Сценарий аннесен уяве

"Аннесен уявĕ валли çырнă литмонтаж"

Аннесен уявĕ валли çырнă литмонтаж.

Тĕллевсем: Аннене хисеплеме, юратма, хаклама вĕрентесси; ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинчи пĕр-пĕрне ăнланас, пулăшас туйăма вăйлатасси, ачасен çыхăнуллă пуплевне, шухăшлавне аталантарасси.

                                               Литмонтаж йĕрки.

С.Н.  1-мěш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хаклăран та хаклă аннесем!

М.В.  2-мěш ертсе пыракан: Сире чунтан-чĕререн аннесен уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, пурнăçра ăнланупа килĕшÿ сунатпăр.

С.Н.  1-мěш ертсе пыракан: Тăван çĕршыва юратасси те аннерен пуçланать, этемлĕх те аннепе çыхăннă. Кашни çыншăн «анне» тени пĕрремĕш сăмах, пĕрремĕш çын, пирвайхи туйăм…

М.В.  2-мěш ертсе пыракан: Анне…Аннеçĕм… Чи юратнă çынна кăна çапла çепĕç чĕнме пулать. Çак асамлă сăмахра чун-чĕре ăшши, пурнăç кунçулĕ.

С.Н.  1-мěш ертсе пыракан: Аннесем, пире эсир ырă та вашават, ăслă та пултаруллă, йăваш та сăпайлă пулма вĕрентетĕр. Пăхса ÿстеретĕр, ура çине тăратса телей парнелетĕр.

М.В.  2-мěш ертсе пыракан: Яланах ырă канашсем парса пурнăçри кăткăс лару-тăрура упратăр, çавăнпа эпир сире чунтан-чĕререн ( пурте пĕрле) ЮРАТАТПĂР!!!

С.Н.  1-мěш ертсе пыракан: Даша, эсĕ аннÿне юрататăн-и?

Даша: Эпĕ унсăр пурăнма пултараймастăп.

М.В.  2-мěш ертсе пыракан: Эсĕ вара, Надя, аннÿне юрататăп тесе каланă- и?

Надя: Тен, каламан та пулĕ, анчах эпĕ уншăн тем тума та хатĕр.

С.Н.  1-мěш ертсе пыракан: Эсĕ вара, Настя?

Настя:

Юратнă аннеçĕм,

Эс ман чĕрере.

Эс маншăн илемлĕ

Çут çăлтăр пекех.

Мана эс çуратнă,

Вĕрентнĕ утма.

Юратнă аннеçĕм,

Ялан пул манпа.

Йывăр чух пулатăн

Ялан эс çумра.

Мана пулăшатăн

Чăн-чăн çын пулма.

(Ачасем юрă юрлаççĕ: «Ман анне»)                                           

   Юрă: «Пирĕн анне».

Анне эсĕ ир тăран

Ир тăран та ĕç тытан. 2раза

Пахчара йăран çумлан,

Апатне лартса яран.

Васкаса ĕне сăван,

Кĕтÿне те хăвалан.

Ла-ла-лалала.

Ла-ла-лайла.

Ытарми хитре анне

Ывăнми ĕçчен анне.2раза

Çĕнĕ кунăн ыйхине

Эс сиретĕн пулмалла

Шуçăмне те хĕвелне

Эс чĕнетĕн пулмалла.

Ла-ла-лалала.

Ла-ла-лайла.

Анне эсĕ ир тăран

Ир тăран та ĕç тытан. 2раза

Пахчара йăран çумлан,

Апатне лартса яран.

Васкаса ĕне сăван,

Кĕтÿне те хăвалан.

Ла-ла-лалала.

Ла-ла-лайла.

С.Н.  1-мěш ертсе пыракан: Арсений, сан аннÿ мĕнле çын?

Арсений: Вăл пуринчен те илемлĕ, ырă кăмăллă, алли вара ылтăн.

М.В.  2-мěш ертсе пыракан: Надя, аннесемшĕн чи хакли мĕн-ши?

Надя: Темле япалана та туянма пулать, амăшĕшĕн ачисенчен хакли ним те çук. Кашни пепки ылтăнран та хаклăрах. Эсир килĕшетĕр-и манпа?

С.Н.  1-мěш ертсе пыракан: Çаплах, аннен çепĕç аллисем лăпканине, ачашланине мĕн çиттĕр енте.

Катя Т.: Анне пуртан эпир телейлĕ.

Ева: Вăл манăн вĕрентекен, юлташ, чи çывăх тус, вăл манăн чи çывăх çын.

М.В.  2-мěш ертсе пыракан: Виолетта, эсĕ аннÿне час-часах пулăшатăн-и?

Виолетта: Паллах, хуçалăхра ĕç нумай. Аннесем ан ватăлччăр тесен вĕсене яланах пулăшмалла. Пирĕн пулăшу вĕсене кирлĕ.

С.Н.  1-мěш ертсе пыракан: Оля! Санăн аннÿ тума пĕлмен ĕç пур-и?

Оля: Манăн анне пур ĕçре те маттур. Ларса канма пĕлмест, эреветлĕ-теветлĕ чĕкеç тейĕн. Пире те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарать, ĕç вăл- пурнăç илемĕ-çке.

М.В.  2-мěш ертсе пыракан: Ксюша! Аннÿне мĕнле савăнтаратăн?

Ксюша: Эпир лайăх вĕренсен аннесем пуринчен ытла савăнаççĕ, мĕншĕн тесен амăшĕсем хăйсен ачисене ăслă-тăнлă, пысăк культурăллă, анлă тавракурăмлă курасшăн.

С.Н.  1-мěш ертсе пыракан: Аннен чи ырă чĕре теççĕ, тĕрĕсех-ши, Надя?

Надя:

Манăн анне питĕ ырă.

Куçĕ хăмăр, çӳçĕ çырă.

Мана ăшшăн çупăрлать,

Хăйĕн çумне чăмăртать. 

Унпа лайăх калаçма,

Пĕрле юмах вулама.

Сăвă калама вĕрентет,

Лайăх каласан хĕпĕртет. 

(Ачасем юрă юрлаççĕ: «Мамина улыбка»)

Мамочка родная я тебя люблю.

Все цветы весенние тебе я подарю.

Пусть солнце улыбается, глядя с высоты.

Как же это здорово, что у меня есть ты.2р.

Мамина улыбка вносит счастье в дом.

Мамина улыбка мне нужна во всем.

Мамину улыбку всем я подарю.

Мамочка родная я тебя люблю.2р.

Нет на свете лучше и милее глаз.

Мама всех красивее скажу я без прикрас.

Ведь без тебя мне мамочка не прожить и дня.

Как же это здорово, что ты есть у меня.2р.

Гриша: Манăн анне те тĕнчере чи ырри, айăпа кĕрсен те каçарать. Ачасем, ан кÿрентерĕр аннĕрсене! Вĕсем хисепе тивĕç.

М.В.  2-мěш ертсе пыракан: Катя С., эсĕ чи çывăх çынран каçару ыйтса курнă-и?

Катя С. : Астумастăп, анчах халĕ çак уявра эпĕ каçару ыйтасшăн. Каçар, аннеçĕм, кӳрентернĕ пулсан.

С.Н.  1-мěш ертсе пыракан: Настя, аннÿне тав тăвас килет-и?

Настя:

Тавах сана, анне, пире çуратнăшăн,

Пĕчĕкренех тӳрĕ çула тăратнăшăн.

Эс маншăн тĕнчере пĕр чи хакли,

Чечексенчен те эсĕ чи хитри. 

Родион:

Тавах сана, анне, эсĕ пурришĕн,

Çемçе те ырă кăмăллă пулнишĕн.

Санăн хитре, илемлĕ йăл-кулли

Сар пысăк хĕвелтен те чи ăшши. 

Руслан:

Аннеçĕм!

Эс нихăçан ан ватăл, ан куллян,

Эс пур пулсан, эп пуринчен пуян.

Музыкальная пауза – Танец «Мы матрешки»
Мы Матрешки, вот такие крошки,
А у нас, а у нас розовые щечки.
Мы Матрешки, вот такие крошки,
А у нас, а у нас чистые ладошки.
Мы Матрешки, вот такие крошки,
А у нас, а у нас модные прически.
Мы Матрешки, вот такие крошки,
А у нас, а у нас пестрые платочки.
Мы Матрешки, вот такие крошки
А у нас, а у нас красные сапожки.

С.Н.  1-мěш ертсе пыракан: Эпир анне умĕнче парăмра, çавăнпа та яланах хисеплесчĕ, юратасчĕ, ĕмĕрех пĕрле пуласчĕ, нихăёан та сире сăмахпа та, ĕçпе те кӳрентерес марччĕ.

 Ксюша:

 Ырă кăмăллă аннеçĕм,

Тав тăватăп пуç тайса

Пире пăхса ӳстернишĕн.

Юратнишĕн лăпкаса. 

Катя С.

Ыррине çеç вĕрентетĕн,

Тӳрĕ кăмăллă пулма.

Яланах пире пиллетĕн

Пурнăçра телей курма. 

Катя Т.

Çут хĕвелĕм эс, аннеçĕм.

Сывлăху сан пултăр çирĕп

Нумай-нумай пурăнма.

Юрататпăр пит сана.

Арсений: Çулсем иртнĕçемĕн аннесен сывлăхĕ хавшать, çавăнпа та сире чĕререн каланă ăшă сăмахсемпе савăнтарас килет.

Настя:

Анне эс пире ӳстернĕ,

Пăхнă пире ир те каç.

Ырă пурнăç эс пилленĕ,

Çĕр çултан та иртсе каç. 

Тав сăмахĕ шав калатпăр

Сана анне кунсерен.

Ырлăх-сывлăх, вăй сунатпăр,

Пулсам пĕрле çулсерен.

Надя:

Анне, анне, аннеçĕм!

Сана эп юрататăп!

Пĕр саншăн çеç çурхи ир

Хире чупса тухатăп.

Хитре чечек тататăп,

Ăна сана паратăп.

Пĕрле ачасем калаççĕ:     Аннеçĕм, ман, аннеçĕм!

Сана чунтан саватăп!

                                           Такмаксем.

Аттене те хывман эп,                          Эп юрлама юратап,

Аннене те хывман эп.                         Эп ташлама юратап,

Шупашкарти артистсен                      Юрланипе, ташланипе,

Кукамăшне хывнă эп.                         Аннене савăнтарап.

Утсассăн та, чупсассăн та,                  Эпир сире юрататпăр,

Эпир шыва каяс çук.                           Уявпа саламлатпăр.

Юрласан та, ташласан та,                   Сывлăх, телей, юрату

Эпир намăс курас çук.                        Сирĕн пултăр кашни кун.

 (Аннесемпе пĕрле юрлаççĕ «Солнечный круг»)

Ачасем класа илемлĕ кĕвĕ
янăранă май кĕрсе майлашăнса
тăраççĕ.

ВĔРЕНТЕКЕН:

Таймапуç
сире, юратнă аннесем!

Ырми-канми
ĕçленĕшĕн,

Ывăл-хĕр
ÿстернĕшĕн

Тавтапуç
сире!

Ырă
сăмахсемшĕн,

Çепĕç
аллăрсемшĕн,

Ăнланма
пĕлнишĕн

Тавтапуç
сире!

Тавтапуç
ĕçĕре пăхмасăр, вăхăта шеллемесĕр
паян пирĕн пата килнĕшĕн! Эпир паян чи ырă та чи
çутă уявсенчен пĕрне паллă тăватпăр! Паян
пирĕн   «Анне кунĕ»!

 1-мĕш ача.Саша Ырă кун,
савнă тăванăмăрсем!

2- мĕш ача. София  Аван-и,
çывăх çыннăмăрсем!

Пĕрле: Пурне те хаваслă
кулă, ырă кăмăл, пысăк телей сунатпăр!

Наташа: Тем-тем сăмах каласшăн

Ача тăсать алне.

Вăл туртăнать хавассăн

Хăй амăшĕ патне.

Рома : Анне!

Çак ят чи çывăх,

Чи чаплă çĕр
çинче.

Пурнать вăл ĕмĕр сывă

Кашни çын чĕринче.

Оля: Хĕвел пек çутă
çыннăм, анне,

Çук санран çывăххи тĕнчере.

Эс кўретĕн кил-çурт илемне,

Юратса ўстеретĕн пире.

Эх, аннеçĕм, анне,

Яланах эс çĕклен чĕрене,

Тайма пуçăм сана.

Дима: Эс, анне, мана çуратнă

Ирхи шăпчăк пек пулма.

Çунат хушнă та ăсатнă

Çĕр çинче телей тума.

Катя:
Аннесем, ытарми хевелем,

Кун-сул
пиллерен эс мана,

Санпа
чухне эпир телейле,

Телейле
эс пуртан кана.

Аннесем,
йал кулан хевелем,

Пиллерен
эс мана кун-сул,

Эс
пуррипе эпир телейле

Эс
сук пулсан телей те сук.

Юрă
«Анне пурăн»

 Максим:
Юрататaп анне куллине,

Aшшaн-aшшaн
куcран пaхнине,

Ыр
сaмах, пил парса суннине…

Тeнчере чих акли-ман анне

София
. Аннене эп юрататăп,

Чĕререн
cапла калатăп:

 «Сывлăхлă
пулсам ялан,

 Ан
чирле эс нихăcан».

Гордей: Кам ирттернĕ
маншăн куç хупмасăр

Çил-тăманлă вăрăм
каçсене?

Эсĕ мар-и чăтнă
çывăрмасăр

Талăкшарăн, хаклă çын – анне?

Аня: Пурнăç çулĕн
çĕн кун илемне,

Парнелерĕн сăпка юррине.

Ĕмĕр-ĕмĕр пурнан чĕрере,

Çепĕç чунлă юратнă анне.

Юра «С мамой я поссорился»

 Саша: Инçете пурнăç
çулĕ чупсан,

Шурă çÿç тăнлава хупласан,

Ан хурланччĕ, анне, чĕререн

Ачусем аякка вĕçнĕрен.

 Никита:  Çунат хушнă ĕлккен
кайăкла

Таврăнатпăр тăван кил-çурта,

Çук санран çывăх çын
тĕнчер,

 Пурте:  Пурнăç панă юратнă анне!

 Экран  çинче: Анне –
пурнăç илемĕ!

  Вĕрентекен: Анне… Мĕн тери
хаклă çын вăл! Мĕн тери çепĕç,
çывăх та таса сăмах вăл «анне»! Тĕнчери пур
чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать. Шартлама
сивĕ çурçĕрте-и, тÿсейми шăрăх
кăнтăрта-и, вĕçĕ хĕррисĕр пуш хирте-и –
пур çĕрте те телейлĕ пуласлăх ачисем амăшĕн
кăкăрĕ еннелле кăпăшка аллисемпе
туртăнаççĕ.

     Анне  вăл – хĕвел
ăшши,

     Анне  вăл – тĕпел кукри,

     Анне  вăл – тĕнче
çути,

     Анне  вăл – пурнăç
тĕкки.

 Вĕрентекен:Чÿк уйăхĕн
вĕçĕнче пирĕн çĕр-шывра Аннесен кунне 
ирттереççĕ. Çак уявра вĕсене пурте
саламлаççĕ, телей сунаççĕ, парнесемпе
чыслаççĕ.

 Экран çинче: Чÿк
уйăхĕн вĕçĕ — пирĕн çĕр-шыври 
Аннесен кунĕ.

 — Хăçан уявлама
тытăннă-ха çак чаплă уява?

 — Аннесен кунне уявласси  19
ĕмĕрте Западная Вирджиния ятлă Америка штатĕнче
пуçланнă. Çавăнтанпа Америкăра пĕтĕм
çын çак кун хăйсен амăшĕсене уявпа саламлаççĕ,
чечексемпе парнесем параççĕ, открыткăсем çырса
яраççĕ.

Пирĕн çĕр-шывра
çак уява хальтерех çеç уявлама тытăннă . Уява
пуçарса яраканĕ Раççейĕн пĕрремĕш
президенчĕ Б.Н.Ельцин пулнă. (30 январь 1998çул). Аннесен
кунне ноябрь уйăхĕн юлашки  вырсарни  кунĕнче паллă
тăваççĕ.Çак куна паллă туса эпир
хамăрăн аннесене чун-чĕререн юратнине, вĕсене хисепленине,
яланах пулăшма хатĕррине кăтартса паратпăр.Аннесен
уявĕ – çамрăк уяв, анчах та çулран çул  уява
паллă тăвасси йăлана кĕрсе пырĕ тесе шансах
тăратпăр.

 Вĕрентекен : Кашни
çыннăн пурнăçĕнче телейлĕ самант пур.
Аннесемшĕн  вăл хăçан-ши? Тăнласа пăхар-ха.

(Ачасем хуравлаççĕ.)

Вĕрентекен: Çапла вара
аннесемшĕн чи ырă, чи телейлĕ самант – çĕр
çине эсир, вĕсен пепкисем,  килни. Тин çеç
çуралнă пепке-и вăл, е ÿссе çитнĕ яш
каччă е пике, е самаях çулланнă çын- пуриншĕн те
анне чи хакли, чи çывăххи.

София :  «Анне» тесенех пирĕн ума çĕр
çинчи чи илемлĕ те юратнă çывăх çын тухса
тăрать. Вăл пире ачашлать, йывăрлăхсене
çĕнтерме вĕрентет, ырлăхра пурăнма пиллет. Эпир унпа
чуна уçса калаçма, канашлама пултаратпăр.

Сценка

Ача Эп ыран çут тĕнчене курăп?
Турăçăм, пĕлтерсем тархасшăн, мĕн тумалла-ши
манăн, мĕн мана унта кĕтĕ-ши? Эпĕ питĕ
хăратăп?

Турă Ан кулян ачам? Эпĕ сана пирĕшти
парнелетĕп? Вăл ялан сан çумра пулĕ йывăр чухне
пулăшĕ Кичем чух савăнтарĕ.

Ача Тавтапуç. Вăл мĕн ятлă.

Турă Ун ячĕ питех кирлĕ мар? Эс ăна
анне тесе чĕнĕн:

Саша :Анне… çак тăватă сас паллинче
ырă та çепĕç туйăм пытанса тăрать. Анне – чи
ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те
çителĕксĕр пулĕç сана тав тума.
Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесен умĕнче.

Конкурс «Анне ячĕ» Анне ячĕн
пĕрремĕш сас паллисемпе пуçласа илемлĕ сăмахсемпе
вĕсене мухтатпăр.

София:
Анне! Санра мĕн чул сăпайлăх,

Ачашлăх,
тÿсĕмлĕх хисеп,

Хыпса
çунатăн чун хаваллăн

Ачу
çын пултăрччĕ тесе.

Тен,
пирĕншĕн пăлханнăран – тăр

Пушшех
те йывăр чĕрÿне.

Саша:Пĕр
татăк юлнă çăкăра та

Пире
паран тепĕр чухне.

Анне!
Такамшăн та нихçан та

 Санран
хакли никам та сук
.

 (Катя, Наташа юрлаççĕ)

Экран çинче: Г.Н.Волков  академикăн  «Кил
илемĕ» кĕнеки

Вĕрентекен: Ĕлĕк çынсем
кĕнеке тавраш вулайман. Апла пулин те ачисене тĕрĕс воспитании
пама пултарнă. Чăвашсен паллă ăсчахĕ Г.Н.Волков 
академик «Кил илемĕ» кĕнекере çапла çырнă.
(Малалла вĕренекенсем черетпе пĕрер предложении
калаççĕ.)

« Тăван килте анне хĕвел пулса
çÿрет, ачисене хĕвел пулса пăхать».

«Анне çук тăк хĕвел яраймăн ху
тĕлне, анне пур тăк чĕрÿне те хĕвел кĕрĕ».

«Виçĕ çулхи хĕр пĕрчи
сана пулăштăр, виçĕ çулхи арçын ача
хăвна хÿтĕлетĕр».

«Амăшĕ ĕçлĕ чух ачи ахаль
ан лартăр».

«Çакна ас ту амăшĕ: чи лайăххи –
ачасем валли».

« Амăшĕн мĕн чухлĕ
ĕçлеме тивнине ача-пăча пĕлсе тăтăр, вĕсен
ĕшеннĕ аллисемпе ывăннă куçĕсене курса
тăтăр».

Саша: Анчах темшĕн-çке хăш чухне эпир
аннесем ĕçрен ывăнса килни, вĕсене кăштах та пулин
пулăшмалли çинчен манатпăр. Аннесем яланах 
çамрăк, илемлĕ пулччăр тесен пирĕн вĕсене май
килнĕ таран пулăшмалла. Мăн туса пулăшма
пултаратпăр-ха эпир вĕсене?

( Ачасем амăшĕсене мĕнле
ĕçсем туса пулăшни çинчен каласа
параççĕ.)

 София:  Кил-çурт аннесем çинче
тытăнса тăрать. Акă мĕн пĕлтерет кун çинчен
статистика. Пирĕн аннесем (çемьере икĕ ача пулсан) пĕр
çулталăк хушшинче 18000 çĕçĕ, вилка,
кашăк, 13000 тарелка, 8000 чашăк
çăваççĕ. Çак чашăк-тирĕк
йывăрăшĕ 5 тоннăна çитет. Лавккана
апат-çимĕç туянма утнă çул тăршшĕ 2000
çухрăмпа танлашать. Паллах, эпир аннесене пулăшсан çак
хисепсене пĕчĕклетме пултаратпăр.

Саша, Рома юрлаççĕ

 Ертÿçĕ: Ачасем, Шупашкарта залив
хĕрринче мĕнле палăк пур?

Ачасем: «Управçă анне».

Ертÿçĕ: Ун çине çапла
çырса хунă: « Пĕр- пĕрне юратса,
тăнăçлăхра пурăнакан ачасем, пехил сире».

 Экран çинче: «Управçă анне»
палăкĕ, ун çине çырнă сăмахĕсем.

— Юнашар юратнă атте-анне пулсан, шкулта
лайăх вĕренсен, юлташсем нумай пулсан сирĕн чĕрĕрте
телейпе киленĕç хуçаланать.

  Ачасем «Виçĕ
амăш « сценка лартса параççĕ.

Вылякансем: Таня, унăн
амăшĕ, асламăшĕ тата автор.

 Автор: Каç пуласпа Таня
урамран кĕрет. Хăйĕн пукани сĕтел айĕнче выртнине
курать.

 Таня: Хĕрĕм,
ĕçÿсем мĕнле?

Каллех сĕтел айне ларнă
пытанса,

Каллех çимесĕрех
лартăн-и çапла?

Капла пурăнсан кайăн
чирлесе.

лар-ха ман çума,
çийĕпĕр пĕрле.

(Пуканине хăйĕн
çине çиме лартать.)

 Автор:Таньăн амăшĕ
ĕçрен таврăнать. Ачи пуканепе выляса ларнине курать.

 Амăшĕ: Хĕрĕм,
ĕçÿсем мĕнле?

Каллех урамра ирттертĕн-и
куна?

Каллех çимесĕрех
чупрăн-и çапла?

Капла пурăнсан чирлĕн эс
часах.

Лар-ха çумарах: капла
тутлăрах.

(Хĕрне çумнерех лартать
те çиме пуçлаççĕ.)

Автор: Часах асанне те
çитет.

Асанне: Ĕçÿсем
мĕнле, хĕрĕм? Каллех вăл ĕçре-

Пулман ĕнтĕ
вăхăт çиме апатне.

Хăв тухтăр- пĕрех
сывлăхна

Пĕлместĕн эс,
хĕрĕм, пачах упрама.

Часах кунашкал кайăн чирлесе.

Лар хам çума, çиер
апатне.

( Пурте сĕтел хушшине
лараççĕ, пĕр-пĕрин çине
пăхаççĕ.)

Пурте: Анне пулма
çăмăл мар!

Саша:

— Анне! Унăн ячĕпе темĕн чухлĕ
ырă та  çепĕç сăмах калас килет. Анне
хăйĕн чун-чĕринчи мĕн пур лайăх енне пире халаллать,
куллен-кун телей пиллесе пурнăç пурăнма вĕрентет.
«Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ», — тенĕ ваттисем.

 Мĕнле ваттисен сăмахĕсем
пĕлетĕр эсир атте-анне çинчен?

 Экран çинче: ваттисен сăмахĕсем.

-Атте-анне сăмахĕ пăсăк мар.

-Ашшĕ-амăшне йĕртекен пархатар курман.

-Анне пуртан кил-çуртăм ăшă.

-Анне — чи хаклă çын.

-Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах
ырă пулĕ.

-Аçу аннÿ пур чухне пыр та тутă,
çи-пуç та питĕ.

-Халĕ ачасем аннесем çинчен
çырнă такмаксем шăрантараççĕ.

Аннепе эпир ялан

Пурăнатпăр пит аван.

Яшкине вăл пĕçерет:

«Кил-ха, хĕрĕм, çи эс
,-тет.

Анаталла-тăвалла

Анне килет лавккаран,

Илсе килчĕ пан улми,

Мана лекрĕ чи тутли!

Лар, аннеçĕм, юнашар,

Çуммăн ларса юмахлар,

Юмах юман тăрринче,

Хамăр хапха çумĕнче.

Эпĕ хамăн аннене

Юрататăп чĕререн.

Ак тыттарăп парнине

Хам алăпа тунине.

(Ачасем  амăшĕсене хăйсем
аллипе тунă парнесене параççĕ.)

  София: Анне -çĕр çинчи чи ырă
сăмах. Ача та калаçма вĕренсен чи малтан «анне» тет.
Çĕр çинче пур чĕлхере те çак сăмах
çепĕççĕн, ачашшăн янăрать. Анне
чĕри- чи ырри, анне алли- чи ăшши…

Гордей, Максим, Дима, Никита
юрлаççĕ

Саша:Халĕ вара вăйăсем ирттерме те
вăхăт.

 «Аннÿне уйăрса ил». Сцена çине
амăшĕсемпе ачисем тухаççĕ. Ачисен
куçĕсене çыхаççĕ.Вĕсен алăсем
тăрăх хăйсен амăшĕсене тупмалла. Тупаймасан е
сăвă каласа, е юрă юрласа, е ташă ташласа памалла.

   «Тĕлĕнмелле скульптурăсем».
Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсенчен скотч тата фломастер
пулăшнипе çын кĕлетки тумалла. Пуçне тутăр
çыхтарма юрать. Кам маларах тата интереслĕрех пурнăçлама
пултарĕ?

«Çепĕç сăмахсем».Ертсе
пыраканăн аллинче-  шур чечек. Çак шур чечекĕн кашни
çеçкине татмассерен аннене юратса çепĕç
сăмахсем каламалла.

София : Пирĕн уяв вĕçленсе пырать.
Аннесене, асаннесене, кукамайсене тепĕр хут уявпа саламлатпăр,
ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

— Атьăр-ха пурте пĕрле экран çине
пăхса сăвă йĕркисене харăс вулар.

  Экран çинче: сăвă йĕркисем.

             Тусăмсем! Ак
мĕн сире калатăп

Аннĕре ан манăр
нихăçан.

       Юратма та упрама ыйтатăп:

     Пурнăç лайăх аннесем
пулсан! 

Хĕвел
шевли – анне кулли,

Анне
сасси – чĕкеç юрри.

Анне
пулсан – хаваслăрах.

Чи
хаклă мул – анне пурри
.

Упрасчĕ аннесене… Вăл юнашар пулсан
тĕнче илемлĕ. Аннесене нихçан та манас марччĕ, вĕсен
чĕрисене çунтарса кун-çулне кĕскетесрен
сыхланасчĕ. Хамăрăн ырă ĕçсемпе кăна
чунĕсене савăнтарасчĕ, уявсенче те, ахаль кунсенче те аннесене
пĕчĕк парнепе, ăшă сăмах каласа чун-чĕрисене
ăшăтасчĕ. Вĕсен илемлĕ çўçĕ
вăхăтсăр ан шуралтăр, хитре сăнĕ-пичĕ ан
тĕксĕмлентĕр.

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Варюхина Надежда Владимировна хатĕрленĕ.

Аннесен уявĕ валли çырнă сценарий.

Тĕллевсем: Аннене хисеплеме, юратма, хаклама вĕрентесси; ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинчи пĕр-пĕрне ăнланас, пулăшас туйăма вăйлатасси, ачасен çыхăнуллă пуплевне, лексикине, шухăшлавне аталантарасси.

Уяв йĕрки.

1-мěш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хаклăран та хаклă аннесем!

2-мěш ертсе пыракан: Сире чунтан-чĕререн аннесен уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, пурнăçра ăнланупа килĕшÿ сунатпăр.

1-мěш ертсе пыракан: Тăван çĕршыва юратасси те аннерен пуçланать, этемлĕх те аннепе çыхăннă. Кашни çыншăн «анне» тени пĕрремĕш сăмах, пĕрремĕш çын, пирвайхи туйăм…

2-мěш ертсе пыракан: Анне…Аннеçĕм… Чи юратнă çынна кăна çапла çепĕç чĕнме пулать. Çак асамлă сăмахра чун-чĕре ăшши, пурнăç кунçулĕ.

1-мěш ертсе пыракан: Аннесем, пире эсир ырă та вашават, ăслă та пултаруллă, йăваш та сăпайлă пулма вĕрентетĕр. Пăхса ÿстеретĕр, ура çине тăратса телей парнелетĕр.

2-мěш ертсе пыракан: Яланах ырă канашсем парса пурнăçри кăткăс лару-тăрура упратăр, çавăнпа эпир сире чунтан-чĕререн ( пурте пĕрле) ЮРАТАТПĂР!!!

1-мěш ертсе пыракан: Аня, эсĕ аннÿне юрататăн-и?

Аня: Эпĕ унсăр пурăнма пултараймастăп.

2-мěш ертсе пыракан: Эсĕ вара, Дима, аннÿне юрататăп тесе каланă- и?

Дима: Тен, каламан та пулĕ, анчах эпĕ уншăн тем тума та хатĕр.

1-мěш ертсе пыракан: Эсĕ вара, Милена?

Милена:

Юратнă аннеçĕм,

Эс ман чĕрере.

Эс маншăн илемлĕ

Çут çăлтăр пекех.

Мана эс çуратнă,

Вĕрентнĕ утма.

Юратнă аннеçĕм,

Ялан пул манпа.

Йывăр чух пулатăн

Ялан эс çумра.

Мана пулăшатăн

Чăн-чăн çын пулма.

(Ачасем юрă юрлаççĕ.)

1-мěш ертсе пыракан: Кирилл, сан аннÿ мĕнле çын?

Кирилл: Вăл пуринчен те илемлĕ, ырă кăмăллă, алли вара ылтăн.

2-мěш ертсе пыракан: Ирина, аннесемшĕн чи хакли мĕн-ши?

Ирина: Темле япалана та туянма пулать, амăшĕшĕн ачисенчен хакли ним те çук. Кашни пепки ылтăнран та хаклăрах. Эсир килĕшетĕр-и манпа?

1-мěш ертсе пыракан: Çаплах, аннен çепĕç аллисем лăпканине, ачашланине мĕн çиттĕр енте.

Света: Анне пуртан эпир телейлĕ.

Саша: Вăл манăн вĕрентекен, юлташ, чи çывăх тус, вăл манăн чи çывăх çын.

2-мěш ертсе пыракан: Радик, эсĕ аннÿне час-часах пулăшатăн-и?

Радик: Паллах, хуçалăхра ĕç нумай. Аннесем ан ватăлччăр тесен вĕсене яланах пулăшмалла. Пирĕн пулăшу вĕсене кирлĕ.

1-мěш ертсе пыракан: Майя ! Санăн аннÿ тума пĕлмен ĕç пур-и?

Майя: Манăн анне пур ĕçре те маттур. Ларса канма пĕлмест, эреветлĕ-теветлĕ чĕкеç тейĕн. Пире те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарать, ĕç вăл- пурнăç илемĕ-çке.

2-мěш ертсе пыракан: Юля! Аннÿне мĕнле савăнтаратăн?

Юля: Эпир лайăх вĕренсен аннесем пуринчен ытла савăнаççĕ, мĕншĕн тесен амăшĕсем хăйсен ачисене ăслă-тăнлă, пысăк культурăллă, анлă тавракурăмлă курасшăн.

1-мěш ертсе пыракан: Аннен чи ырă чĕре теççĕ, тĕрĕсех-ши, Катя?

Катя:Манăн анне питĕ ырă.

Куçĕ хăмăр, çӳçĕ çырă.

Мана ăшшăн çупăрлать,

Хăйĕн çумне чăмăртать. 

Унпа лайăх калаçма,

Пĕрле çырма, вулама.

Сăвă çырма вĕрентет,

Лайăх пулсан хĕпĕртет. 

(Ачасем ташлаççĕ).

Коля: Манăн анне те тĕнчере чи ырри, айăпа кĕрсен те каçарать. Ачасем, ан кÿрентерĕр аннĕрсене! Вĕсем хисепе тивĕç.

2-мěш ертсе пыракан: Володя, эсĕ чи çывăх çынран каçару ыйтса курнă-и?

Володя: Астумастăп, анчах халĕ çак уявра эпĕ каçару ыйтасшăн. Каçар, аннеçĕм, кӳрентернĕ пулсан.

1-мěш ертсе пыракан: Ксюша, аннÿне тав тăвас килет-и?

Ксюша:Тавах сана, анне, пире çуратнăшăн,

Пĕчĕкренех тӳрĕ çула тăратнăшăн.

Эс маншăн тĕнчере пĕр чи хакли,

Чечексенчен те эсĕ чи хитри. 

Тавах сана, анне, эсĕ пурришĕн,

Çемçе те ырă кăмăллă пулнишĕн.

Санăн хитре, илемлĕ йăл-кулли

Сар пысăк хĕвелтен те чи ăшши. 

Эс нихăçан ан ватăл, ан куллян,

Эс пур пулсан, эп пуринчен пуян.

2-мěш ертсе пыракан: Тата камăн тав тăвас килет? Кам тав сăмахĕ каласшăн?

Регина: Эпĕ аннене саватăп:

«Юратап», — тесе калатăп.

Сăвăсем çырса паратăп,

Аннене савăнтаратăп.

Вăл та мана юратать,

Ăшăтать, сиплет, савать,

Юратать те кăмăллать,

Çепĕç сăмахсем калать.

Пирĕн анне пит маттур,

Вăл ĕçлет, сиплет, тимлет.

Апат тутлă пĕçерет,

Ăшă кукăль çитерет.

(Ачасем «Анне ялан чĕрере» юрра юрлаççĕ.)

1-мěш ертсе пыракан: Эпир анне умĕнче парăмра, çавăнпа та яланах хисеплесчĕ, юратасчĕ, ĕмĕрех пĕрле пуласчĕ, нихăёан та сире сăмахпа та, ĕçпе те кӳрентерес марччĕ.

 Саша: Ырă кăмăллă аннеçĕм,

Тав тăватăп пуç тайса

Пире пăхса ӳстернишĕн.

Юратнишĕн лăпкаса. 

Ыррине çеç вĕрентетĕн,

Тӳрĕ кăмăллă пулма.

Яланах пире пиллетĕн

Пурнăçра телей курма. 

Çут хĕвелĕм эс, аннеçĕм.

Сывлăху сан пултăр çирĕп

Нумай-нумай пурăнма.

Юрататпăр пит сана.

Майя: Аннеçĕм,санпа канашласа чуна уçма пулать, чĕрери тунсăха пусарма пулать.

Света: Çулсем иртнĕçемĕн аннесен сывлăхĕ хавшать, çавăнпа та сире чĕререн каланă ăшă сăмахсемпе савăнтарас килет.

Катя:

Анне эс пире ӳстернĕ,

Пăхнă пире ир те каç.

Ырă пурнăç эс пилленĕ,

Çĕр çултан та иртсе каç. 

Тав сăмахĕ шав калатпăр

Сана анне кунсерен.

Ырлăх-сывлăх, вăй сунатпăр,

Пулсам пĕрле çулсерен.

Анне, анне, аннеçĕм!

Сана эп юрататăп!

Пĕр саншăн çеç çурхи ир

Хире чупса тухатăп.

Хитре чечек тататăп,

Ăна сана паратăп.

Аннеçĕм, ман, аннеçĕм!

Сана чунтан саватăп!

(Пурте пĕрле)

Шӳтсем.

Ашшĕпе хĕрĕ. (Виктор тата Юля)

— Ыран шкулта пĕчĕк пуху пулать.

— Мĕншĕн пĕчĕк? Мĕне пĕлтерет ку?

— Унта эсĕ,эпĕ тата Иван Иванович пулать.

***

Ывăлĕпе ашшĕ канашлаççĕ. (Сашăпа Майя)

— Итлетĕн пулсан, ывăлăм, сана трактор илсе паратăп.

— Прицеппа- и?

— Аха.

— Хĕрлĕ- и?

— Аха.

— Питĕ лайăх. Урра!!! Манăн икĕ трактор пулать.

— Мĕншĕн иккĕ?

— Тепри ман кравать айĕнче ларать.

***

Амăшĕпе хĕрĕ (Катя тата Ксюша)

— Катюша! Сана ку усал сăмаха кам вĕрентнĕ?

— Хĕл Мучи! Вăл çĕрле пукан уринчен такăнса кайрĕ те… эпĕ кайран парнесĕрех юлтăм.

***

Ашшĕпе ывăлĕ. (Димăпа Саша)

— Сана шкулта паян доска патне чĕнчĕç- и?

— Чĕнчĕç.

— Вара мĕн хуравларăн?

— Ыран шкула сана чĕнеççĕ.

***

Амăшĕпе хĕрĕ çывăрма выртнă.(Катя В. тата Света)

— Анне,шыв илсе кил-ха.

— Тăр та хăв илсе кил.

— Аннеçĕм, илсе кил-ха.

— Каларăм сана, кайса илсе кил.

— Шыв кирлĕччĕ.

— Эп пиçиххи илсе килме пултаратăп.

— Ну, пиçиххи патне кайнă чух шыв илсе кил.

***

Икĕ арçын тĕл пулаççĕ.(Володя тата Коля )

— Эсир хăвăр ывăлăр валли алгебрăпа килти ĕç тунă-и?

— Тунă.

— Çырса илме парăр-ха.

***

Амăшĕпе хĕрĕ тухтăр патĕнче.( Регина, Аня, Катя)

— Кала-ха, кушакăн миçе ура?

— Тăваттă.

— Кушакăн миçе хăлха?

— Иккĕ.

— Кушакăн миçе куç?

— Иккĕ.

-Кушакăн хÿри пур-и?

-Анне, ку тухтăр кушаксене нихăçан та курман- и?

Такмаксем.

Аттене те хывман эп,

Аннене те хывман эп.

Шупашкарти артистсен

Кукамăшне хывнă эп.

Атте те вăрçать мана,

Анне те вăрçать мана,

Вĕсем вăрçни ним те мар,

Савни юратать мана.

Анне мана ма вăрçан,

Ху хĕр пулса ÿсмен-им?

Атте каччă пулман-им те

Иксĕр улах туман-им?

Эп юрлама юратап,

Эп ташлама юратап,

Юрланипе, ташланипе,

Аннене савăнтарап.

Утсассăн та, чупсассăн та,

Эпир шыва каяс çук.

Юрласан та, ташласан та,

Эпир намăс курас çук.

Эпир сире юрататпăр,

Уявпа саламлатпăр.

Сывлăх, телей, юрату

Сирĕн пултăр кашни кун.

Данилова Елена Дмитриевна
Данилова Елена Дмитриевна

Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул)

Ачасен ÿсĕмĕ: 4 класс

Анне кунĕ(класс тулашĕнчи мероприяти планĕ)

План:

1. Ум сăмах.

2. Тĕп пайĕ:а) 4 класри ачасем сценка кăтартаççĕ;

ă) 1 класри ачасем сăвăсем калаççĕ;

б) хĕр ачасем сăпка юрри юрлаççĕ;

в) Конкурс «Анне ячĕ»;

г) 4 класри ачасем сăвăсем калаççĕ;

д) ачасем анне юрри юрлаççĕ;

е) ваттисен сăмахне пуçтарни;

е) ача сăвă калать, хĕвел пайăркисем пуçтараççĕ;

3. Хыç сăмах.

Пĕлÿ тĕллевĕ:

1) аннесен уявне хăçан пуçарни çинчен пĕлтересси: ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, çĕнĕ сăвăсемпе, юрăсемпе пуянлатасси;

Аталантару тĕллевĕ:

2) ачасен тавра курăмне анлăлатасси, пултарулăхне аталантарасси.

Сапăрлăх тĕллевĕ:

3) аннене юратма, хисеплеме, ĕçе юратма, ун пек пулма вĕрентесси?

Усă курнă технологисем:

1. Информаципе хутшăну;

2. Проблемăллă вĕренÿ;

3. Сывлăха упракан;

4. Харпăрлăха аталантармалли;

5. Ушкăнпа хутшăнса ĕçлемелли;

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, шырав, тишкерÿ, предложенисем, калаçу.

Курăмлăх хатĕрĕсем: теттесем, пуканесем, ваттисен сăмахĕсем, хĕвел макечĕ.

Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, проектор.

Урок юхăмĕ:

_ Ырă хĕвел ăшjavascript:insertTags(‘

‘,’

‘,»,’text’);шипе

_ Ирхи хĕвел куллипе

— Ырă кун пултăр пурне те!

2- мĕш ертсе пыракан:

1998 мĕш çултанпа чук уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче аннесен уявне ирттереççĕ Ирĕк парсамăр сире уяв ячĕпе саламлама? Аннесен кунĕ ячĕпе пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей сунатпăр.

Сценка

Ача Эп ыран çут тĕнчене курăп? Турăçăм, пĕлтерсем тархасшăн, мĕн тумалла-ши манăн, мĕн мана унта кĕтĕ-ши? Эпĕ питĕ хăратăп?

Турă Ан кулян ачам? Эпĕ сана пирĕшти парнелетĕп? Вăл ялан сан çумра пулĕ йывăр чухне пулăшĕ Кичем чух савăнтарĕ.

Ача Тавтапуç. Вăл мĕн ятлă.

Турă Ун ячĕ питех кирлĕ мар? Эс ăна анне тесе чĕнĕн:

1- мĕш ертсе пыракан:

Анне… çак тăватă сас паллинче ырă та çепĕç туйăм пытанса тăрать? Чăваш поэчĕсем те аннесене халалласа нумай сăвă-юрă çырнă

Пире кам ачашшăн

Лăпкать пĕчĕкрен:

Чипер çын тăвасшăн

Çунать чĕререн?

Кам тĕлĕкĕнче те

Курать-çке пирех:

Килте пуринчен те

Тăрать иртерех?

Е ăшă çи-пуç-и

Тимлет сан валли?

Пĕр-пĕр инкек пулчĕ _

Сиплет кам алли?

Кам ыррăн, хавассăн

Пурне те пире

çапла лăш курмасăр:

Пăхса ÿстерет?

Кам пултăр? Пĕлеççĕ

Туссем вăл камне,

Вăл – пирĕн телей-çке

Вăл пирĕн анне!

Анне таврăнать-и

Ĕç хыççăн киле:

Каллех тупăнать ун

Тем те пĕр килте?

Ик алăшăн пин ĕç

Вăл пĕр пушă мар?

Эпир ăна тивĕç

Куллен пулăшма?

Анчах та манатпăр

Çавна час-часах:

Ĕçрен прăнатпăр

Вăййа васкаса?

Вăл пур ĕмĕр-ĕмĕр

Тăвать хăй ĕçне

Çуратнё аннемĕр

Юратнă анне?

2- мĕш ертсе пыракан:

Амăшĕ чун тĕпренчĕкне юрла-юрла çывăрттарать. Лăпкă ыйхă, ăшă тĕлĕк, телей сунать. Çакна ачасем пĕчĕкренех хăнăхса пыраççĕ. Халĕ çепĕç сăпка юррипе хĕр ачасем паллаштараççĕ.

Сĕм вăрманĕ каш та каш,

Сулхăн çилĕ ваш та ваш,

Эс ан çуйăх, ан çухраш,

Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Урупа ан тапкалаш,

Аллупа ан çапкалаш,

Аннӳпе эс ан тавлаш,

Çывăр, Аптраман тавраш!

Вырăспа та тăванлаш,

Тутарпа та эс туслаш,

Пурте — пирĕн хурăнташ,

Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

1- мĕш ертсе пыракан:

Анне – чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç сана тав тума. Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесен умĕнче.

Конкурс «Анне ячĕ» Анне ячĕн пĕрремĕш сас паллисемпе пуçласа илемлĕ сăмахсемпе вĕсене мухтатпăр. ()

2- мĕш ертсе пыракан:

Поэтсем аннене ахахпа та, çутă çăлтăрпа та, чи хитре чечекпе те танлаштараççĕ. Пирĕн ачасем те çавăн çинченех каласшăн.

1) Ылтăн мар-ши эс, анне?

Кĕмĕл мар-ши эс, анне?

Ылтăн пек ай хаклă-çке,

Кĕмĕл пек ай сумлă-çке?

2) Шăпчăк мар-ши эс, анне?

Е сар кайăк эс, анне?

Çут хĕвел, чечек, ахах-

Ырлама çитмест сăмах?

Эс нимрен те лайăхрах:

Пуринчен те хаклăрах?

1) Çăлтăр мар-ши эс, анне?

Уйăх мар-ши эс, анне?

Çăлтăр пек хĕлхемлĕ-çке:

Уйăх пек илемлĕ-çке?

2) Пăхрăм та анне çине —

Сар хĕвел пек ун кулли?

Ма тесессĕн ман анне

Çĕр çинче чи илемли?

Тата 4 куплет сăвă

Хыççăнах юрă

Чăваш поэчĕсем те аннесене халалласа нумай сăвă-юрă çырнă, композиторсем юрă кĕвĕленĕ, ваттисем вара анне çинчен хăйсен сăмахĕсене упраса хăварнă.

Амăшĕн юратăвĕ тинĕсрен тарăн

Анне самахĕ пăсăк мар.

Анне пуртан кил çуртăм ăшă.

Анне чи хаклă çын.

Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.

Анне ятне ярас мар.

Аçу-аннÿ пур чухне пыр та тутă, çи-пуç та типĕ.

Анне чĕри- чи ырри, аннен алли – чи ăшши.

Ача сăвă вулать:

Ырă тĕслĕх эс маншăн, аннем,

Пурăнсамччĕ ялан, пурăнсам,

Эсĕ панă пехил ĕмĕре

Упранать манăн чун-чĕремре

Ачасем, доска çине пăхăр-ха? Эпĕ хĕвел тăвасшăн пултăм, кунта сарă çаврака пур. Мана мĕн çитместь-ши? (Пайăркасем) Сирĕн умра пайăркасем. Вĕсем çине сăмахсем çырнă. Пирĕн аннесем мĕнлине эпĕ вырăсла калатăп, эсир чăвашла шыраса тупăр:

красивая илемлĕ

трудолюбивая ĕçчен

добрая ырă

веселая хаваслă

аккуратная тирпейлĕ

умная ăслă

ласковая çепĕç

стройная яштака

çапла ачасем пирĕн анне хĕвел пайăркисемпе çуталчĕ, илемленчĕ. Эпир те вĕсене паянхи пек ялан хитрелетесчĕ, упрасчĕ.

Çак ят чи çывăх

Чи чаплă çĕр çинче

Пурăнать ĕмĕр сывă

Кашни çын чĕринче.

Ертсе пыракансем:

Сывлёхлă, телейлĕ пулăр, аннемĕрсем!

Эпир сире питĕ юрататпăр!

Çыпăçтарнă файлсем:

Комментарисем:

Галина (2022-11-22 20:33:33):
Пете

Ертсе пыракан: Сыва-и аннесем? Сыва-и асаннесемпе кукамайсем, аппасемпе йамаксем.
Сире эпир хамар керекене мартан 8 уяве ячепе саламлас тесе чентемер.
Анне… Пите ачаш та сепес самах. Анне пурри- пуянлах, телей, чун ашши. Анне сичен композитарсем сепес юрасем, сыравсасем –сава, калав, повессем шарсалассе. Эпир вара паян весен юррисемпе,саввисемпе саламлатпар.
Сак саввва эп халалатап,
Хаман хакла аннене.
Унпа пите мухтанатап
Ма тесессен –вал перре.
Вал пире мен печекрен
Парнелет хай ашшине,
Пурнасра сул катартса
Устерет ачисене. (Мария)

Саванса кетсе илетпер
Аннесен уяв кунне
Пирентен илсемер тетпер
Парнине те саламне.
Весене халь чыс таватпар
Парнелетпер чечексем
Ыр сунса самах калатпар
Сыва пулччар аннесем! (Руслан)

Эпе хаман аннене пите юрататап
Сар хевелле ирхине сак савва вулатап.
-Эс аннесем чи хитри, чи сумли, чи есченни,
Эсе пиреншен перре, пул телейле емерне. (Аня)

Хевел пек ске ман анне
Унан сута сане
Вай вылять ,шевлен сисет
Ун сине пахас килет.
Хевел пек ске ман анне
Ун сасси, кулли,утти
Савантарать сынсене
Вай-хават парать пире.(Артем)

Тупере пин-пин сут салтар
Сутатассе йалтар-йалтар.
Кам-ши сутна весене?
Ма укмессе сер сине?
Весене перле пухасче
Салтарсен сыххи тавасче
Мартан 8 телне
Парнелесче аннене. (Тимоша)

Анне, аннесем
Юрататап сана чунтан.
Сак кеске савва йышансамче камалтан.
Анне, аннесем
Варам емерле пулсам
Юратса, хисеплесе
Юнашар пурнар алан.
(Ангелина)

Юрататап сырлине
Пите хитре пулнаран.
Юрататап канфетне
Пите пылак пулнаран
Юратап сана анне
Пите сепес пулнаран. (Виктор)

Ертсе пыракан: Чаннипех те пите юратассе сире ачасем. Тата та нумай савва вулама хатер весем, анчах та сире тепер парне хатерлене – юмах керменне ченессе.
Юмах «Херле Калпакпа унан тусесем»

Амаше: Мен терри хевелле кун
Мартан 8 меш паян.
Херем кусна эс уссам
Хитре кунпа савансам
Херле калпак ак сана,
Уяв ячепе парне.
Тутла кукаль песерер
Пур туссе те ханалар.
Х.К.
Тавтапус сана анне.
Йышансам манран та эс парне.
Юра «Я пеку»
Амаше: Мен тери ыра шарша саралче пулеме. Пите хитре те тутла кукальсем писсе ситрес.
Херем, ан уркен, юлташусемпе варман леш енче пурнакан асанну патне кайса килер. Уяв кукалне ана та ситерсе пахар.
Х.К. Хаваспах (каять. Сул син че кашкара тел пулассе)
К: Сыва-и туссем? Аста кайма тухна эсир ?
Х.К. Кукамая уяв ячепе саламлама.
К: Менле уяв вара паян?
Х.К. Мартан 8 меше- аннесен куне.
К: Теленмелле. Эп нимен те пелместеп…
Х.К. Итле, эпир сана сак уяв синчен юра юрласа парапар.
Юра « »
К: Эп те хаман аннене васкарах кайса саламлам-ха.
Х.К.: Тахта-ха кашкар, Эпе сана анну валли аш кукальне парам.
К: Тавтапус сана Х.К., манмап ыра камална.
(Х.К. тусесемпе малалла утать. Весене хирес Мулкач.)
М: Сыва-и туссем? Аста сул тытатар?
Х.К. . Кукамая уяв ячепе саламлама.
К: Менле уяв вара паян?
Х.К. Мартан 8 меше- херарамсен куне. Кукумая уяв ячепе каштах пулашса парасшен.
М: Менле?
Х.Х. Ака итле менлепулашатпар. (сава «Помощница»)
М: Эпе те кайса асаннене пулашам.
Х.К.: .: Тахта-ха мулкач, эпе сана асанну валли купаста кукальне парам.
М: Тавтапус сана Х.К., ыра камалушен. Кукамайна валли манран эппин кишер.
Х.К: Тавтапус.Чипер юл. (каяссе)
(хирес пакшана тел пулассе) П: М: Сыва-и туссем? Аста сул тытатар?
Х.К. . Кукамая уяв ячепе саламлама.
П: Менле уяв вара паян?
Х.К. Мартан 8 меше- херсен куне. .
П: Мен тавассе вара ку кун?
Х.К: Ака, сапла ташлассе… (таша хусканаве «Гномики»)
П: Эпе те хаман йамаксене ташлама верентем-ха
. Х.К.: .: Тахта-ха пакша. Эпе сана йамакусем валли кампа кукальне парам.
П: Тавтапус. Манран эппин майар. Чипер кайар.(каять)
(хирес тиле килет) Т: Сыва-и туссем? Аста сул тытатар?
Х.К. . Кукамая уяв ячепе саламлама.
Т: Менле уяв вара паян?
Х.К. Мартан 8 меше .
Т: Мен тавассе вара ку кун?
Х.К. Пур херарамсене парнесем парассе.
Т: Манран эппин йавача пултар. Эпе йавачана хам та песерме верентем.
Х.К.: Тавтапус сана тиле. Сан валли пиртен тапарч кукале тата хитре пукане пултар.
Ташла пиренпе.
Т:Чипер кайар.
(Кашкар чупса ситет, аллинче чечек сыххи.)
К: Тинех сире хаваласа ситрем. Х.К. санан асанну валли манран чечек сыххи пултар.
Эпе тинех тискер черчун мар.
Х.К. Тавтапус кашкар. Чипер юл.
(Х.К. юлташесемпе вырман херринчи сурт патне ситре.)
Сывах – и, асанне? Сан керекунче тулли хана иккен. Апла пулсан эпир сире пурте саламлатпар: сывлах, телей, анасу сунатпар. Эпир сире пите юрататпар. Йышансамар пиртен тулли карсинка парне.
Уяв ячепе тепер хут саламлатпар. Саламлатпар, сире пус таятпар Анасу, телей, сывлах сунатпар.

Анне – пирĕн телей

(3-м.ш класра ирттермелли уяв сценарий.)

Хат.рлекенсем:

Залта «Аннене – парне» ятлё алё .=.н выставки пур: «Манён анне=.м» сён керч.кл. ха=атсем =акёнса тёра==.? Сценё =инче пысёк сас паллисемпе% «Анне – пир.н телей»:- тесе =ырнё? Анне =инчен юрёсем янёра==.?

1- м.ш ертсе пыракан%

Ырё х.вел ёшшипе

Ирхи х.вел куллипе

Ырё кун пултёр!

2- м.ш ертсе пыракан%

Мартён 8-м.ш. – х.рарёмсен кун.? Ир.к парсамёр сире =урхи уяв яч.пе саламлама? Аннесен кун. яч.пе пурне те хаваслё кулё: ырё кёмёл: пысёк телей тата юрату сунатпёр?

1- м.ш ертсе пыракан%

Анне??? +ак тёватё сас паллинче ырё та лайёх туйём пытанса тёрать? Чёваш поэч.сем те аннесене халалласа нумай сёвё-юрё =ырнё: композиторсем юрё к.в.лен.?

2- м.ш ертсе пыракан%

3-м.ш класс ачисем те уяв яч.пе ал .=.сем: ха=ат: сёвё-юрё: ташёсем хат.рлен.?

(Ачасем сёвёсем вула==.?)

1) Савёнса к.тсе илетп.р

Аннесен уяв кунне

Йышёнса илсем.р тетп.р

Парнине те саламне?

2) +ак ят чи =ывёх

Чи чаплё =.р =инче

Пурёнать .м.р сывё

Кашни =ын ч.ринче?

3) Анне: санпа эп мухтанатёп:

Пёхатён ёшшён: кёмёлтан:

Ачашласа чуппа тёватён:

Мана эс вёй-хёват паратён?

4) Анне=.м: ытарми анне=.м:

Эс пуринчен те хитререх?

Эс манён кён-кёвак чечек.м:

Тата та пул чипертерех?

  1. м.ш ертсе пыракан%

/ссен эс. кам пулатён?

Ыйтать манран анне?

2- м.ш ертсе пыракан%

Кашни ача професси суйласа илме тив.=л.? +акён пек .м.тленет те .нт. ача амёш.? 3-м.ш А класри в.ренекенсем ссен космонавт пуласшён? «Митюк тухр. урама» юрё?

1- м.ш ертсе пыракан%

Анне=.м??? М.нле телей пир.нш.н эс пулни? Сансёр х.вел те ёшётмасть? Уйёх та =утатмасть: чечек те =е=ке =урмасть?

(Ачасем малалла сёвёсем вула==.?)

1) Пире кам ачашшён

Лёпкать п.ч.крен:

Чипер =ын тёвасшён

+унать ч.ререн?

2) Кам т.л.к.нче те

Курать-=ке пирех:

Килте пуринчен те

Тёрать иртерех?

3) Кам ир вучах ч.ртн. _

Апат п.=ерет:

,не суса к.н. _

Ёш с.т .=терет?

  1. Е ёшё =и-пу=-и

Тимлет сан валли?

П.р-п.р инкек пулч. _

Сиплет кам алли?

5) Кам ыррён: хавассён

Пурне те пире

+апла лёш курмасёр:

Пёхса стерет?

6) Кам пултёр? П.ле==.

Туссем вёл камне%

Вёл – пир.н телей-=ке

Вёл пир.н анне!

7) Вёл кирек хё=ан та

Чи =утё тивлет:

Анчах ман =акна та

Калассём килет?

Хёш чух эпир темш.н

Ч.рес.р пекех:

+уратнё аннеш.н

Хыпмастпёр питех?

8) Анне таврёнать-и

,= хы==ён хиртен:

Каллех тупёнать ун

Тем те п.р килте?

Ик алёшён _ пин .=

Вёл п.р пушё мар?

Эпир ёна тив.=

Куллен пулёшма?

9) Анчах та манатпёр

+авна час-часах:

,=рен пёрёнатпёр

Вёййа васкаса?

Вёл пур .м.р-.м.р

Тёвать хёй .=не

+уратнё аннем.р

Юратнё анне?

2- м.ш ертсе пыракан%

Амёш. чун т.пренч.кне юрла_юрла =ывёрттарать? Лёпкё ыйхё: ёшё т.л.к: телей сунать? +акна ачасем п.ч.кренех хёнёхса пыра==.?Хал. =еп.= сёпка юррипе х.р ачасем пуканесене =ывёрттара==.?

(«Сёпка юрри» юрё?)

1- м.ш ертсе пыракан%

Анне – чи ёшё сёмахсем те: чи хаклё парнесем те =ител.кс.р пул.= сана тав тума? ,м.р-.м.р парёмра эпир аннесен ум.нче?

  1. Тавах: аннем: =уратнёшён:

Юрла-юрла сиктерн.ш.н

Лёпканёшён: юратнёшён:

Ч.ке= ч.лхи пиллен.ш.н?

  1. Тавах: аннем: =уратнёшён:

Ятла-ятла в.рентн.ш.н?

Ятланашён: юратнёшён:

Шёпчёк юрри пиллен.ш.н?

  1. Тавах: аннем: =уратнёшён:

Салху чухне х.рхенн.ш.н?

Х.рхенн.ш.н: юратнёшён:

Чечексене пиллен.ш.н?

4) Тавах: аннем: =уратнёшён:

Мёшёр =унат стерн.ш.н:

/стерн.ш.н: юратнёшён:

Снми телей пиллен.ш.н?

  1. Кам пире ёс-тён парать:

Ачашлать е хётёрать?

Вёл – анне: манми анне?

Тавтапу= сана: анне!

(«Пир.н анне» юрё янёрать)

2- м.ш ертсе пыракан%

Поэтсем аннене ахахпа та: =утё =ёлтёрпа та: чи хитре чечекпе те танлаштара==.? Пир.н ачасем те =авён =инченех каласшён?

1) Ылтён мар-ши эс: анне?

К.м.л мар-ши эс: анне?

Ылтён пек ай хаклё-=ке:

К.м.л пек ай сумлё-=ке?

2) Шёпчёк мар-ши эс: анне?

Е сар кайёк эс: анне?

+ут х.вел: чечек: ахах-

Ырлама =итмест сёмах?

Эс нимрен те лайёхрах:

Пуринчен те хаклёрах?

  1. +ёлтёр мар-ши эс: анне?

Уйёх мар-шиэс: анне?

+ёлтёр пек х.лхемл.-=ке:

Уйёх пек илемл.-=ке?

  1. Пёхрём та анне =ине _

Сар х.вел пек ун кулли?

Ма тесесс.н манн анне

+.р =инче чи илемли?

6) Анне кулли_

Х.вел =ути:

Анне кулли_

Чи илемли?

Анне кулсан

Чунра аван%

Юрлас килет:

Ташлас килет?

(Ташё?)

В.ренекен сёвё вулать%

Тпере пиншер =ут =ёлтёр

+уталать-=ке йёлтёр-йёлтёр?

Кам-ши =утнё в.сене?

Ма кме==. =.р =ине?

В.сене п.рле пухатпёр:

+ёлтёрсен пуххи тёватпёр:

Мартён саккёрм.ш кунне

Парнелет.п аннене?

(Амёш.сене парне пара==.?)

Ача сёвё вулать%

Ырё т.сл.х эс маншён: аннем:

Пурёнсамчч. ялан: пурёнсам:

Эс. панё пехил .м.ре

Упранать манён чун-ч.ремре?

Пурте ура =ине тёрса юрё юрла==.? («Пусть всегда будет мама» юрё?)

Яланах х.вел пултёр:

Яланах тпе пултёр:

Яланах анне пултёр:

Яланах эп пулам!

Ертсе пыракансем%

Сывлёхлё: телейл. пулёр: аннем.рсем!

Эпир сире пит. юрататпёр!

6

Понравилась статья? Поделить с друзьями:
  • Сценарий анимационной программы это
  • Сценарий анимационной программы кукла лол
  • Сценарий алкоголь незримый враг
  • Сценарий анимационного мультфильма
  • Сценарий алкоголь коварный враг информационно просветительское мероприятие