Сценарий чувашского праздника на чувашском языке

Сценарий для детей старшей группы

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ЙĔПРЕÇ РАЙОНĔНЧИ «ХУРАМАЛТИ «ВЕСНА»

АЧА САЧĔ» ШКУЛ ÇУЛНЕ ÇИТМЕН АЧАСЕН

МУНИЦИПАЛЛĂ БЮДЖЕТ ВĔРЕНТŸ УЧРЕЖДЕНИЙĔ

СЦЕНАРИСЕН «ЧĂВАШЛА УЯВ ЯНРАТĂР!»

ТЕМА «ЧĂВАШЛА ЯНРАТТАРАР»

Мероприятие 5-6 çулхи ачасем валли хатĕрленĕ

Ĕç тĕллевĕ: 

-Ачасен музыка пултарулăхне  чăващ халăх юрри-ташшисем, вайă-сăмахлăхĕсем, чăваш йăли-йĕрки урлă  кăтартса парасси. Вĕсене пĕр-пĕринпе туслă, пĕрле килĕштерсе юрлас, ташлас пултарулăхне аталантарасси.

-Чăваш фольклорĕпе, илемлĕ пуплевĕпе  малалла  паллаштарса, весене чăваш чĕлхине, чăваш халăх творчествине хаклама вĕрентесси.

-Тăван çĕр-шыва, тăван тавралăха, тăван яла юратас, атте-аннепе ватăсене хисеплес туйăма аталантарасси.

                                       Сценарин авторĕ:

                                                                  Афанасьева Тамара Васильевна,

                                                        Йĕпреç районĕн Хурамалти

                                                                   «Весна» ача сачĕн музыка ертÿçи

                                               Телефон: 89530159469

                                                                               e-mail: tam.afanasjeva2018@yandex.ru

ШУПАШКАР — 2020

Хĕрсемпе каччăсем алран-алла тытăнса чăваш кĕввипе  утса  кĕреççĕ,  çавракара тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ. Кайран вара пĕр çур çавракана тăраççĕ.

«Илемлĕ».

Чăваш халăх юрри

( 2 хĕрача килнĕ хăнасене тĕрĕллĕ алшăлли çине хунă çавра çăкăрпа кĕтсе илеççĕ.)

1 ача: Ырă кун пултăр!

2 ача: Сывлăх сунатпăр сире, хисеплесе килнĕ, чĕннĕ хăнасем!

1 ача: Сывлăх сунатпăр та, пурсăра та пуç тайса, сире сума суса ырă салам  калатпăр!

2 ача: Салам калатпăр та, чун-чĕререн тухакан , çепĕç кĕвĕ пек илтĕнекен çавра сăмахсемпе:

1 ача: Çĕр чăмăрĕ пек анлă.

2 ача: Уйăх пек çутă.

1 ача: Хĕвел пек ăшă.

2 ача: Çаран çинчи чечек пек илемлĕ.

1 ача: Акăш тĕкĕ евĕр çемçе.

2 ача: Çăл куçĕнчен тапса тăракан тăрă шыв пек тăрă.

1 ача: Ылтăн вĕлле хурчĕн пылĕ пек пылак.

2 ача: Сар çу пек сарă.

1 ача: Кăпăш ыраш çăкăрĕн сăмсана кăтăклакан ырă шăршиллĕ ăшă салам!

2 ача: Çак çавра сăмахсем сирĕн пуçăрта ырă шухăш, малашлăх ĕмĕтсем çуратчăр, çемçе кăмăл-туйăм хускатчăр.

Харăс: Тепĕр хут сире тайма пуç!

Ачасем çăкăрсене сĕтел çине кайса хураççĕ

Ертсе пыракан: Сывлах сунатăп сире хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, хисеплесе килнĕ хăнасем. Сире паянхи  Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чунтан саламлатăп. Çулсеренех аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш çырÿлăхне пуçарса янă И.Я.Яковлев çуралнă куна – ака уйăхĕн 25 –мĕшне – Чăваш чĕлхи кунĕ тесе паллă тăватпăр.  

Кам-ха вăл Яковлев.  Вăл – чăваш алфавитне, пĕрремĕш чăваш букварне хатĕрлекенĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçаканĕ. Вăл —  писатель, педагог, чăваш халах просветителĕ.  Унăн кĕнекисем пире Тăван çĕршыва, тавралăха юратма, унăн илемĕпе савăнма, маттур халăхпа мухтанма вĕрентеççĕ.

Паян эпир хамăр чĕлхене сума суса чăвашла юрă-сăвă шăрантаратпăр.

3 ача: Хамăн çĕршыва саватăп, пĕтĕм чунтан юрататăп:

           Çеçке  çурнă çĕмĕрте, сывлăм ÿкнĕ уй-хире.

4 ача: Çил хумхатнă тыр-пула, хум вылянă çырана

           Тĕрлĕ тĕслĕ çеçкере хуртпа тулнă çарана.

5 ача:  Юратап чăваш çĕрне, юратап ун юррине

            Çепĕç, çемсе чĕлхине, ырă чунлă кăмăлне.

Ертсе пыракан: Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре, ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Тĕнче аслă, такам валли те вырăн пур тет  чăваш çынни, мĕн ĕлĕкрен ытти халăхсемпе туслă пурăнма хăнăхнăскер. Мĕн тĕрлĕ кăна халăх, мĕн тĕрлĕ кăна çĕр-шыв çук пулĕ çĕр çинче? Çапах та кашниншĕнех чи хакли, чи юратни – хамăр çуралса ÿснĕ çĕр-шыв, тăван   халăх, тăван ял, тăван атте-анне.      

6 ача:  Чăвашлăх сирĕнте ан чактăр, тăван çĕре чунтан юратăр.

            Мухтавла Çеçпĕл çеçкисем – Йепрес районĕн  ачисем.

7 ача:  Чăваш сăмахĕ инçе кайтăр, чăваш юррийĕ ян янратăр!

            Пехил сана, чăваш ачи! Санра çĕршывăн пуласси.

Юрă «Çĕршыва мухтав»

Кев. Г.Лискован, сав. И.Ивникан. стр.53(1)

  1. Шурă, шурă çĕмĕрт çеçкере, юрă пек янрать çурхи тĕнче

Пирĕн пурнăçăмăр çавăн пек, эх! Пурăнатпăр ырлăх çĕрĕнче/2хут

  1. Юр пек улмуççиллĕ садсенчен, çĕнĕ ĕç  кĕввиллĕ  хирсенчен,

Хуларан, ялтан, пур кĕтесрен, эх! Юрă çĕкленет сÿнми хĕмпе /2хут

  1. Çĕршыва мухтав, мухтав сана, пирĕншĕн çуралнă самана.

Чăвашсен телейле çĕрĕнче, эх! Юрă, юрă янрĕ яланах. /2хут

8 ача: Тăван чĕлхе! Эс — манăн чун çуначĕ.
          Эс пур чухне — эп катăк мар çынран.
          Ахальтен мар чĕре вутпа çунатчĕ
          Ютра çӳренĕ майăн ăнсăртран.

9 ача: Чăваш чĕлхи – атте тымарĕ:
          Салтак утти пек тÿр сăмах
          Тăшман валли ылхан хăварĕ:
          Тăван валли тулли сăвап:
          Хăмла сăри тухать чăнах!

Чĕннĕ çĕре килме лайăх

Чаваш халах юрри

  1. Утнă çулпа утма лайăх, утнă çулпа утма лайăх

Чĕннĕ çĕре килме лайăх, хирĕç тухсан кĕме лайах.

  1. Хирĕç  тухсан кĕме лайăх, хирĕç тухсан кĕме лайăх.

Килех тесен ларма лайăх, килех тесен ларма лайăх.


Ертсе пыракан: Чăваш халăхе ĕçре те пултарать, ĕçлесе ывăнсан канмата та тарават. Ĕлĕкренех  чăваш халăхе ĕç хыççăн  тĕрлĕ – тĕрлĕ вăйă выляма юратнă. Вĕсем ытларах ĕçпе çыхăннă. Паллаштарар-ха сире вĕсенчен пĕрипе.

 «Каш-каш кашман вари»

Чăваш халах вăййи

  1. Каш, каш кăшман вăрри, каш, каш кăшман вăрри,

Ир те пулать, каç та пулать, пĕр кăшманне к(ă)ларса çиес!

  1. Каш, каш кăшман вăрри, каш, каш кăшман вăрри,

Ир пулсан та, каç пулсан та, эсĕр пире кăларас çук!

  1. Каш, каш кăшман вăрри, каш, каш кăшман вăрри,

Ир те пулать, тăм та ÿкет, эпир çавах кăларатпăр.

Ачасем алран-алла тытанса тенкелсем сине ларассе.

Ертсе пыракан: Çурхи хĕвел пайăркисем, таврана ыйхăран вăратса, кăн-кăвак чечексен ырă  шăршийĕ чăннипех те чуна тыткăнлать, чуна çăмăллăх кÿрет. Сенкер тÿпере, таçта-таçта çÿлте пĕлĕт айĕнче тăри юррийĕ илтĕннĕ чух, ытти кайăксем юрă шăрантарнă чух – пирĕн мĕншĕн юрлас мар, пирĕн мĕншĕн савнас мар?

Юрă «Вăйăпа ташă»

                                                     кĕв. Г.Лисковăн, сăвви халăхăн. (стр.61).

  1. Хитре Иван, вайлă  Иван пирĕн картана татаймасть, татаймасть. Эх! Татрĕ!
  2. Тух-ха Иван, ташша яр-ха, эс ташлама пит ăста, пит ăста.
  3. Эсĕ ташла, эпир юрлар, алăсемпе шарт çупар, шарт çупар.


10 ача: Чăвашла паян юрлатпăр, чăвашла сăвă калатпăр
            Чăвашла тум тăхăнатпăр, чăвашла та ак ташлатпăр.

Чăваш ташши.

11ача: Чăваш чĕлхи! Сана эп курнă, шаннă,  куç пек упранă халăх авалтан.
           Кунçул вучахĕнче эс кăварланнă,  чĕлхе вĕçне килетĕн чи малтан.

Вед: Халĕ малалла сире пирĕн ачасем пĕчĕк сценкăсемпе, юмахсемпе паллаштарĕç.

Сценка «Кÿршĕри пăтăрмах»

Иккĕн тавлашаççĕ, тет.

Пĕри калать:

— Пĕлĕт çинче çич çĕр çитмĕл çичĕ çăлтăр.

— Çук, тăхăр çĕр тăхăр вун тăхăр çăлтăр, — хирĕçлет тепри.

Тавлашсан-тавлашсан, çаксем çапăçсах каяççĕ.

Курши,  кусем патне çапăçнине курнипе, чупса пынă та:

— Иксĕрĕн те тĕрĕс мар! – тет. – Пĕлĕт çинче ман ĕне çăмĕ чухлĕ çăлтăр!

Лешсем çапăçма чарăнаççĕ те:

— Ăçтан пĕлен? – ыйтаççĕ унран харăсах.

— Пĕлеп! – тет куршĕ. – Ĕненмесен – ман ĕне çăмне шутлама пырăр.

Туслăх

Ватă Сантăр патне çамрăксем пынă та:

— Сантăр мучи, шур сухалăмăр, эсĕ – нумай пурăннă çын. Тем те курнă, пайтах хура-шур тÿснĕ, кала-ха, мĕн вăл çак тĕнчере чи хакли?

— Туслăх,- хуравланă мучи.

Çамрăксем татах ыйтнă:

— Чи вăйли мĕн?

-Туслăх, -тенĕ мучи.

-Чи çирĕппи?

— Туслăх.

— Юлашки ыйту,- тенĕ çамрăксем,- кала-ха, тархасшăн, мĕн япала ĕмĕрлĕх?

— Туслăх!- çирĕппĕн татса каланă Сантăр – Туслăх. – Туслăх

«Тилĕ тус»,   чăваш халăх юмахĕ.

Автор: Пĕр старик вăрмантан тилĕ чĕрĕллех тытса таврăнать те карчăкне калать:

Старик: Карчăк, манăн кивĕ çĕлĕке кăмакана пăрахса çунтарса яр.(çĕлĕкне çавăрса çапать)

Карчак: Эх, старик! Ватăлнă  майĕн ухмаха туха пуçларăн пуль. Тăхăн çĕлĕкне! (çĕлĕкне тăхăнтарать), (старик тухса каять, мишукпа тилле илсе кĕрет).

Старик: Эпĕ çĕлĕклĕх питĕ аван тир тупса килтĕм, пăх-ха, çунтарса яр çĕлĕке, —тет те мишук ăшĕнчен тилле кăларса урайне ярать.

Карчăкĕ вут хутса тăнă пулнă. Старик çĕлĕкне илет те, ухват çине тăхăнтартать

Старик : Тилĕ тус, ĕнтĕ эпĕ сана çĕлĕк тума пусатăп. Виличчен эсĕ пире пĕрре ташласа кăтарт-ха.

Автор: Старик хай çĕçĕ хăйрать. Мĕскĕн тилли карчăк çине, кайран старик çине пăхкалать. Мăнтарăн чунĕ! Пит вилес килмест пуль! Тилĕ чӳречерен вăрман еннелле вă-ă-ăрттăн пăхать.

Старик çĕçĕ хăйраса пĕтерчĕ те тилле калать:

 Старик : Ну, тилĕ тус, ташла, ташламастăн пулсан—пусатăп.

Тилĕ:  Ташласса ташлăп та эпĕ, манăн ташлама хитре кĕпе çук çавă.

Старик : Карчăк! Тилле кĕпуне пар-ха!

Карчăк: Çук, памастăп!

Старик : Пар терĕм сана!

Карчăк: Çук, памастăп !

Старик : Пар терĕм !

Автор: Карчăк тилле кĕпе тупса тăхăнтартать. Тилли ташлама хатĕрленсе ура çине тăчĕ. Хăйне хăй тăрăххăн пăхкалать.

Старик: Мĕншĕн ташламастăн тата, тилĕ тус?

Тилĕ: Ташласса ташлăп та,—манăн пуçра тухья  çук-çке.

Старик : Карчак! Тилле тухйуна пар-ха!

Карчăк: Çук, памастăп!

Старик : Пар терĕм сана!

Карчăк: Хама та кирлĕ !

Старик : Пар терĕм!

Автор: Карчăк тилле тухья  тупса тăхăнтартать. Тилли тухья тăхăнсан та çаплах ташламасть-ха. Хăйне хăй тата тăрăххăн пăхать.

Карчăкпа старик иккĕшĕ те:  Ташла ĕнтĕ, тилĕ тус, ташла, мĕншĕн ташламастăн?

Тилĕ: Ташласса ташлăп та, манăн тенкĕллĕ мăй çыххи çук-çке.

Старик : Карчак! Тилле май сыххине  пар-ха!

Карчăк: Çук, памастăп!

Старик : Пар терĕм сана!

Карчăк: Çук, памастăп !

Старик : Пар терĕм!

Автор: Карчăкпа старик тенкĕллĕ мăй çыххи те параççĕ. Тилли çаплах ташламасть.

Тилĕ:  Манăн алăра хитре тутăр çук-ха тата.

Автор: Стариккипе карчăкĕ тилĕ мĕн ыйтнине пурне те тупса пачěç те, тилли кăшт уçăлса кулкалама пуçларĕ. Старик кěсле калама тытăнчĕ, тилĕ хуллен-хуллен ташлама пуçларĕ. Çăмăлланса, çăмăлланса ташлать. Хушпу тенкисем, мăй çыххи тенкисем шăнкăртатса çеç тăраççё. Карчăкě çунакан кăмакана пăрахсах алă çупа пуçларě.

Старик: Çăмăлтарах ташла, тилě тус, ну, яра пар.

Автор: Хай те алхасса кайнă. Сиксе тăрса тилěпе ташласси анчах. Тилли тем тĕрлĕ илемлĕ, çăмăллăн ташлать. Стариккипе карчăк тĕлĕнсе хытсах кайрĕç. Тилĕ ташласа çӳрерĕ-çӳрерĕ те хăйне ăшă пулнă пек тытса калать:

Тилĕ: Алăк уççи уçăрах, кантăк хуппи уçăрах.

Автор: Хай карчăк вăр-вар алăкне, кантăкне уçса пăрахрĕ.  Карчăкпа старик савăннипе хайсем те ташлама  пуçларĕç тет. Тилĕ хĕпĕртесе кула-кула ташласа çӳрет. Тилĕ ташласа çӳрерĕ-çӳрерĕ те алăкран вăшт тухса шурĕ. Карчăкпа старик çăвара карса юлчĕç.

Карчăк: Эх, старик, старик! Пĕтĕм мул та, çĕлĕк те пĕтрĕ.

Старик: Тилли те пит чее çав! (ĕнсине хыçать)

12 ача: Тăван чĕлхе –халăхăн аваллăхĕ, 
            Тăван чĕлхе  халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ.

13 ача: Кашни юлташ, тăван, чи çывăх тусăм ман,
            Мана кашни чун-чĕререн  «Салам» тет ирсерен.

14 ача: Пĕр тинĕс те пире уйăрас çук икке
            Юлташлăх, туслăх тĕнчере  хăватлă вăй иккен.

15 ача: Илемлĕ хĕрсем йăл кулсассăн умра,
            Хĕвел  ăшшăнрах-çке пăхать  урамра

             Юрлассăм, кулассăм, выляссăм килет

             Хытрах ал çупсассăн, ташлассăм килет.

Хĕрсен ташши

Чăваш халăх ташă кĕвви

16 ача:  Тăван чĕлхе! Эп сансăр — мĕскĕн, тăлăх,
             Эс пур чух — манăн кăкăрта кăвар.
             Эс пур чухне çеç вилĕмсĕр ман халăх,
             Ун чух ун çут пуласлăхĕ çук мар.

Юрă «Çĕмĕрт çеçки çурăлать»

Чăваш халăх юрри

Ачасем картана тăрса, тĕрлĕ хусканусем туса юрлаççĕ

  1. Çĕмĕрт çеçки çурăлать те, çĕмĕрт çеçки çурăлать,

Вăрман витĕр курăнать.

Картара алран-алла тытăнса сылтăмалла утаççĕ

  1. Шурă кĕпе тăхăнсан та, шурă кĕпе тăхăнсан,

Вăйă витĕр курăнать.

Хĕрачасем картана варрине çепĕççĕн аллисене суласа кĕреççĕ,

çаврăнса илеççĕ те, каялла  тухаççĕ, арçын ачасем çавракана кĕреççĕ, каялла  çаврăнсан хĕрачем умнее пырса тăраççĕ.

  1. Çутă пушмак, шур чăлха та, çутă пушмак, шур чăлха,

Кирĕк тивместь тетĕр –им?

Сылтăм алăсенчен тытăнса икшерĕн çаврăнаççĕ.

  1. Вылямастар, кулмастăр та, вылямастăр, кулмастăр,

Вăйă иртмест  тетĕр-им?

Хĕрачасем арçын ачасем йĕри-тавра алăсене малалла, каялла шутарса çăврăнаççĕ, арçын ачасем алă çупса тăраççĕ.

  1. Чăрăш кĕлет, сар кĕлет те, чăрăш кĕлет, сар кĕлет,

Тăрри чăнкă, килĕшет.

Арçын ачасем хĕрачасем  йĕри-тавра çăврăнаççĕ, хĕрачасем алă çупса тăраççĕ.

  1. Эпир вăййа тухсассăн та, эпир вăййа тухсассăн,

Юрлани те килĕшет.

Юрласа, алран-алла тытăнса залран тухса каяççĕ.

Сценарии праздников -Хĕр сăри (улах сăри)

Хĕр сăри (улах сăри)

(анатри чăвашсен йăли-йĕрки тăрăх хатĕрленĕ)

Вылякансем:

Улька аппа – хăй пÿ,ртĕнче хĕр сăри ирттерме килĕшнĕ тăлăх карчăк

Тарье, Марье, Елюк, Иван – пĕр урамри тус-тантăшсем, Улька аппан кÿ,ршисем пулаççĕ.

Микулай – ятарласа хĕр сăри валли укçалла тытнă вăйăç.

Çтапанпа Варук — пĕрне-пĕри килĕштерекен сăпайлă мăшăр

Хĕрсем, каччăсем, ют ял хĕрĕсемпе каччисем, курма килнĕ ачасемпе ватçынсем

В пивоварне. Худ. П.М. Меркурьев.

Ялти пÿрт ăшчикки. Сĕтел. Икĕ еннелле вăрăм саксем е пукансем лартса хунă. Алăкран кĕрсенех тумтир çакмалли вырăн. Сĕтел çинче пăтă, чăкăт, икерчĕ, çĕрулми, йÿ,çĕтнĕ купăста, кукăль тата сăра кăкшăмĕ. Улькка аппа пикенсех сĕтел-çи хатĕрлет, саксем çине пиртен тĕртсе тунă сак сармисем сарать. Алăкран шаккани илтĕнет.

— Шак! шак! шак!

Улька аппа: (алăк патнелле утса) Хĕрсем çитрĕç те –ши вара?

Хĕрсем: Улька аппа, эпир-ха ку, хĕрсем.

Улька аппа: (алăка уçать) Кĕрĕрех, иртĕр, салтăнăр. Питĕ хăвăрт тумланса килтĕр вара эсир.

Пÿрте Тарье, Марук, Елюк кĕрсе тăраççĕ. Вĕсем малтан Улька аппа патĕнче пăтă пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ пулнă. Ытти каччăсемпе хĕрсем Улька аппана хăй пÿ,ртĕнче хĕр сăри ирттерме ирĕк панăшăн вутă çурса купалама пулăшнă. Халĕ вĕсем пурте килĕсенчен капăр тумĕсене тăхăнса палăртнă вăхăта Улька аппа патне пуçтарăнаççĕ.

Тарье: Ара, эпир тумĕсене ик эрне каяллах хатĕрлесе хунă вĕт.

Хĕрсем хăвăрттарах салтăнса Улька аппана пулăшма тытăнаççĕ

Улька аппа: (Хĕрсен капăр тум-тирĕсем çине пăхса) Эх, эпир те хĕр чухне пĕр-пĕринчен капăртарах тумланма тăрăшаттăмăр, тухья, тевет, ум çаккисене темиçе эрне маларах хатĕрлеттĕмĕр. Ватăлтăм çав, вăхăт иртет.

Çак самантрах алăкран шаккаçĕ.

Хĕрсем пурте: Кĕрĕр, кĕрĕр!

Алăкран Иван, Микулай тата икĕ хĕр кĕрсе тăраççĕ. Микулай — укçалла тытнă вăйăç.

Марье: Атя иртĕр, салтăнăр. Хăнисене чĕнме тахçанах кайнă ĕнтĕ. Халь те çук. Урамра шавлани илтĕнместчĕ-и унта,

Иван: Камсене янă эсир вара чĕнме,

Елюк: çтапанпа Варука янă та-ха.

Иван: Эй, ку икĕ «кăвăкарчăна» янă пулсан, часах кĕтсе илесси çук-ха. Вĕсен пĕр-пĕрне ăшă сăмахсем каламалли пайтах нумай.

Каччă çак сăмахсене каласа кăна пĕтерет, алăкран Варукпа çтапан тата хăна хĕрĕсемпе каччисем кĕпĕрленсе кĕрсе тăраççĕ. Хуçасем вĕсене кăмăллăн кĕтсе илеççĕ.

Хĕрсем: Акă, çитрĕç те. Кĕрĕрех, иртĕр, салтăнăр.

Хуçа хĕрĕсем хăнасене салтăнма пулăшаççĕ.

Варук: Кĕтсе ывăнтăр та пуль пире, хĕрĕсем часах пуçтарăнманнипе нумайччен кĕтмелле пулчĕ.

Хĕрсем: Атьăр-ха, сĕтел хушшинерех иртĕр.Эпир пĕçернĕ апат-çимĕçе, эпир тунă сăрана «тутанса» пăхăр-ха.

Хăнасене сĕтел хушшине кĕртсе вырнаçтарнă хыççăн Улька аппа тур кĕтессине çурта çутать. Пĕр каччăпа пĕр хĕре сăра ĕçтерекенни тăваççĕ. Улька аппа сăмах пуçлать.

Улька аппа: Эй, ырă асатте-асаннемĕрсем, атте-аннемĕрсем, тăван пĕтенсем! Паян эпир хĕр сăри уявне пухăнтăмăр. Эсир те килĕр. Пил тăвăр. çырлахăр.

Çтапан Анук аппана алтăрпа сăра тыттарать. Анук аппа хĕрт-сурта асăнса сăрана ĕçсе ярать те пил сăмахĕ калать.

Улька аппа: Эй, турă, кăçал та пирĕн çамрăксем авалхи пекех йăлана пăрахмасăр хĕр сăри туса ирттерес терĕç. Эсĕ вĕсене сывлăх, чăтăмлăх, ырлăх, телей пар. Вĕсем ĕçлеме, савăнма, ваттисене хисеплеме вĕренччĕр. Килти хĕрт-сурт, паян çамрăксем уяв туса шăв-шав кÿ,нĕшĕн ан çилен, вĕсемпе пĕрле савăн. Кил-çурта вут-пушартан сыхла. çамрăксем хушшинче хаяр сăмахсем ан пулччăр, вăрçă-харçă ан тухтăр. Эсир, хĕр сăрине пуçтарăннă çамрăксем, пурте ырă кăмăллă пулăр, савăнса-кулса, юрласа-ташласа пĕр-пĕрне килĕштерĕр. Пурте ырă пулăр, пурте çителĕклĕ пултăр.

Çтапанпа Варук хĕр-сăрине курма пынă ватăсене (вĕсем алăк патăнче тăраççĕ) пурне те, сăра ĕçтерсе çÿ,реççĕ. Вĕсем те сăра куркине алла тытсан, пил сăмахĕ калаççĕ. Хĕрсепе каччăсем хĕр-сăри юрри пуçласа яраççĕ.

Хура вăрманĕсем, ай мĕн тĕрлĕ,

çулçисем çаврака, çав тĕрлĕ.

Шурă пулать улма чечекĕ.

Пирĕн тантăшĕсем, ай мĕн тĕрлĕ,

Пирĕн те пуласчĕ çав тĕрлĕ.

Шурă пулать улма чечекĕ.

Улма пек, улма пек саппунăм пур

çакмассерен умма çутатать,

çакмассерен умма çутатать.

Ай-хай тантăшĕсем хамăр тантăш

Курмассерен чуна йăпатать,

Курмассерен чуна йăпатать.

Утма уттарам-ши, чуптарам-ши,

Тăкăрлăкран тухса кайиччен,

Тăкăрлăкран тухса кайиччен.

Иван: (сиксе тăрса) Атьăр-ха, ташлар-ха! Ман ура тупань кĕçте пуçларĕ. Мукулай, тăсса яр купăсна!

Микулай ташă кĕвви кала пуçлать. Каччăсем хĕрсем такмак каласа ташлаççĕ.

Ула-ула хур ларать

Кикак тесе кăшкăрать.

Хĕр сăринчен юлакан

Ах, ах тесе кăшкăрать.

Ула ĕнен пăрушне

Уçăм çине ямаççĕ.

Тырă вырман хĕрсене

Хĕр сăрине ямаççĕ.

Чăн хĕр сăри çакă вăл

çавăртарать çил тăвăл,

Пултаракан ташлатăр,

Пăравус пек хашлатăр!

Кăрлач уйăх тулнă чух

Пăрланать тăр хĕр сăри.

Эпир сиксе тапнă чух

Савăнать-ши хĕр чĕри,

Ай-хай хавас хĕр сăри,

çÿллен-çулах пулмĕ-ши,

Халь те çÿллен-çÿлленех,

çÿллен иккĕ пулмĕ-ши?

Хĕр сăри курма пынă ватăсемпе ачасем юрласа ташланине, савăннине пăхса тăнă хыççăн пÿ,ртрен тухса каяççĕ. Улька аппа вĕсене ăсатса, пÿ,ртрен кăларса ярать те, хăй кÿ,ршĕ карчăкки патне каçса каять. Хĕрсемпе каччăсене хăйсене анчах хăварать.

Тарье: Хĕрсем, каччăсем! Атьăр вăйă вылятпăр!

Иван: Мĕнле вăйă вылятпăр?

Тарье: Ал тутри пăрахмалла выляр-ха. Иван, эсĕ ертÿ,çи пулатăн.

Тарье Ивана тĕрлесе илемлетнĕ, хĕррисене чĕнтĕрлесе çыхнă икĕ ал тутри парать. Хĕрсемпе каччăсем урай варрине карталанса тăрса тухаççĕ. Купăсçă кĕвĕ калать. Кĕвĕ çеммипе Иван «карта» тавра утса çаврăнать, пĕр хăна хĕрĕпе каччă хыçне ал тутрисене пăрахса хăварать. Кĕвĕ чарăнсан пурте хыçалалла çаврăнса пăхаççĕ. Кам хыçĕнче ал тутри выртать — илеççĕ те варрине тухаççĕ.

Иван: çак каччăпа хăна хĕрне мĕн тутаратпăр,

Тарье: Юрлаттаратпăр.

Каччăпа хĕр пĕр-пĕрин çине пăхса илеççĕ те, «Юрласа парар-ха эппин», — текелесе юрă пуçлаççĕ. («Акăш тытассăм килет») .

Акăш тытассăм килет, тĕкне татассăм килет,

Ял илемсĕр, шыв тутлă мар, киле каяссăм килет. (2 х.)

Утар-и те чупар-и ç(ă)пата кантри тат(ă)личчен,

Выляри те кулар-и çамрăк ĕмĕр иртиччен (2 х.)

И апла мар, капла мар, пирĕн ĕмĕр иккĕ мар,

Иртсе кайнă ĕмĕрĕшĕн кулянма та кирлĕ мар (2 х.)

Чăнах лайăх чĕн йĕвен лайăх лаша пуçĕнче,

Чăнах лайăх п(и)рĕн хăнасем çын хăнисем хушшинче (2 х.)

Çамрăксем юрлакансене мухтаса алă çупаççĕ.

Иван: Шăпчăксем пекех юрлатăр вара эсир.

Каччăпа çĕр кулкаласа хăйсен вырăнне кайса тăраççĕ. Иван Варукпа çтапан хыçне ал тутрисем пăрахса хăварать. çтапанпа Варук урай варрине тухаççĕ.

Иван: Çак чипер пикепе маттур каччăна мĕн тутартаратпăр?

Тарье: Пĕр-пĕрне çепĕç сăмахсем калаччăр апла. Кам ытларах калама пултарать.

Çтапан: Пикеçĕм, чунăмçăм, ылтăнăм, акăшăм, чĕкеçĕм, çутă çăлтăрăм, хĕвелĕм, кăвакарчăнăм, чиперукăм, телейĕм…

Варук: Урхамахăм, кĕмĕлĕм, кăйкăрăм, çутă уйăхăм, чунăмçăм, савниçĕм, ырă çыннăм, савăнăçăм…

Иван: Иксĕр те маттур! Чунăрти ăшă сăмахсене каласа кăтартрăр, халĕ ĕнтĕ евчĕ яма та юрать.

Пурте кулаççĕ. Хĕрпе каччă вăтанкаласа хăйсен вырăнне кайса тăраççĕ. Иван икĕ хĕр хыçне ал тутрисем пăрахса хăварать. Икĕ хĕр урай варрине тухса тăраççĕ.

Иван: Мĕн тутарттаратпăр-ха ку икĕ чиперккене?

Хĕрсем: Ташă ташлаччăр! Микулай, пуçла мĕнле те пулсан ташă кĕвви.

Микулай Аххаяс ташă кĕввине пуçласа ярать. Икĕ хĕр ташша пуçлаççĕ.

Аххаяс, махаяс, ман кама качча каяс,

Çĕньял ачи илмесен, ман аннене мĕн калас?

Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.

Качакисем картара, ун шухăшĕ пахчара.

Сар ачисем урамра, шухăшĕсем улахра

Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.

Йăкăш-йăкăш ташлама урай яка пулинччĕ.

Пуçа ухса ташлама çутă кĕмĕл пулинччĕ.

Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.

Пилĕк тытса ташлама çут пиçиххи пулинчĕ.

Шарт-шарт ал çупма Чĕмпĕр алси пулинччĕ.

Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.

Шурă шупăр аркине шур ярапа ятăмăр.

Савса чĕннĕ хăнине малтан йыхрав ятăмăр.

Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.

Кашта çинчи автанне авăтнине курасччĕ.

Кукаçипе кукамине ташланине курасччĕ.

Ай-юй, ахаяс, аххаяс та махаяс.

Машини иртсе пырать, тусанĕ вĕçсе юлать.

Вылямăттăм, кулмăттăм, ĕмĕрĕм иртсе пырать.

Ай-юй, ахаяс, ахаяс та махаяс.

Хĕрсем ташланă вăхăтра Улька аппа кÿршĕрен каçать.

Хăна хĕрĕ: Çутăла та пуçларĕ. Киле каяс пулать. Тавах сире, пире тарават кĕтсе илнĕшĕн. Ыран каç хамăр пата хĕр сăрине чĕнме килетпĕр сире. Хатĕр пулăр.

Хуçа хĕрĕсемпе каччисем: Пырăпăр, сирĕн пата та çитĕпĕр. Киле каяс умĕн хĕрсем кил хуçине (Улька аппана) тав туса сăра ĕçтереççĕ

Тарье: Улькка аппа, тавах сире, пире хĕр сăри тума ирĕк панăшăн

Улька аппа: Хăвăра та тем пысăкăш тав. Мана вутă çурса пани тем пек пулăшу пулчĕ. Эсир пулмасан, мана тăлăха, ватăскере кам çурса паратччĕ-ха.

Иван: Улька аппа, эсĕ тепĕр чухне именсе ан тăр, мĕн ĕçлемелли пур – чĕн. Эпир пулăшма хатĕр. Тепĕр хут сире тем пысăкăш тав. Халь эпир вара каятпăр ĕнтĕ. Чипер юлăр.

Хăнасем киле кайма хатĕрленеççĕ. Пиншакĕсене тăхăннă вăхăтра улах юрри юрла пуçлаççĕ. çак юрăпах килтен юрласа тухса каяççĕ. Хуçасем хăнасене пĕрле юрласах ялтан ăсатса кăларса яраççĕ. Улька аппа вĕсене килтен кăларса ярать.

Улах юрри

Йăранĕ, йăранĕ шур купăста

Çулçине хуçмасăр пуç пулмĕ,

çулçине хуçмасăр пуç пулмĕ.

Хамăр танттăшĕсем, ай килнĕ чух

Юрласа памасан чыс пулмĕ,

Юрласа памасан чыс пулмĕ.

Шыв хĕрринче пилеш пиçет(ĕ) çке

çупкăм, çупкăм шыва ÿкет çке

çупкăм, çупкăм шыва ÿ,кет çке

çамрăк чух выляса, ай панисем

Ушкăн, ушкăн аса килет çке

Шухăшпала иртсе каять çке

Пăласара пиçет хăмла çырли

Тĕрлĕрен курăка явăнса,

Тĕрлĕрен курăка явăнса.

ЧАРШАВ

Сценари авторĕ – Владимирова Л.Н.

Чăваш Республикинчи Шупашкар хулин «Ачасен социаллă çынлăх хăнăхăвĕсене мала хурса пĕтĕмĕшле аталанма пулăшакан 13-мĕш ача сачĕ» муниципалитетăн шкул умĕнхи вĕренÿ бюджет учрежденийĕ

Конкурс профессионального мастерства работников учреждений культуры и образования имени Г.Н.Волкова

Мероприятие (шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенчи аслӑ ушкӑн ачасем валли хатĕрленĕ)

СЦЕНАРИЙ ЧУВАШСКОГО ПРАЗДНИКА ЧĂВАШ УЯВĔ « ÇУРКУНННЕХИ УЛАХРА КĔТЕРУК АППАПА » В СТАРШЕЙ ГРУППЕ

Сценарин авторĕ:

Петрова Зинаида Владимировна – воспитатель,

Шупашкар хулин 13-мĕш

ача сачӗн воспитателӗ

телефон:89603062162

email:inn14102007@yandex?ru

ШУПАШКАР – 2021

Тĕллевсем:

шкул çулне çитменачасенечăвашюррисемпе,ташшисемпе,вăйисемпетатасăввисемпепаллаштарасси;

кашниачанахăйĕнтăваненнетататăван çĕршываюратмавĕрентесси;

— чăваш халăх пултарулăхне юратма тата унпа интересленме вĕрентесси;

— ачасен пĕлÿне чăваш халăх пултарулăхĕпе пуянлатасси;

— калаçу илемне тата халăх пултарулăхне ташăсемпе юрăсем витĕр аталантарасси;

— чăваш юррисен, ташшисен, вăйисен, вăйă картисен тĕрлĕ уйрăмлăхĕ çинчен пĕлтерÿ парасси.

Чăваш кĕвви янăрать. Ачасем музыкă залне кĕреççĕ. Варринчи стена патне тăрса тухаççĕ

Ертÿçĕ(чăваш тумĕпе). Сывă – и, ачасем тата хăнасем. Пирĕн чăваш çĕршывне çуркунне килсе çитрĕ. Вăл савăнăç, кулă, шÿт тата хаваслă юрă-кĕвĕ илсе килчĕ. Эпир сирĕнпе паян юрăсем юрлатпăр, ташлатпăр тата чăваш çĕршывне мухтатпăр.

1-мĕш ача. Атăл тарăх хăпаратпăр,

Ак, умра, инçех те мар,

Курăнса каять хуламăр –

Пирĕн капăр Шупашкар.

2-мĕш ача. Савăнатпăр, тĕлĕнетпĕр,

Эсĕ хăвăрт ÿснинчен.

Сăвă – кĕвĕ кĕвĕлетпĕр

Шупашкарăмăр çинчен.

«Шупашкар, Шупашкар!»(сăввиА. Кибечĕн, кĕвви Г. Максимовăн) ятлă юрă юрлаççĕ. (Ачасем пукансем çине лараççĕ) Юрă юрланă хыççăн зала Кĕтерукаппакĕрет (чăваш тумĕпе)

Кĕтерук.Ай, тур–тур! Кунта мĕн чухлĕ ача пухăннă. Салам! Ырă кун пурне те! Сывă–и, хаклă ачасем? (ачасем хуравлаççĕ: сывах).

Кĕтерук.Эпĕ çул çинче питĕ ывăнтăм.

Ертÿçĕ.Эсир пирĕн патĕнче юлăр. Канăр. Пирĕнпе пĕрле савăнăр.

Кĕтерук. Юрать. Эпĕ сире хампа паллаштарам – ха. Мана Кĕтеруктесе чĕнеççĕ. Тавтапуç, савăнсах юлатăп сирĕнпе. Эпĕ сирĕн патне ятарласа хăнана килтĕм. Каласа парăр ĕнтĕ халь мана, мĕнлерех хулара пурăнатăр, ача сачĕнче мĕнле çитĕнÿсем?

Ертÿçĕ.Ача сачĕнче эпир питĕ лайăх пурăнатпăр. Пурте пĕрле вылятпăр, юрăсем юрлатпăр. Тата çуркуннене вăйă картинче кĕтсе илетпĕр. Сана, Кĕтерук аппа, çуркунне çинчен юрă юрласа паратпăр.

Кĕтерук.Хаваспах итлетĕп.

3-мĕш ача. Чăвашла сăвă калатпăр

Чăвашла тум тăхăнатпăр

Чăвашла та ак ташлатпăр.

Чăвашла паян юрлатпăр

Юрă «Çуркунне»(сăвви Якку Микулин, кĕвви Г. Лисковăн) (Пукан умĕнче тăрса юрлаççĕ)

Кĕтерук.Сирĕн юрă мана питĕ килĕшрĕ. Чунра савăнăçлă пулсах кайрĕ. Ку юрри шăпчăксен юрри пекех хитре. Çуркунне çитнĕ май ăшă енчен нумай кайаксем вĕçсе килеççĕ.

Ертÿçĕ. Пирĕн патне те пилеш кайăкĕ вĕçсе килчĕ. Вăл сукмак çинче ларать, пирĕнпе вылясшăн. Пилеш кайăкĕ, тух пирĕн патне! Пирĕн умран вĕçсе ирт!

Залра музыка кĕввипе пилеш кайăкĕ вĕçет.

Пилеш кайакĕ. Эпĕ пилеш кайăкĕ, эпĕ çăмăл сикетĕп.

Турат çинчен чечек çине, курăк çинчен çулçă çине.

Сиксе ывăнмастăп, савăнма юрататăп.

Ертÿçĕ.Эсĕ вĕçсе ан кай, пирĕнпе выля.

Вăйă «Сик-сик, пилеш кайăкĕ»

Кĕтерук. Сирĕн вăйă мана питĕ килĕшрĕ.

Ертÿçĕ.Кĕтерук аппа, эсир питĕ нумай халапсем тата юмахсем пĕлет теççĕ. Каласа парăр, тархасшăн.

Юмах «Шăши уçăлма тухсан»(ачасем юмаха сăнарсемпе выляççĕ)

Пĕррехинче шăши çури хăйен шăтăкĕнчен уçăлма тухнă, тет. Уçăлса çÿренĕ хыççăн амăшĕ патне таврăнать те калать:

— Анне, эпĕ паян икĕ тискер кайăка куртăм! Пĕри питĕ лайăхскер, тепри вара – хăрушăскер!

— Мĕнле тискер кайăксем вара вĕсем? – ыйтать унăн амăшĕ.

— Хăрушăскерри кил картипе мăнаçлăн утса çÿрет!.. Урисем хура, хĕрлĕ калпакпа, куçĕсем вара халь – халь сиксе тухас пек, сăмси çекĕл пек! Эпĕ унăн çумĕнчен хăвăрт кăна иртсе кайрăм, вăл мĕнле кăшкăрса ярать! Манăн хăранипе чун чут кăна ура тĕпне анса каймарĕ.

— Эх, ывăлăм, ывăлăм… Ара вăл автан вĕт! Унтан пачах хăрамалла мар. Эпир уншăн пур – и, çук-и – пĕрех. Тепри мĕнлескерччĕ вара?

— Тепри хĕвел çинче ăшăнса выртатчĕ. Мăйе шурă, хăй якаскер, урисем сăрă тĕслĕччĕ. Çаплах хăйне çуллатьчĕ. Кăштах хÿрипе суллатчĕ, хăй ман çинчен куçне илмест.

— Эх, эсĕ те çав айванскер!.. Вăл кушак аçи ĕнтĕ, — шикленсе калать шăши çурине амăшĕ.

— Çапла çав вăл: пĕтĕм ялкăшакан япала хĕвел мар.

Ертÿçĕ.Ачасем, сире юмах килĕшрĕ – и? Пирĕн чăваш культури халапсемпе, юмахсемпе пуян. Эпир унпа мухтанатпăр, вĕсене асра тытатпăр. Тавтапуç, сана, Кĕтерук аппа. Эпир те сана савăнăç кÿресшĕн. Ачасем сана музыка инструменчĕсем çинче выляса кăтартасшăн.

Ачасеммузыка инструменчĕсем çинче выляççĕ.

Кĕтерук.Маттур, ачасем. Эсир питĕ лайăх вылярăр.

Ертÿçĕ.Ачасем, эсир ларса ывăнмарăр-и, айтăр вылятпăр. Кĕтерук аппа, пирĕнпе пĕрле çаврашкана тăр, сана эпир «Кам çук?» вăйă выляма вĕрентетпĕр.

4-мĕш ача. Çакă çавра çĕр çинче

Чăваш ятлă халăх пур.

Чăваш халăх хушшинче

Çĕр пин тĕрлĕ вăйă пур.

Вăйă «Кам çук?»(кĕвви те, сăвви те халăхăн).

Кĕтерук.Маттур ачасем. Эпĕ вара урăх вăйă пелетĕп. Вăл «Ваçкă кушак» ятлă. Айтăр, манпа пĕрле çак вăййа вылятпăр.

Вăйă «Ваçкă кушак»(кĕвви те, сăвви те Г. Лобачовăн).

Кĕтерук.Маттур, ачасем. Эсир выляма та, юрлама та пит ăста иккен.

Ертÿçĕ.Кĕтерук аппа, ларса кан кăштах. Пирĕн ачасем ташлама та пит ăста. Пăхса савăн, тархасшăн, вĕсем çине.

Хĕр ача: Атьăр ташша пуçлар-и,

Ура тапса ташлар-и!

Ачасем ушкăнпа чăваш ташши ташлаççĕ (пукансем çине лараççĕ)

Кĕтерук.Тавтапуç, сире ачасем, мана савăнтарнăшăн. Эпир сирĕнпе лайăх пурăнатпăр. Пирĕн çынсем ырă кăмăллă та таса чунлă. Савăннă чух чун-чĕререн савăнаççĕ.

Ертÿçĕ.Тĕрĕс калан,Кĕтерук аппа. Пирĕн ачасем те савăнма пĕлеççĕ тата хамрăн Чăваш çĕршывне юратаççĕ. Халь вĕсем сана çавăн çинчен сăвăсем каласа параççĕ.

Сăвăкалакансем варринчи стена патне тухаççĕ.

5-мĕш ача:Эп чăваш ачи саватăп

Хамăрăн чăваш çĕрне

Вăл кипке те ман, сăпка та

Ăна манмăп ĕмĕрне.

6-мĕш ача:Эп чăваш ачи саватăп

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене

Юратап сăвва, юрра та

Купăса та кĕслене.

7-мĕш ача:Пирĕн садри ачасем

Пурте туслă-çке вĕсем

Туслăх пирĕн хушăра

Питĕ пысăк вырăнта.

8-мĕш ача. Çĕклен, Чăваш Çĕршывĕ

Чаплă пул, хаваслă пул.

Эп сана чунтан саватăп,

Чăвашъен, эс чи маттур!

Ачасем «Тăван çĕршыв» (сăвви И. Тукташăн, кĕвви Г. Лебедевăн) ятлă юрă юрлаççĕ. (Варринчи стена патне тăрса тухаççĕ)

Кĕтерук.Тавтапуç, ачасем, мана питĕ килĕшрĕ сирĕнпе пĕрле савăнма. Манăн кайма вăхăт çитрĕ. Чипер юлăр.

Ачасем.Сывă пулăр! Тепре куриччен!

Хĕвел шевлийĕ эс — анне!

Смирнова А. Г.
Смирнова А. Г.

1-мĕш ертсе пыракан:

Анне, аннеçĕм, аннем …

2-мĕш ертсе пыракан:

Анне… Чи ăшă та хаклă сăмахсем.

1-мĕш ертсе пыракан:

Мĕнре-ши аннен хăвачĕ?

2-мĕш ертсе пыракан:

Унăн пин-пин çул хушши пухăнса пынă ăсĕнче.

1-мĕш ертсе пыракан:

Анне… Çак сăмахсене асăнсанах — куç умне чи çывăх та юратнă çыннăмăр тухса тăрать.

2-мĕш ертсе пыракан:

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче пĕтĕм Раççейре Аннесен уявне паллă тăваççĕ. Ăна

1998 çултан чысласа ирттерме пуçланă.

Текста малалла вулăр…

Тинкеретпĕр малалла, кайрине те халь куратпăр

Кулакова С. П.
Кулакова С. П.

Сцена çине 6-мĕш класс ачисем тухса тăраççĕ. Илемлĕ чаваш кĕвви янăрать. Ачасем умлăн-хыçлăн сăвăсем калаççĕ.

Çĕр-шывсем нумай тĕнчен,

Пĕринчен тепри илемлĕ.

Эпĕр — Улăп йăхĕнчен,

Чи ирĕклине иленнĕ.

Халăхсем нумай тĕнчен,

Пĕринчен тепри тĕреклĕ.

Эпĕр Улăп йăхĕнчен,

Сапăр та сатур чĕреллĕ.

Эпĕр -Улăп йăхĕнчен,

Чыс мĕнне аван чухлатпăр

Ĕмĕрхи ĕçре ĕçчен,

Вăрçăра, салтак чух паттăр.

Эпĕр -Улăп йăхĕнчен,

Шуххăн савăнма пĕлетпĕр —

Уявра чун каниччен

Юрă-ташăпа кĕрлетпĕр

Çеçпĕл – пирĕн чĕрере

Григорьева Л. М.
Григорьева Л. М.

Тĕллевсем: Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарасси; чăваш халăхне, чĕлхине чĕререн юратма, Çеçпĕл пек паттăр та хастар пулма хавхалантарасси; пуплеве аталантарасси.

Сцена çинче Çеçпĕл портречĕ, Станислав Репьях поэт çырнă сăвă йĕркисем:

Çеçпĕл, Çеçпĕл –

Паттăр та çепĕç чечек,

Çеçпĕл, Çеçпĕл,

Ман пуласчĕ сан пек.

Ертсе пыракан: Хаклăачасем! Паянхи мероприяти Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунě ячěпе иртет.

Пыл хурчĕ

садикри аслă ушкăн ачисемпе хатĕрлемелли инсценнировка конспекчĕ

(Николай Ыдарай юмахĕ тăрăх)

Ертсе пыракан: Автанкасси ялĕнче пĕр тăлăх ача пурăннă. Вăл мĕнле те пулин апатлă пулас тесе пуян çын патĕнче кĕтӳ пăхма килĕшет. Ачана качака кĕтĕвĕ пăхма хушаҫҫĕ. Кĕтĕвĕ пысăках мар – виçĕ качака кăна.

Ирпе ирех ача качакасене кĕтĕве илсе тухать. Пĕрремĕш кунах тĕлĕнсех каять: качакасем каскăн иккен, кастарса çӳреме питех те юратаççĕ. Пăхса тăнă çĕртех пахчана, калча çине кĕрсе каяççĕ, каласан та, кăшкăрсан та итлемеççĕ. Мĕн тумалла?

Ача: — Кач, кач, качакин

Лăпăс-лăпăс сухалĕ,

Шĕп-шĕвĕркке мăйраки.

Кăкарам – и хурăнтан,

Кăшт ятлам – и хушăран:

Çиме çи те çиессе,

Пăрах эсĕ сĕкессе,

Калчасене ан кăшла,

Ан хуç манăн кăмăла!

Текста малалла вулăр…

Мечтаю стать солдатом

Цель: воспитание патриотических чувств обучающихся, уважения к защитникам Родины

Планируемые результаты: формирование навыков военно-прикладного направления: совершенствование физической подготовки и получение знаний основ военного дела; проявление личностных качеств, таких как умение работать в команде, способность к взаимовыручке и проявление духа товарищества.

Предварительная подготовка:

1) Дети заранее разбиваются на две команды. Каждая команда готовит домашнее задание – учится маршировать, петь песню (команда «Пилоты» — «Огромное небо» (муз. О. Б. Фельцмана, сл. Р. И. Рождественского))

Асаннепе пĕрле

Кушманова Н. В.
Кушманова Н. В.

(Г.Н.Волковăн «Юманкка» юмахĕ тăрăх)

Тĕллевсем:

1). Г.Н.Волковăн калавĕсене вуласа ăса хывасси.пуплеве аталантарассипе малалла ĕҫлесси;

2).тăван ҫĕре ,тавралăха юратма,унăн пурлăхне упрама хăнăхтарасси;

3). тăванлăха упрама,атте –аннене юратма,ваттисене хисеплеме вĕрентесси.

МĂН КУН — АСЛĂ КУН

Павлова А. В.
Павлова А. В.

Тĕллевсем: 1) Мăн кун уявĕн йăлине кăтартса парасси; 2) ачасен тавра курăмне анлăлатасси;

3) ачасен пултарулăхне аталантарасси.

1-мĕш ача. Мăн кун — Аслă кун,

Ҫут ҫанталăк чĕрĕлнĕ кун.

Клентĕр, премĕк, хĕрлĕ ҫăмарта —

Тутлă ҫимĕҫ ҫăварта. («Тантăш» хаҫатран)

Ертсе пыракан. Хаклă ачасем! Паян пирĕн Мăн куна халалланă уяв, эпир Мăн куна паллă тума пĕрле пуҫтарăнтăмăр. Ҫак уяв кашни ҫулах пирĕн пата ҫуркунне килет. Уява кĕтсе пурте пӳрт-ҫурта тирпейлеҫҫĕ, таса тум тăхăнаҫҫĕ, тутлă апат-ҫимĕҫ пĕҫереҫҫĕ, сухан хуппипе Христос ячĕпе ҫăмарта хĕретеҫҫĕ, килен-каяна хăналаҫҫĕ.

Текста малалла вулăр…

Волшебная сила тухьи

Афанасьева Любовь Юрьевна
Афанасьева Любовь Юрьевна

Цель — воспитывать эмоционально-ценностное отношение к чув. нар. иск-ву;

Расширять и закреплять знания о чувашском народном костюме;

Побуждать детей к творчеству через конкретные сказочные образы.

Зал украшен. Пол зала закрыто занавесом. Здесь волшебная страна Саркун. У горы сидит мудрый дедушка Шур Сухал. Перед занавесом слева изба, справа дуб. Дети свободно входят в зал в боковую дверь.

Муз. рук-ль: Ыр кун пултӑр, ачасем.

Дети: Сире те ҫавах (отвечают).

Муз. рук.: Ребята, я предлагаю вам отправиться в путешествие далеко-далеко.

Текста малалла вулăр…

Чи хаклă çын — анне

Урок тĕсĕ: класс тулашĕнчи класс сехечĕ

Сапăрлăх тĕллевĕ: Аннесене юратма, хисеплеме, упрама, вĕсен умĕнчи тивĕçе туйма вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: Мартăн 8 – мĕшне уявлама тытăнни çинчен паллаштарни.

Аталантару тĕллевĕ: Амăшĕсемпе ачасем хушшинчи пĕр-пĕрне ăнланас, пулăшас туйăма вăйлатасси, ăшшăн калаçас, сапăр пулас хăнăхусене, çыхăнуллă пуплеве аталантарасси.

Урок меслечĕ: ыйту- хурав, ăнлантаруллă калаçу.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, тутăрсем, чечексем, хутран касса тунă пысăк чечек, тĕнче картти. «Манăн анне – чи хитри» хаçат (амăшĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе), «Анне валли- чечек пуххи» ÿкерчĕксен выставки.

Класа ятарласа илемлетнĕ, амăшĕсене чĕннĕ.

Ачалăх телейлӗ тӗнче, юлать асăнмалăх кашнин чӗринче

(Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланă, ҫуллахи каникул вăхăтӗнче шкул ҫумӗнчи кану лагерьне ҫӳрекен 5-6-мӗш класс ачисем валли хатӗрленӗ вăйă)

Федорова И. Н.
Федорова И. Н.

Вăйă тӗллевӗсем:

• Астăвăм ирӗклӗхне, тимлӗхне, фантазие аталантарни, тӗрлӗ танлаштарусем туса шухăшлама, пӗтӗмлетӱсем тума вӗрентни;

• пуплев этикечĕпе килĕшÿллĕн калаçăва тĕрĕс йĕркелеме, лару-тăрăва кура сăмахсемпе вырăнлă усă курма хăнăхни;

• вĕренекенсене ашшĕ-амăшне, тăванӗсене хисеплеме вӗрентни;

• ачалăхăн кашни самантне хаклама хăнăхни.

Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, мультимеди проекторĕ, экран.

Текста малалла вулăр…

Çĕнтерÿ çулĕсем: «Хыçра – Мускав!»

(«Калуга – Тула – Мускав» ( çул çÿрев урок сценарийĕ)

С.  В. Петрушкина
С. В. Петрушкина

Умĕн калани.

Чăваш чĕлхипе ирттерекен класс тулашĕнчи ĕçсем ачасен пултарулăхне ÿстерме, харпăр хăй тĕллĕн шухăшлама, ĕçлеме тата уроксем хыççăнхи канăва усăллă йĕркелеме пулăшаççĕ.

Класс тата класс тулашĕнчи ĕçсене ирттернĕ чухне ачасене пĕлÿ çеç мар, воспитани парассине те ялан асра тытатпăр. Вĕсем программа материалĕпе çыхăнччăр, вĕренекенсен шухăш-ĕмĕчĕсене тивĕçтерччĕр, çав ĕçсене шкулти кашни вĕренекен активлă хутшăнччăр тесе тăрăшатпăр. Уроксем, мероприятисем вĕренекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те усăллă пултăр тетпĕр.

Текста малалла вулăр…

■ Светлана Вячеславовна Петрушкина.
Шупашкарти В.А. Архипов милиции генерал-майорĕ ячĕллĕ кадет шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен

Килех, Çĕнĕ çул!

Орлова Н. В.
Орлова Н. В.

Ачасем кĕвĕпе зала кĕреççĕ, ёлка тавра карталанса тăраççĕ.

Ертÿçĕ: Хаваслă зал, мĕн тери паха.

Тĕрлĕ, тĕрлĕ çутăсем çунаççĕ.

Илемлĕ Çĕнĕ çул уявĕ

Тараватлăн хăй патне чĕнет.

Пырăр ёлка çывăхне ,

Пăхăр пурте ун çине:

Ай, мĕн чухлĕ теттесем ,

Çăлтăрсем, çаврашкасем.

Хĕрлĕ Калпак: Хаклă ачасем ! Сывлăх сунатăп сире! Эпĕ Хĕрлĕ Калпак. Паян эпĕ те сирĕнпе пĕрле савăнасшăн. Манăн кукамай халĕ чирлемест, сывалнă. Кашкăр та текех мана хăратаймĕ. Ав,мĕн чухлĕн эпир! Çапла — и?

Ачасем: Çапла.

Текста малалла вулăр…

«Чееленме те ăс кирлĕ» инсценировка

Молчанова Е. П.
Молчанова Е. П.

Автор: Хресчен ывăлĕ пурăннă тет. Ялта ăна пурте Чее çын тесе чĕннĕ.

1-мĕш çын: Куратăр-и, Чее çын пырать?

2-мĕш çын: Çакă-и?

3-мĕш çын: Çакă, çакă!

Автор: Тепĕр тесен, чееленме те ăс кирлĕ. Анчах та Чее çын тÿрĕ чунпа пурăнманнисемпе çеç чее пулнă.

Пĕррехинче Чее çын кил карти шăлма пуçлать.

Кайăксем — пирĕн туссем

Федорова Ирина Николаевна
Федорова Ирина Николаевна

Уяв тĕллевĕсем:

• кайăксем çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ăнланса илме пулăшни;

• вĕçен кайăксене упрамаллине, пулăшмаллине, юратмаллине туйтарни;

• кайăксен ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварни;

• ачасен калаçу чĕлхине, тавракурăмне тата тавçăрулăхне аталантарни.

Уяв эпиграфĕ: Сыхлар кайăксене!

Упрар вӗсене!

Вӗсем – пирӗн туссем!

Ҫут ҫанталăк ачисем!

Кирлĕ хатĕрсем: „Кайăксен сассисем” диск, кайăксен ӱкерчӗкӗсем, „Кайăксем – пирӗн ҫунатлă туссем” презентаци, плакат, компьютер, мультимедиапроектор.

Текста малалла вулăр…

Эпир — пулас космонавтсем

Васильева Н. Н.
Васильева Н. Н.

Пĕлÿ тĕллевĕ: ачасене космонавтика кунĕпе тарăнрах паллаштарасси;

Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасен тавракурăмне, пултарулăхне аталантарасси;

Аталантару тĕллевĕ: тăван çĕр шыв паттăрĕсемпе мăнаçланма вĕрентесси,

тăван çĕр шывшăн усăллă çын пулма хавхалантарасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем: конверт ăшĕнче кашни ушкăн валли хатĕрленĕ тĕрлĕ

ĕçсем, хутран касса кăларнă «ракета», тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсем

Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, экран, мультимедиа проекторĕ.

Зала ачасен ÿкерчĕкĕсемпе, ĕç урокĕнче тунă сувенир-япаласемпе,

плакатсемпе, космос çинчен çырнă каларăшсемпе илемлетнĕ.

Текста малалла вулăр…

Упрар тăван чĕлхемĕре

(Литературăпа юрă-кĕвĕ композицийĕ.)

Иванова А. В.
Иванова А. В.

Тăршшĕпех ачасем калаçаççĕ

«Тăван чĕлхе» юрра итлени (сăвви Александр Савельев-Сасăн, кĕвви Михаил Луковăн, юрлаканĕ Михаил Луков)

«Кала, юлташ, мĕн хаклă саншăн

Хальхи пуян çак тĕнчере?» —

Тесе ыйтсан сывламăп ассăн.

Эп калăп пат: «Тăван чĕлхе!»

Чăваш чĕлхи!

Унпа чĕвĕлтететĕп эпĕ

Кăшт ураланнă ачапа,

Кун-çул пирки хĕрсех пуплетĕп

Хура-шур курнă ватăпа.

Атте-анне чĕлхи!

Текста малалла вулăр…

Кĕрхи уяв

Захарова Г. В.
Захарова Г. В.

(Уяв сценарийĕ, 3-мĕш класс валли)

Тĕллевсем: 1) кĕркунне çинчен вĕреннине çирĕплетесси, çав вăхăтăн илемне туйма, курма, ăна сыхлама, упрама вĕрентесси;

2) çут çанталăка юратас туйăма вăйлатасси, ачасене хăйсене çут çанталăк тусĕсем пулма вĕрентесси;

3) ачасен ăслайĕсене, пултарулăхĕпе тавра курăмне аталантарасси.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, «Кĕркунне çитрĕ» презентаци, çулталăкăн кĕркунне вăхăтне сăнлакан ÿкерчĕксем.

Класа çулталăкăн кĕркунне вăхăтне сăнлакан ÿкерчĕксем çакса хунă. Кĕркунне çинчен юрă янăрать.

Текста малалла вулăр…

Çĕрпÿ ярмăрккине каяр-и?

Ю. М. Александрова
Ю. М. Александрова

Урок тĕллевĕсем:

— ачасене Çĕрпÿ ярмăркки, Тихвин мăнастырĕ çинчен пĕлÿ парасси;

— халăхăн йăла-йĕркине упраса малалла аталантарасси;

— обществăлла вырăнта хăйсене тытма вĕрентесси;

— Тăван çĕр-шыва юратма, упрама, ваттисене хисеплеме вĕрентесси;

— ачасене пуплевне аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, тавра курăмне ÿстересси.

Урок хатĕрĕсем: магнитофон, доска çинче — мăнастырь, ярмăрккă, карусель, сцена ÿкерчĕкĕсем, урапаллă лаша, ачасен фотографийĕсем, ярмăрккăра илнĕ хатĕрсем (шăхлич, матрешка, хăмпă, çил арманĕ тата ытти те), хамăр алăпа тунă хатĕрсем, ăсталанă карусель, икĕ ункă, карçынкка.

Текста малалла вулăр…

Праздник урожая

Кускова Л. А.
Кускова Л. А.

Цель: обобщение и систематизация знаний о дарах осени.

Задачи:

образовательные – установить связь между сезонными признаками природы;

развивающие – развивать связную речь, дружеские отношения, умение работать в коллективе; смекалку, наблюдательность, любознательность

воспитательные – воспитывать любовь к замечательному времени года – осени.

В мире доброты

Константинова И. Г.
Константинова И. Г.

Цель: стимулировать потребность в формировании доброго отношения ко всему окружающему

Задачи: образовательные — расширить знания о добрых словах и их применении в жизненных ситуациях;

коррекционно-развивающие — развивать у воспитанников способности анализировать свои действия;

корригировать речь, внимание путем выполнения заданий;

воспитательные — воспитывать чувство доброты, уважение друг к другу, окружающим.

Ход занятия.

Текста малалла вулăр…

■ Страницăсем: [1], 2, 3, 4.

(Хулари шкулта 5-6 классенче Ухсай Яккăвне халалласа ирттернẽ литературăпа музыка каςẽн сценарийẽ)

Пĕлÿ тĕллевĕ: чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси.

Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасен тĕнче ăнланăвне, тавра курăмне аталантарасси.

Илемлĕх тĕллевĕ: вăйăсемпе сăвă-юрă урлă чăваш чĕлхине юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтарасси, тăван халăх культурине хаклама, упрама вĕрентесси.

Литературăпа музыка каςẽн юхăмĕ

Саламлани. (Сцена ςине «Илемлẽ, илемлẽ…» юрă юрласа ачасен ушкăнẽ тухать; сцена ςине ертсе пыракансем тухаςςẽ)

Илемлẽ, илемлẽ,

Илемлẽ, чӑваш тẽрри.

Илемлẽ, чӑваш тẽрри те

Тẽрлеме пĕлсен кӑна.

Ертсе пыракансем:

…Ентешсем, салам! Тусăмсем, салам!

Умăрта тăрса пуςăма таям.

Аллăмра — курка, куркара — сăра,

Пуς таяр, тăван, ςăкăр-тăвара.

1-мẽш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр пурне те, сывлăх сунатăп! Сире ςак уявра курма питех те хавас!

Сăвă калакан: («Тăван Слакпуς» клип)

Туссем калаςнă чух, тăван чĕлхемĕм,

Шур акăш тẽкẽ евẽр эс ςемςе.

Санпа ман халăх чунẽпе илемлẽ

Çÿрет ςÿлте те ςẽр ςинче вẽςсе.

Юрланă чух сассу хитре те уςă,

Итлет вăрман та, хир те янраса,

Чулсем ςинче канми-тăми ςăлкуςẽ

Юхса йăпаннă пек сассу таса.

1-мẽш ертсе пыракан: Çак йẽркесен авторẽ — чăваш халăх поэчẽ Ухсай Яккăвẽ. Вăл ςав тери пултаруллă та пуян чẽлхеллẽ поэт. Хăйẽн сăввисемпе поэмисене Ухсай тăван чăваш халăхне халалланă.

Чÿк уйăхẽн 26-мẽшẽнче чăваш халăхẽ Ухсай Яккăвẽ ςуралнăранпа 109 ςул ςитнине паллă турẽ. Паянхи литературăпа музыка каςне эпир сумлă сăвăςăмăра халаллатпăр.

Ухсай Яккăвẽн биографийẽ: (Ачасем калаςςẽ)

1. Ухсай Яккăвẽ 1911 ςулта хальхи Пушкăрт Республикин Пелепей районне кẽрекен Слакпуς ялẽнче ςуралнă. Ухсай ςамрăклах, вун тăватă-вун пилẽк ςултах, ςырма пуςланă. «Аттерен эпẽ тăван чẽлхе пуянлăхне, аннерен чăваш чẽлхин янравлăхне, илемлẽхне вẽрентẽм», — тесе палăртнă сăвăς.

2. Ухсай — чăваш ςырулăхẽн вăйẽ, ςẽнтерẽвẽ, мухтавẽ. Унăн ятне пирẽн республикăра ςеς мар, ςẽршывẽпех лайăх пẽлеςςẽ, чылай хайлавне тẽрлẽ чẽлхене куςарса кăларнă. «Кẽлпук мучи»: «Ту урлă ςул», «Силпи ςăлкуςẽ», «Чапаевпа тẽл пулни», «Тутимẽр» тата ытти нумай произведение вулакансем пысăк хак пачẽς.

Ухсай Яккăвẽн биографийẽ (Вẽрентекен вырăсла калать, презентаци кăтартать).

Литмонтаж.

Ухсай Яккăвẽн «Атăл ςинчен хунă юрă» сăвă.

Юррăмăр, хускал, ан татăл,

Атăл тăрăх кẽрлесем!

Хумханать юратнă Атăл,

Хÿхẽм унăн хẽррисем.

Пирẽн ẽмẽт халẽ аслă,

Ĕмẽт аслă сан пекех.

Пирẽн пурăнăς хаваслă

Пулẽ ẽмẽр-ẽмẽрех.

Шывупа пире чÿхерẽн

Сулхăн каς та уςă ир.

Ϛавăнпа кунта чиперрẽн

Паттăр ÿсрẽмẽр эпир.

Витẽр куςлă пирẽн халăх,

Чунẽ сан пекех таса,

Мухтанса юрлатпăр халẽ

Сан шыву пек шавласа.

2-мẽш ертсе пыракакан: Халẽ вара кăшт канса илер. (Залри куракансемпе пẽрле).

Пẽрре, иккẽ — вăйлă.

Виςςẽ, тăваттă — сивẽ.

Пиллẽк, улттă — хẽвел пăхать.

Çиччẽ, саккăр — ăшă.

Тăххăр, вуннă — маттур!

1-мẽш ертсе пыракан: Халẽ вара хамăр пултарулăха кăтартатпăр.

(«Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлать те…» юрă юрласа ачасен ушкăнẽ сцена ςине тухать).

Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлсан та,

Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлсан

Вӑрман витĕр курӑнать.

Вӑрман витĕр курӑнать.

2-мẽш ертсе пыракан:

Кам пултарẽ калама:

Сасă кирлẽ мẽн тума?

1-мẽш ертсе пыракан:

Сасă кирлẽ калаςма,

Сăвăлама — юрлама.

Ача: Атьăр, туссем, юрă юрлар!

«Пирĕн анне» юрă янăрать.

2-мẽш ертсе пыракан: Ϛитет пулẽ юрласа. Атьăр, вăйă выляр!

1-мẽш ертсе пыракан: Мẽнле вăйă выляр-ши, ачасем?

1-мẽш ача: «Ят пẽлмелле»!

2-мẽш ача (шутлать): Лечче, печче, пива, сава, ленки, лянки, лепече — тух!

Шутласа кăларнă ача урай варрине тухать. Ачасем ун тавра карталанса тăраςςẽ. Ушкăнпа утса вẽсем вăйă сăмахẽсене калаςςẽ:

Ларать, ларать, Таня ларать

Шẽшкẽ тẽмẽ айẽнче.

Ϛиет, ςиет, Таня ςиет

Шẽшкẽн сарă мăйăрне.

Вăхăт ςитсен тăрас пулать,

Ятне тẽрẽс калас пулать.

(Каласа пẽтерсен ачасем чарăнса тăраςςẽ. Ушкăнран пẽри хыςалтан пырса Таня куςẽсене хуплать. Таньăн унăн ятне пẽлмелле).

Ачасем: Пẽлеймерẽ! Мẽнпе савăнтарăн пире, Таня?

Таня:

Юмах ярам, юптарам…

Пẽр ςăмхан ςичẽ шăтăк. Мẽн-ши вăл? (пуς)

1-мẽш ертсе пыракан: Ачасем, тата мẽнле вăйă выляр-ши?

Ачасем: «Çẽрẽ валеςмелле»!

1- мẽш ача (шутлать): Такан тайми тайми пуςли, инчẽк, минчẽк Кавăрли, ытти, ςитти — тăм!

(Кам патне шутласа ςитнẽ, ςав куς хупать. Ϛẽрẽ параканẽ ςав хушăра ςẽрре пẽр ачана парать).

1-мẽш ача: Ϛẽрẽ камра, Сашук?

Сашук: Ϛẽрẽ Машăра.

1-мẽш ача: Сашук пẽлеймерẽ. Мẽнпе савăнтаратăн, Сашук?

Сашук: «Икẽ автан» сăвă калатăп.

Икĕ пĕчĕк сар автан

Тытӑннӑ вӑрҫма паян.

Эх, сӑхаҫҫĕ, эх, чаваҫҫĕ

Пĕр-пĕрне куҫран-пуҫран.

Илтĕм те патак — пĕрне

Хӑваларӑм кил енне.

Мĕн пустуй ҫапӑҫмалла?

Тус-юлташлӑ пулмалла.

А.Галкин

2-мẽш ертсе пыракан:

Мẽншẽн шăппăн тăратăр?

Мẽншẽн шăппăн тăратăр?

Шăппăн-шăппăн тăмашкăн

Шăпчăк чẽппи мар эпир!

1-мẽш ертсе пыракан:

Атьăр, ташă ташлар! Чăваш ташши.

Ташши, ташши,

Салакайăк ташши

Салакайăк ташши мар,

Пẽрремẽш шкул ташши!

(Ачасен ушкăнẽ чăваш ташши ташлать)

«Тух-ха, Ванюк, урама» (ачасем юрласа ташлаςςẽ)

Тух-ха, Ванюк, пирĕн ума,

Эсĕ ташша пит ӑста.

Кӑвва, кӑвва, кӑвва, кӑвва,

Кӑвва, кӑвва, тут, тут!

Ташласа пар, савӑнтар,

Эпир алӑ ҫупӑпӑр!

Кӑвва, кӑвва, кӑвва, кӑвва,

Кӑвва, кӑвва, тут, тут!

Никифор Ваҫҫанка

«Хурăн ςулςи ςурăлсан…» (Ачасем юрă юрласа сцена ςинчен тухса каяςςẽ)

Хурăн ςулςи ςурăлсан

Килет вӑрман илемĕ.

Хурăн ςулςи ςурăлсан

Каять вӑрман илемĕ.

2-мẽш ертсе пыракан: Чăваш тẽнчи ăςта вăл?

1-мẽш ертсе пыракан:

Чăваш тẽнчи юрăра

Тата чăн калаςура.

Чăваш тẽнчи тẽрẽре,

Тẽлẽнтермẽш кẽвẽре.

Чăваш тẽнчи — эс те эп,

Хамăрăн пẽтми хисеп.

Хẽр ача:

Эпẽ ыйтрăм пиччерен:

Эс мẽнле лайăх пẽлен?

Арςын ача:

Чăвашла лайăх пẽлеп.

Эп вулатăп чăвашла.

Эп ташлатăп чăвашла.

Эп юрлатăп чăвашла.

Юрататăп чăваша.

2-мẽш ертсе пыракан: Мẽнех, ςак йẽркесемпе эпир хамăрăн уява вẽςлетпẽр. Тавтапуς сире пирẽнпе пẽрле савăннăшăн! Малашне те ирẽклẽн чăвашла калаςар! Сывă пулăр!

1-мẽш ертсе пыракан:

Тепре тẽл пуличчен!

Чаршав хупӑнать.

Сценарий фестиваля
«Чăваш челхи куне», 
посвященного Дню Чувашского языка.
10.30 час. Звучат позывные праздника.
Оформление   сцены:   на   заднике   вывешен   Российский   флаг,   на   отдельной   подставке
установлены флаги: Самарской области и Чувашской республик, Клявлинского района, на
авансцене   стоят   в   напольных   вазах   цветы,   банеры.     Проектор  для  демонстрации   видео   и
фотоматериалов.
За   30   минут   до   начала   в   зале   звучит   национальная   музыка,   демонстрация   видео   и
фотоматериалов. 
Выход ведущих :
1 ведущий 
Чăваш чĕлхи – анне ытамĕ,
Чĕкеç кĕвви пек чĕвĕлти.
Сан аллунтан тытса  утам­и:
Шăрантăр сас­чĕв кĕмĕлли,
Пулсанччĕ сăвă кĕвĕлли… 
2 ведущий 
Язык – это целый мир, полный прелести, обаяния и волшебства. Он – живая память
народа, его душа, его достояние. Все мы любим свой родной язык.
Прошу всех встать ­ Гимн РФ. 
1 ведущий
Ыра кун пултар, хакла юлташсем! Эпир Сире ыра сунса кетсе илетпер пирен Йегер
ватам   шкуленче!   Эпир   ăшă   кăмăлпа,   пĕтĕм   чĕре   ăшшине   парнелесе   сире   çак   уяв   ячĕпе
хĕрÿллĕн саламлатпăр.
2 ведущий
Добрый день, дорогие  гости! Мы рады приветствовать вас в нашей Борискино­Игарской
школе!  
1 ведущий
Челхе вал – халах чуне. Хайне хисеплекен кирек хаш халах та хайен таван челхине чи
пысак пуянлах выранне хурать. Халах ана нумай емер хушши, терле йыварлах туссе упрана,
аталантарса пуянлатна.
«Вĕренекен  чăвашла вулатăр… Халăхăн ăс­тăнĕпе унăн мĕн пур  тĕнче курăмне тăван чĕлхе
кун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн­чăн пĕлÿ сук…» ­ тене Иван Яковлевич Яковлев педагог. 2 ведущий
День и ночь. Небо и земля. Отцы и дети. Всё в мире уравновешено. Холод сменяется
жарой, грусть – радостью, а на смену будням приходят праздники. Вот и сегодняшний день не
исключение. Сегодня в нашем зале областное мероприятие и посвящен он замечательному
Дню чувашского языка.   Создателем современной чувашской письменности   является Иван
Яковлевич  Яковлев ­ выдающийся деятель культуры и просветитель чувашского народа. 
1 ведущий 
Паян   эпир   сиренпе   таван   челхемер   синчен   –   унан   пуянлахепе   илеме   синчен,   унан
тасалахне упрамалли синчен тата пирен ентешсем­ чапла, палла сыравсасем   Егоров В.П.,
Кокарев­ Каттай А. Я., Евстафьев Н.Ф. ячепе пустаранна.
2 ведущий:
14 апреля — это праздник в честь рождения чувашского поэта, заслуженного работника
культуры Чувашской республики, участника ВОВ, Н.Ф.Евстафьева, становится традицией.
Сегодня наш праздник также посвящаем нашим землякам­деятелям чувашской литературы
Егорову В.П., Кокареву –Каттай А.Я.   Мы гордимся что такие замечательные люди стали
выходцами Бор­Игарской земли, помним и прославляем.
1 ведущий  
Аслă тĕнче хӳттинче, Çĕр планетăмăр çинче тĕрлĕ халăх пурăнать, тĕрлĕ­тĕрлĕ чĕлхепе
пурнăç тытса кун кунлать.
Çав  чĕлхесен   хушшинче  тăван  чĕлхе   чи  пахи,   чуна  çывăхтараххи,   ăна  сапăртараххи.
Тăван чĕлхе хӳттипе, унăн ырă ячĕпе аслă ăру­несĕлсен чун хавалĕн ăшшине, йăли­йĕркин
тĕшшине, ăс пурлăхĕн пĕлĕвне эпир ăша хыватпăр, пуян чунлă пулатпăр.
2 ведущий
У каждого народа есть свои особенности, которые отличают  каждый народ друг от
друга.   Именно   это   заставляет   людей   гордиться   принадлежностью   к   той   или   иной   нации.
Именно   в   языке   передаются   все   особенности   образа   жизни.   Чувашский   народ   издавна
назывался   «краем   ста   тысяч   слов,   ста   тысяч   песен,   ста   тысяч   вышивок»:   так   богаты   и
разнообразны узоры, создаваемые чувашскими вышивальщицами.
Вышивкой  украшались  предметы  домашнего обихода:  занавеси,  скатерти,  полотенца,
национальные костюмы. 
1 ведущий .  Тархасшăн, ирĕк парсамăр пире праснике пуçлама!
2 ведущий
Итак, мы начинаем  праздник ­ День чувашского языка!
Прошу всех встать Гимн Чувашской республики
1 ведущий
Хале   саламлама   ватам   шкул   директорне   Николаев   Николай   Александровича   самах паратпар.
2 ведущий
Слово   для   приветствия   предоставляется     директору   Борискино­Игарской     школы
Николаеву Николаю Александровичу
1 ведущий
Чăваш чĕлхи кунĕ уява пуçлатпăр. Паянхи уява уçма Капустина Фаина Валерьяновнана
сăмах паратпăр
2 ведущий
Слово для открытия праздника предоставляется Капустиной Фаине Валерьяновне.
1 ведущий 
«Чаваш челхи» конкурсан перремеш пайне тытанатпар. Манса ан кайар: сава калама 3
минут, фольклор ушкане валли ­ 5 минут.
2 ведущий
Начинаем   конкурс.   Не   забывайте   про   регламент:   по   положению   на   прочтение
стихотворения отводится 3 минуты, на выступление фольклорной группы включая песню и
танец 5 минут. Выступающим необходимо строго соблюдать регламент.
1 ведущий
Чавашла паян юрлатпар
Чавашла сава калатпар
Чавашла тум таханатпар
Чавашла та ак ташлатпар.
Чаваш халах самахлахне фольклор ушканесем катартса пама пултарассе. 
2 ведущий
Начнет наш праздник фольклорная группа   СП «Колосок» ГБОУ СОШ с.Борискино­
Игар
1 ведущий
Тăван чĕлхе! Эп сансăр — мĕскĕн, тăлăх,
Эс пур чух — манăн кăкăрта кăвар.
Эс пур чухне çеç вилĕмсĕр ман халăх,
Ун чух ун çут пуласлăхĕ çук мар.
2 ведущий
Далее выступают наши чтецы:
Николаева Дарья — ученица 10 класса
Миханькова Анастасия ­  ученица10 класса
Никифорова Елена ­  ученица 10 класса
Кошкин Кирилл ­  ученик 9 класса
Никифорова Анна  ­  ученица 5 класса
1 ведущий Чăваш чĕлхи савни хыпарĕ,
Чечек ыххи: чĕре юрри,
Нарспи юратăвĕн тĕш парĕ,
Сетнрĕн çулăмлă чĕри: 
Ют алăпа тытма­ вĕри!
2 ведущий
Продолжит    наш   праздник   фольклорная   группа   «Колокольчик»   ГБОУ   СОШ
с.Борискино­Игар 
1 ведущий
Янкас юра юрлама
Шанкарав пек сассам пур.
Таван тусам, юррама
Итлемешкен килсе кур.
2 ведущий
Продолжается наш праздник и мы к выступлению   приглашаем Филимонову Любовь,
ученицу 10 класса, песня ­ Пилеш каяксем. 
1 ведущий с. 131
Сак илемле, сепес сасла
Юррама илтсесен, эсе
Мен тата астан илнишен
Кевесме ан пах таванам,­
Аслати керленинче те
Тупрам эпе ыра сас.
2 ведущий Выступает __1__ школа
1 ведущий 
Тăван чĕлхе! Эс — манăн чун çуначĕ.
Эс пур чухне — эп катăк мар çынран.
Ахальтен мар чĕре вутпа çунатчĕ
Ютра çӳренĕ майăн ăнсăртран.
2 ведущий Выступает__2_  школа
1 ведущий
Чăваш чĕлхи – атте тымарĕ:
Салтак утти пек тÿр сăмах­
Тăшман валли­ ылхан хăварĕ:
Тăван валли­ тулли сăвап:
Хăмла сăри тухать чăнах!
2 ведущий На сцену приглашаем ___3____
1 ведущий с. 94 Чăваш чĕлхи! Сана эп курнă, шаннă,
Куç пек упранă халăх авалтан.
Кун­çул вучахĕнче эс кăварланнă, 
Чĕлхе вĕçне килетĕн чи малтан.
2 ведущий Перед вами выступает  ___4____
1 ведущий
Тăван чĕлхе –халăхăн аваллăхĕ, 
Тăван чĕлхе­халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ.
2 ведущий Приглашаем к выступлению ____5___
 
1 ведущий 
Кашни юлташ, таван,
Чи сивах тусам ман,
Мана кашни чун­черерен
«Самлам» тет ирсерен.
Пер тинес те пире
Уйарас сук икке.
Юлташлах, туслах тенчере
Хаватла вай иккен.
2 ведущий Слово предоставляем ___6___
1 ведущий
Валерий Петрович яланах чаваш халахне сутсанталакпа тача сыханса пуранма верентне.
Таван сершывааттепе аннене, сакар­тавара хисеплесе пураннине тепе хуна. Туссем, авалхи
йала­йеркесер пуласлах сук. В.П.Егоров хайен шухашне сапла палартать : «Халахан ас­танне,
унан петем тенче курамне таван челхе чун парать, таван челхесер пелу сук».
2 ведущий На сцену приглашаем ___7___
1 ведущий
 Тăван чĕлхе ачана çут çанталăка, пурнăçа, тĕн йĕркине ăнланма пулăшать
2 ведущий Приглашаем к выступлению __8__  
1 ведущий 
Тусла каласатам ютри синсемпе ­
Юллатам ялан, тавансем, сиренпе
Илемле херсем йал кулсассан умра,
Сана, савна тусам, туяттам сумра.
2 ведущий Приглашаем к выступлению __9__ 
1 ведущий Кайăк хитре ­тĕкĕпе, этем ырă – чĕлхипе.
2 ведущий Приглашаем к выступлению __10__ 
1 ведущий
Тăван чĕлхе пур чухне, эпир хăватлă халăх.
2 ведущий Приглашаем к выступлению __11__ 
1 ведущий 
Чĕлхемĕр пуласлăхĕ ачасенче
Этем   тени   тĕнчере   хăйĕн   тăван   чĕлхине   пĕлсе   ӳссе   çитĕнтĕр,   хăй   халăхĕн   ăс­тăнне,
мĕнпур ырă хăлăкне аслисен пилĕ урлă чунĕ­чĕрине илтĕр, ырăлăха вĕрентĕр.
Тăван чĕлхе кӳрекен пур ырлăха палăртма ик алăри пӳрнесем те çитес çуках тупата. 
2 ведущий Приглашаем к выступлению __12__  
1 ведущий 
Ялан перле пулар,
Перле телей тавар.
Варса пусласшан сунакан ­
Вал пиреншен ташман.
Туссем перле чухне
Сенейме весене
Нимле инкек, нимле ташман.
Перле пулар ялан!
2 ведущий Приглашаем к выступлению __13__
1 ведущий 
Мĕнле çепĕççĕн янăратăн эсĕ, тăван чĕлхе. Санпа Ульяновскра та, Мускавра та, Çĕпĕрте
те, Турцире те, Америкăра та калаçаççĕ. Ăруран ăрăва куçса пыракан авалхи чăваш чĕлхи. 
Тăван чĕлхем, сан яту тата çӳле çĕклентĕр, тĕнчен анлă çĕрĕнчи тĕрлĕ чĕлхе хушшинче
тивĕçлипе илтĕнтĕр! Ыр чĕлхемĕр, тав сана, ĕмĕр­ĕмĕр сыв пулма иксĕлми хăват сана!
2 ведущий Приглашаем к выступлению __14__       
1 ведущий
Ку «Чаваш челхи» конкурсан юлашки пайе пулче, хале вара жюри канашлана вахатра
сире валли вайа саламе пуле. 
2 ведущий
Конкурсная программа закончилась. Сейчас жюри подводит итоги, а для вас дискотека.
1ведущий 
Хале жюри членесене самах паратпар.
2 ведущий
Слово предоставляем жюри. Награждение. Слово Капустиной Фаине Афанасьевне. 1 ведущий 
Керлет хал хаваслах
Таван сершывра,
Ман халах сасси
Илтенет уявра.
Чаваш телейе
Есре ситенет, 
Челхи ун
Таван сершывра
Вай илет
2 ведущий – Позвольте нам поздравить ещё раз всех Вас с Праздником! Пожелать Вам
здоровья, удачи, любви, успехов во всех Ваших благих начинаниях! До свидания! До новых
встреч!
((включается фонограмма ­ чувашские песни)
.

Понравилась статья? Поделить с друзьями:
  • Сценарий щи да каша пища наша
  • Сценарий шоу на диване
  • Сценарий чувашского праздника кер сари
  • Сценарий щенячьего патруля на день рождения
  • Сценарий шоу маска на нтв