăруллă ачасем пур- ши? Тĕрĕслесе пăхар-ха. Эпĕ сире халĕ тупмалли юмахсем калатăп, сирĕн вара тупсăмне тупмалла.

Юр пике тупмалли юмахсем калать.

Юр пике: Епле маттур ку ачасем. Выляма та пĕлеççĕ. Хĕл Мучи çинчен юрă та юрласа пачĕç, тупмалли юмахсем те пĕлеççĕ, сăвăсем калама пĕлетĕр – и ?

Ачасем сăвăсем калаççĕ.

1-мĕш  класра, 2-мĕш класра, 3-мĕш класра, 4-мĕш класра вĕренекенсен пултарулăх номĕрĕсемпе паллашасси.

 Хĕл Мучи: Ачасем, эсир мана хавхалантарсах ятăр.  

Ачасене парне валеçет.

Юр пике: Вăхăт çитрĕ уйрăлма, пирĕн ĕнтĕ каймалла.

Хĕл Мучи: Сирĕнпе савăнма Çĕнĕ Çула хăваратăп. Сывă юлăр ачасем! Тепĕр çулччен!

Пĕрле: Сывă пулăр! Чипер кайăр!

 Хĕл Мучипе Юр пике каяççĕ. Çак вăхăтра илемлĕ кĕвĕпе зала сысна кĕрет. 

 Сысна: Сывă-и, ачасем,  эпĕ çĕнĕ 2019-мĕш  çул,  сире   уяв ячĕпе саламлатăп. Çĕнĕ çул ырă та мирлĕ, пултăр. Эсир те ачасем, хальхи пекех тавçăруллă та çивĕч , ăслă та маттур пулăр, ан чирлĕр, аçăр – аннĕрсене, аслисене итлĕр. Ку çул  ман çул, сысна çулĕ пулать,  хаклă ачасем, çулталăк тăршшĕпех  туслă пурăнар, савăнар пĕрле, юрăсем юрлар, вайăсем выляр, ташăсем ташлар…

 Юрă «Çĕнĕ çулпа» (Катя Петровăн «Ылтăн туйпа» юрă кĕввипе юрламалла).

1.Пухaннă паян зала

Мĕн пур  халăх уява

Ёлка тавра ташлама

Хитре юрă юрлама.

Х-ю: Çĕнe çулпа/2 хут

Сире саламлатпăр

Чунтан чĕререн.

Çĕнĕ çулпа/2 хут

Нумай  çул сунатпăр

Телей кунсерен.

2.Юр пикепе Хĕл Мучи

Пулĕç пирĕнпе пĕрле

Тулли ырă кăмăлпа

Савăнтарĕç уявра.

3.Мĕн начарри хыçала

Йытăпала юлтăр-и?

Лайăх хыпарпа кăна

Сысна килет куртăр-и?

2-мĕш ертсе пыракан: Ачасем, атьăр-ха, Çĕнĕ çула мухтаса тепĕр илемлĕ ташă ташлар.

Ташă «Туби-туби».

1-мĕш ертсе пыракан: Уява вĕçлесе пынă май,  сăмах хăнасене, аннесене паратпăр ….

Çакăнпа пирĕн уяв вĕçленчĕ, сире пурсăра та çывхарса килекен çĕн çул ячĕпе чĕререн саламлатпăр. Малашне те пирĕнпе ашшĕ-амăшĕсене тачă çыхăну тытасса шанатпăр. Сывă пулăр, тепре тĕл пуличчен.

Ҫĕнĕ ҫул

Уяв сценарийĕ.

Мĕн тери тĕнче хитре!

Лапка-лапка юр ҫăвать.

Ĕнерхи хура ҫĕре

Мамăкпа витсе хурать.

Шухă ҫил канма пĕлмест,

Вăл хуҫать туратсене.

Хĕл Мучийĕ шеллемест,

Чĕпĕтет хăлхасене.

Ҫил улать ытла та хытă,

Вĕҫтерет тăман тулта.

Пурпĕрех шкула ҫӱретпĕр,

Хăрамастпăр сивĕрен.

Хĕл кунĕнчи ҫил-тăман

Ачасене хăратмасть:

Чупса тухрăм урама

Тăвайккинчен ярăнма.

Хура алсиш алăра,

Шур ҫăматă урара.

Кăвак тутăр пуҫăмра,

Сар ҫунашка айăмра.

Ача-пăча ярăнать,

Тăвайккине якатать.

Тăвайккине якатать,

Хĕл кунĕпе савăнать.

Юр ҫăвать, юр ҫавать,

Хура ҫĕре шуратать.

Атьăр ачасем,тухăр урама,

Тухăр урама, юр купалама.

Лапка-лапка юр ҫăвать,

Хура ҫĕре шуратать.

Хура ҫĕре шуратать,

Мамăк сарнăн туйăнать.

«Юр ҫăвать»-юрă.

Хĕл Мучи (туйипе шаклаттарса) Сывă пурăнаҫҫĕ-и? Пире хапăл
тăваҫҫĕ-и?

Юр пике. Сире савса,юратса ҫитĕмĕр ҫак уява.

Хĕл Мучи. Часах Сĕнĕ ҫул ҫитет,

Асамлăхпа илĕртет.

Ҫĕнĕ ҫул, ҫĕнĕ ҫул

Телейлĕ пултăр сирĕн чун.

Ташлăр, савнăр, выльăр, кулăр.

Пуян пултăр сирĕн ҫул.

Юр пике. Ҫĕн ҫул илсе килчĕ хаваслă уяв

«Салам»,-терĕ елка ирех ав паян.

Шкулта симĕс чăрăш паян хăнара.

Юрлар-ха халь юрă утса ун тавра.

«Хире те юр шуратнă»-юрă

Хĕл Мучи . Ачасем, эсир сивĕрен хăратăр-и?

Асăрханăр, асăрханăр.

Алăсене хыҫа пытарăр.

Кама алран ярса тытап

Ҫавна тӱрех (Ăна часах) шăнтса лартап.

Ай маттур та эсир, ачасем! Никама та шăнтса лартаймарăм.

(Хĕл Мучи кама та пулсан лектарсен ташлаттаратпăр)

Ташласан часах ăшнаҫҫĕ.

Сивĕрен те хăтăлаҫҫĕ.

Хĕл Мучи. Халĕ сире ҫакăн пек ĕҫ парас тетĕп. Ҫак сăвăсен
вĕҫĕсене кам хăвăртрах тупать,ҫавă манран парне илет.

Сăвăсене вĕҫлĕр.

Х.М. Акă ҫитрĕ Ҫĕнĕ ҫул,

Уявра хаваслă …(пул).

Ю.П.Акă ҫитрĕ Хĕл Мучи,

Хĕл Мучи-уяв…(хуҫи)

Х.М. Елка тавра ачасем,

Питĕ те маттур вĕсем.

Юрăсем юрлаҫҫĕ,ташăсем…(ташлаҫҫĕ).

Ю.П.Шурă юрĕ ҫурĕ,ҫурĕ,

Парнелерĕ ташă-юрă.

Ачасем кулаҫҫĕ,чунтан …(савăнаҫҫĕ)

Тупмалли юмахсем:

1) Ури ҫук, юр тăрăх чупать.(йĕлтĕр)

2) Ҫулла выртать,хĕлле пăр тăрăх чупать.(коньки)

3)Шурă ҫăлтăрсем алă ҫинче выртаҫҫĕ,

Шыв пулаҫҫĕ.(Юр пĕрчисем)

4) Шывра ҫуралать, шывран хăрать.(пăр, тăвар)

Юр пике.Ҫĕнĕ ĕмĕт-ҫĕнĕ ҫул,

Пирĕнпе выля та кул.

Савăнар-ха ушкăнпа

Чăрăш тавралла утса .

«Ҫĕнĕ Ҫул елки» -юрă

Хĕл Мучи. Юрларăмăр, ташларăмăр, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене те
тупрăмăр. Халĕ сăвăсем калама вăхăт ҫитрĕ.

Ҫĕнĕ ҫул, ҫĕнĕ ҫул,

Акă ҫитрĕ ҫĕнĕ ҫул.

Уява эс хатĕр пул,

Юрла, ташла, савăн, кул.

Инҫетри ҫурҫĕртен хăнана

Хĕл Мучи килсе ҫитрĕ паян.

Кам кăна пухăнман елкăна?

Мĕн тери ешĕл чăрăш пуян.

Тĕрлĕ тĕслĕ ҫап-ҫут теттесем

Чӱхенеҫҫĕ ҫинҫе йĕп ҫинче.

Капăр тумлă маттур ачасем

Савăнаҫҫĕ Ҫĕн ҫул каҫĕнче.

Акă ҫитрĕ Хĕл Мучи.

Хĕл Мучи-уяв хуҫи.

Юрăсем юрлатпăр, сăвăсем калатпăр,

Ташăсем ташлатпăр,

Пурте савăнатпăр.

Ҫитрĕ Хĕл мучи кулса,

Шур сухалне каҫăртса,

Юр пике пĕрлех пырать,

Ҫепĕҫ юрă шăратать.

Хĕпĕртерĕҫ ачасем,

Сар хĕвелĕн шевлисем,

Тăчĕҫ чăрăш тавралла,

Тытăнса алран-алла.

Хĕл мучи, Хĕл мучи,

Шур сухаллă Хĕл Мучи.

Кил пирĕнпе ташлама,

Кил пирĕнпе выляма.

Юр пике, Юр пике,

Шур кĕпеллĕ юр пике,

Кил пирĕнпе юрлама,

Кил пирĕнпе выляма.

Хĕл Мучи хутаҫĕнче

Кишĕр пур-Мулкач валли,

Мăйăр пур-Пакша валли,

Пыл та пур-Упа вали.

Хĕл Мучи хутаҫĕнче

Премĕк пур-Петюк валли,

Шоколад-Сашук вали,

Пан улми-Ленук валли.

Ҫĕнĕ ҫулăм, ҫĕнĕ ҫулăм,

Эс телей кӱрсем пире,

Йăлкăштăр ялан йăл-кулă

Сăн-питре, чун-чĕрере!

Тус-юлташсемпе пĕрле

Савăнма епле аван!

Шурă шупăрлă хĕлле,

Тавтапуҫ сана чунтан!

Эх, аван-ҫке елкăра,

Савăнăҫ вылять чунра.

Атьăр халĕ ачасем,

Тантăшсем те тусăмсем,

Юрăсем юрлар,выляр,

Хĕл Мучипеле ташлар.

Ҫĕн ҫула ҫĕн телейпе,

Пысăк ĕмĕт-тĕллевпе

Кĕтсе илер, савăнар,

Пур ҫынна та ыр сунар.

Хĕл Мучи. Юр пике,эсĕ мĕнле шутлатăн,парнесем салатма вăхăт-и?

Юр пике. Паллах вăхăт.Чи хаваслă самант ҫитрĕ.

Хĕл Мучи. Кил-ха хĕрĕм,пулăш мана.

(парнесем салататпăр)

Хĕл Мучи. Сывă пултăр Ҫĕнĕ ҫул!

Иртсе кайрĕ кивĕ ҫул!

Юр пике. Ак татах иртрĕ тепĕр ҫулталăк,

Килчĕ ҫитрĕ каллех ҫĕнĕ ҫул.

Юлтăн эс ырăпа асăнмалăх,

Манăҫми кивĕ ҫул, сывă пул!

Ҫĕнĕ ҫул, ҫĕнĕ савăнăҫ пирĕн,

Малаллах ăнтăлать чун-чĕре.

Ялтăрса килекен янкăр ирĕн

Илĕртет ҫут хĕвелĕ пире.

Хĕл Мучи. Ҫĕнĕ ҫул ҫитнĕ ятпа сире, тăвансем!

Юр пике. Пурне те ҫирĕп сывлăх,ăнăҫу, телей! Туслă пулăр,ачасем!
Эпир сире пурне те саламлатпăр! Туслăх ĕмĕре пытăр!

Хĕл Мучи. Ҫире пурне те тату пурнăҫ сунатпăр.

Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе,саламлатпăр!

Сывă пулăр! Телейлĕ пулăр!

Халĕ малалла савăнма, ташлама пултаратăр. Тепре тĕл пуличчен!

Ведущая: Нам праздник весёлый зима принесла.

Зелёная ёлка к нам в гости пришла.

Хочется ребятам разглядеть игрушки,

Рассмотреть всю ёлочку,

Снизу до макушки!

Посмотрите, как красиво нарядилась наша ёлочка…

Звучит музыка. Дети обходят ёлочку, рассматривают игрушки.

Дети: 1. Как пушиста и нарядна

Ёлка выросла в лесу,

А теперь пришла на праздник.

Полюбуйтесь на красу!

2. В зале ёлочка стоит,

И на ней снежок блестит.

А на веточках игрушки,

И конфеты и хлопушки.

3. Рада ёлка в нашем зале

Огоньками засверкать,

Машет веточкой пушистой,

Так и хочет поплясать.

4. Ёлочка милая, в зале своём

Мы тебе песенку нашу споём.

ИСПОЛНЯЕТСЯ ПЕСНЯ: «МАЛЕНЬКОЙ ЕЛОЧКЕ».

Ведущая: Все у ёлки новогодней

Дружно водят хоровод,

Но что-то ёлка загрустила,

Ветки к низу опустила.

Мы её развеселим

И скучать ей не дадим!

Скажем ёлке: «Раз, два, три, наша ёлочка гори! »

Дети: Раз, два, три, наша ёлочка гори!

Звучит фонограмма. Ёлочка загорается.

ВЕД: Каждый раз под новый год сказка по земле идёт,

Постучится к нам в окошко, отряхнет от снега ножки,

Тихо двери отопрет и рассказ вести начнет.

ВЕД : Спит под снегом зимний лес, полон сказок и чудес.

На поляночке лесной стоит домик ледяной.

В нем Снегурочка живет и красавицей слывет.

Её в гости позовем? С нею спляшем и споем.

Эй, Снегурка, отзовись! Ты на праздник к нам явись!

СНЕГУРОЧКА ВЫХОДИТ ИЗ ДОМИКА, ПОЕТ ПЕСНЮ.

СНЕГУР: Здравствуйте, мои друзья, слышу, звали вы меня?

В белом домике своем мы дружно с дедушкой живем.

Люблю я снег и ветер и солнце и мороз

Люблю я утро встретить средь елок и берез.

Сказку вы звали, и вот я пришла, и даже друзей с собой привела!

Но чтобы сказку нам начать надо станцевать

Исполняется танец: «Пляска с погремушками».

Просыпается медведь (кукла)

МЕДВЕДЬ. Кто тут расшумелся, спать мне не дает?

СНЕГУР. Извини нас мишенька, мы ведь не специально, мы праздник отмечаем Новый год.

Ну раз ты проснулся давай с нами праздновать.

МЕДВЕДЬ. Хорошо все равно уже не засну. Давайте, ребята поиграем.

Проводиться музыкальная игра: «Игра с мишкой»

МЕДВЕДЬ. Ох, и шустрые ребята, никого я не догнал, но как я быстро-то устал. Я присяду отдохну и на вас я погляжу.

СНЕГУР. Сядь хороший отдохни и на нас ты погляди.

Медведя сажают возле домика Снегурочки.

СНЕГУР, Ой, ребята, тише, тише

Что-то странное я слышу.

Вбегает Белочка с корзинкой в корзинке шишки.

БЕЛОЧКА. Я — Белочка — резвушка, весёлая подружка,

И трудиться целый день мне нисколечко не лень.

Я орешки собираю и на зиму запасаю!

Здравствуйте, ребята!

Я белочка лесная

И очень озорная

На празднике у вас

Попляшем мы сейчас.

Исполняется танец: «Приседай»

БЕЛОЧКА. Молодцы, ребята, весело вы танцевали. А хотите поиграть? У меня в корзинке шишки, я раздам вам по одной, вы должны положить шишку возле себя, музыка играет, вы танцуете. Музыка остановилась, вы должны быстро взять шишку в руки, чтобы я не успела у вас взять шишку.

ПРОВОДИТСЯ ИГРА; «КТО БЫСТРЕЙ».

БЕЛОЧКА. Молодцы, ребята!

ВЕД: Вы сегодня в нашем зале так красиво танцевали.

СНЕГУР. : Но обидно нам до слез. Где же Дедушка Мороз? Уж пора б ему прийти, задержался он в пути. Дед Мороз, ау, ау! Слышишь, я тебя зову! Здесь не будем мы скучать, будем весело играть! Ребята, давайте все вместе позовем Дедушку Мороза!

ДЕТИ. Дедушка Мороз!

ВХОДИТ ДЕД МОРОЗ.

ДЕД МОРОЗ: Я так спешил, я так устал и наверно опоздал?

ВЕД: Нет, нет, нет! О как мы рады! Проходи скорее в зал.

Продолжаем, продолжаем новогодний карнавал!

ДЕД МОРОЗ: Здравствуйте, взрослые, здравствуйте, дети!

Рад вас всех видеть, уж вы мне поверьте.

Рад, что ваш праздник в полном разгаре,

Рад я веселой детской забаве.

Когда ребятишки поют, веселятся,

Ведь Деда Мороза они не боятся?

СНЕГУРОЧКА: Дедушка, а вот и я!

Д. МОРОЗ :Здравствуй, внученька моя .

А сейчас нам, детвора, поиграть пришла пора!

Ёлка светится, искрится, будем, дети, веселиться?

Вы, ребята, не скучайте, дружно танец начинайте!

ИСПОЛНЯЕТСЯ ТАНЕЦ: «ЗИМНЯЯ ПЛЯСКА»

Д. МОРОЗ. Молодцы, ребята! Весело тут у вас.

ДЕД МОРОЗ: Девочки и мальчики, пропажа у меня!

Куда-то делась варежка при белом свете дня…

СНЕГУР: Ты, дедушка, с детьми поиграй и варежку свою поймай!

Игра «поймай варежку».

ВЕД: Вот попался к нам в кружок, здесь и оставайся.

Не уйти тебе, дружок, как не вырывайся.

Ты спляши для нас, тогда выпустим!

ДЕД МОРОЗ: Да я уж старый стал, плясать-то разучился…

ВЕД, А мы тебе дедушка поможем

ПЛЯСКА ДЕДА МОРОЗА.

ИСПОЛНЯЕТСЯ ПЕСНЯ: «ДЕД МОРОЗ»

ДЕД МОРОЗ: Ох, устал я, здесь присяду.

СНЕГУР: Отдохнуть дедуле надо.

ДЕД МОРОЗ: Послушать я хочу сейчас, как стихи читаете.

Ну-ка, я спрошу у вас, стихов-то много знаете?

Ну читайте мне погромче, выходи, кто первым хочет!

Дети 5. Дед Мороз прислал нам елку,

Огоньки на ней зажег

И блестят на ней иголки,

А на веточках — снежок!

6 Посмотрите, Дед Мороз

В валенках и шапке.

Он на севере живет

И не носит тапки.

7. Добрый Дедушка Мороз

Елку к нам сюда принес,

Чтобы мы на Новый год

С ней водили хоровод.

8. Папа елочку купил

Дед Мороза посадил.

Здравствуй Дедушка Мороз!

Ты подарки нам принес?

9. Пришла на праздник елка

Сверкает и блестит

Зеленой веткой машет,

Стоять нам не велит.

10. Дед Мороз, Дед Мороз!

Хорошо что ты принес

В детский сад сегодня

Праздник новогодний!

ИСПЛНЯЕТСЯ ТАНЕЦ-ПЕСНЯ: «ГДЕ ЖЕ НАШИ РУЧКИ? »

Д. МОРОЗ. Молодцы, ребята!

СНЕГУР. Дедушка мороз порадуй детей подарками!

Д. МОРОЗ. Вы меня порадовали играми, стихами, песнями.

А теперь пришла моя очередь порадовать вас подарками.

/Дед Мороз вместе со Снегурочкой и ведущей раздают подарки/

ВЕД. Давайте все вместе скажем Деду Морозу «Спасибо! »

*** Спасибо

Д. МОРОЗ. Всех поздравляю от души,

Пусть Новый год встречают дружно

И взрослые, и малыши!

СНЕГУР. Вот пришла пора прощаться!

Очень грустно расставаться!

Д. МОРОЗ Через год придем опять

Вам подарки раздавать!

Вы подарите нам пляски,

Мы вам — волшебство и сказки!

Дед Мороз и Снегурочка вместе

До свидания, до новых встреч! /Уходят под музыкальное сопровождение/

РАЗДАЧА ПОДАРКОВ.

Понравилась статья? Поделить с друзьями:
  • Новогодний сценарий на четверых
  • Новогодний сценарий со снежной королевой замороженная карта
  • Новогодний сценарий на троих
  • Новогодний сценарий со снежной бабой
  • Новогодний сценарий на тему фильма карнавальная ночь